Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ачана вӑл ятлаҫнӑшӑн хӗненӗ, вӑл вӑрӑ тесе — никам та ӑна сансӑр пуҫне шутламан, карма ҫӑвар!— Мальчишку за то били, что он ругается, а что он вор — никто этого не думал, кроме тебя, халда!
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унтан классенчи офицерсем те хӑраҫҫӗ, ҫӑвар уҫма юратман, шӑла пулӑ пек туйӑнакан, йӑваш буфетчик та Смурыйран хӑрать пулас.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл куҫӗсене хупать те, аллисене пуҫ урлӑ хурса выртать, пирусӗ ҫӑвар кӗтессине ҫыпҫӑнса ларса хуллен мӑкӑрланать, вӑл ӑна чӗлхипе тӳрлетет, ҫав тери хытӑ туртса ӗмсе илет те ун кӑкӑрӗнче тем хӑй-хӑй тутарать тата пит пысӑк пичӗ тӗтӗм ӑшне пулать.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӑвакӑн курӑничченех хырса янӑ тем пысӑкӑш сӑн-питне сӑмса таврашӗнче хӗрлӗ вӗт юн тымарӗсем хупласа илнӗ, тачка хӗрлӗ-кӑвак сӑмсийӗ усси патнелле анатчӗ, аял енчи тута хӗрри йӗрӗннӗ пекле, йывӑррӑн усӑнса аннӑ, ҫӑвар кӗтессинче пирус мӑкӑрланса, ҫыпҫӑнса тӑратчӗ.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Ах турӑ, ман ҫӑвар уҫмалли те ҫук ӗнтӗ! — тесе ӳпкелешетчӗ каласа кӑтартаканӗ.— Господи, уж и слова мне нельзя сказать! — жаловалась рассказчица.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Йевта, флягӑран сыпма хӑтланса, ӑна ҫӑвар патӗнче кӑшт тытса тӑчӗ.
40 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Унӑн ҫӑвар ӑш-чикки типсе ларчӗ, кашни сывламассерен кӑкӑрне пиншер йӗп чикекен пулчӗ.Во рту у него пересохло, и каждое дыхание кололо в груди тысячью иголок.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Кӗҫех пӗтӗм пӳлӗм кӑвакрах тӗтӗм пӗлӗчӗсемпе пулчӗ, чӗлӗм хӑйӑлтатма, вӗри табак сиккелеме пуҫларӗ, ҫӑвар ӑшчикӗ йӳҫӗхсе кайрӗ, пуҫ та кӑштах ҫаврӑнчӗ.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ну, эпӗ ӑна ҫӑвар тулли пӗрре вӑрҫса пӑрахасшӑнччӗ, минтерпе те яра парасшӑнччӗ, анчах сасартӑк вӑй пӗтсе килчӗ те, ну, вӑй пӗтсе килчӗ те чӗтресе кайрӑм, ҫав минтер ҫинех тӗршӗнсе ӳкрӗм.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Унпа калаҫса, ҫӑвар тутине те ярас килмест.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Ӑна ман ҫӑвар ӑшчикне кӑтартать.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Вӑл ман ҫӑвар ӑшчикне пӑхрӗ, хӑйӗн таса пӳрнисемпе темӗн чаваланчӗ те калать:Посмотрел он у меня во рту, поковырялся своими чистенькими пальчиками и говорит:
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Ҫавӑнтан вара вӑл Андрей Никитичпа урӑх ҫӑвар уҫмарӗ.
Ҫулла эпӗ «иккӗ» паллӑ мӗнле илтӗм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ун чухне мана: каткари шыва ӗҫме хӑрушӑ (шывӗ вӗременскер пулсан, тем курӑн!), уҫӑ чӳрече умӗнче тӑни тата та хӑрушӑрах (кӗтмен ҫӗртен паровоз хӗлхемӗ куҫа кӗрес-мӗн пулсан, хуплантӑмӑр вара!), поезд пынӑ чух пӗр вагонран тепӗр вагона ҫӳрени вилӗмпе танах, тесе никам та ҫӑвар уҫман пулӗччӗ.
«Чи кирли ҫинчен ан манса кай!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ним тума пӗлмесӗр ҫӑвар карса тӑрсан е катера тӗрӗс мар тытсан, — ҫырма шывӗ катера юхӑма май ҫаврӑнса ларать те карма ҫӑвар пуҫӗ ҫине темиҫе тонна сивӗ шыв тата хӑйӑрпа чул хутӑшӗ ишсе антарать.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Чӑн та ҫав, унта пӗр секундлӑха та ҫӑвар карса ларма юрамастчӗ.
59 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Чей ӗҫсе ларакан Чочой куркине ҫӑвар патне те ҫитереймерӗ.
Иккӗлентерекен япала тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Кам кунта ҫӑвар уҫрӗ?
Кэргына пытарни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Шлюпкӑра та ҫӑвар карса лармарӗҫ, ҫийӗнчех пеме пуҫларӗҫ.
XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Манпа пӗрле ӗҫленӗ карма ҫӑвар та ҫавӑнтах пӑхса тӑнӑ.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.