Шырав
Шырав ĕçĕ:
Уча вилнине пӗлнӗ хыҫҫӑн, Павӑл Морава урлӑ тем пулсан та, мӗнле пулсан та хӑвӑртрах каҫса, отряда сыхласа хӑварма кирлине ӑнланчӗ.
38 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Шурса кайнӑ сӑн-питлӗ ҫынсем хӑравҫӑллӑн ун-кун пӑхкаланине курсан, Павӑл лару-тӑру йывӑррине ӑнланчӗ.По бледным лицам и лихорадочным глазам, наполненным страхом, Павле понял, что положение критическое.
32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Чее старик вара ку мӗншӗн апла пулнине ҫийӗнчех ӑнланчӗ те ҫапла сӑмахлама тытӑнчӗ:И хитрый старик сразу понял, в чем дело, и время от времени говаривал:
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Марыся «доллар» тенӗ сӑмаха ӑнланчӗ те, ҫук, тенӗ пек, пуҫне пӑркаларӗ, хӑйсен укҫи те пӗтӗмпех пӗтнине, ӗнтӗ ҫименни те иккӗмӗш куна кайнине, вилес пек выҫӑ иккенне ӑнлантарма тӑрӑшса, ун ҫине кӗлмӗҫле пӑхса тӑчӗ, хӗрхенме ыйтрӗ.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ӑслӑ йытӑ ӑна питех те лайӑх ӑнланчӗ.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Хӑй ҫамрӑк пулин те, Сергей ҫав «пачпорт» тенӗ сӑмахӑн мӗнпур хӑрушлӑхне лайӑх ӑнланчӗ.
V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Ӑна мӗн пӑшӑрхантарнине Йован ҫийӗнчех ӑнланчӗ, анчах ӑна нимӗн ҫинчен те уҫҫӑн каласа парасшӑн пулмарӗ.Йован понимал ее беспокойство, но не хотел говорить ей о том, что было ему известно.
30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Уча сӑлтавне ӑнланчӗ: ҫынсене выҫӑпа вилме ҫӑмӑлтарах пек туйӑннӑ, ҫак вилӗм майӗпенрех, сисӗнкӗсӗртерех килет, темиҫе кун ытларах пурӑнма май парать, ҫак вилӗме ҫын шухӑшласа туса тӑмасӑрах йышӑнать.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Павӑл ку тӑлмачӑ пулнине ӑнланчӗ.
21 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл Скибана тытнине, пурте инкеке лекнине айӗнчех ӑнланчӗ.Он сразу понял, что взят и Скибан, что произошел полный провал.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Василь халь хӑйне мӗншӗн яланах Петро тесе чӗннине аванах ӑнланчӗ пулас.Теперь, конечно, Василь понял, почему он так упорно называл его Петром.
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑл, пӗрремӗшӗнчен, ҫакна ӑнланчӗ: майор килте хатӗрленӗ сало татӑкне касса илнӗ те ӑна ҫӑкӑр ҫине хунӑ иккен.
10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫакна Кузьма Петрович аванах ӑнланчӗ.
9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Халь ӗнтӗ пӗтӗм ӗҫ Гвозден хӑйне епле тытнинчен килессине Павӑл аван ӑнланчӗ, ҫавӑнпа вӑл ӑна мӗн каламалли ҫинчен, хӑйне ҫавнашкал тытнипе вӑл отряда пӑсма пултарасси ҫинчен систерсе епле ӳкӗте кӗртесси пирки шухӑшларӗ.
16 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӑйне кунта часах тупма пултарнине ӑнланчӗ, анчах темӗн чухлӗ тӑрӑшсан та пуҫне ҫӗклеймерӗ, тӑраймарӗ.
14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Инструктор ӑна ӑнланчӗ, аллине тӑсрӗ.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Смолярчук ӑнланчӗ: ҫак лазутчик пограничнике те, унӑн йыттине те вӗлертӗм тесе шутлать пулас.Смолярчук понял: нарушитель считает, что убил и пограничника и собаку.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Смолярчук ӑнланчӗ: йытӑ тӑшман йӗре пуррине сисет.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вара пуҫне Смолярчук еннелле хуллен, лӑпкӑн пӑрчӗ те хӑлхисене вырттарчӗ: «пурте йӗркеллех, малалла кайма та юрать иккен», тесе ӑнланчӗ пулас.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Каблуков урӑх нимӗн те калаймарӗ пулин те, Шапошников веҫех ӑнланчӗ.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.