Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яма (тĕпĕ: ям) more information about the word form can be found here.
Тӗслӗхрен, республикӑра «Точка роста» вӗренӳ центрӗсене кашни шкултах хута яма тӗллев лартнӑ.

Help to translate

Аталану ҫулне Комсомольскисемпе пӗрле тишкернӗ // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%b0%d1%8 ... %bb%d0%b5/

Кайран килсе хутшӑннине кӑшт-кашт вӗрентсе каялла чӑвашсем хушшине яма пултараҫҫӗ: сӑнранах паллӑ — ӑслӑ ача.

А вот этого, что последним подошел, лучше, пожалуй, малость подучить и вернуть обратно в чуваши.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӗр кӗмӗл пек кашни самантрах улшӑнса тӑма — пӗрре хаярланма та йӑвашланма е кӑвакарса кайса чӗтресе ӳкме, ҫав самантрах хӑйне алла илсе савӑнӑҫлӑн кулса яма пултараканскер, хыткан кӗлеткеллӗ те тимӗр пек ҫирӗп ал-ураллӑскер, вӑл лаҫҫине уҫсанах ун тавра халӑх кӗпӗрленсе пуҫтарӑнать.

Живой, подвижный, он меняется в лице и чувствах мгновенно: вот он вскипел от ярости, побагровел, руки затряслись, как в лихорадке, — и тут же взял себя в руки: лицо помягчело, и он уже смеется радостно, балагурит, всегда поджарый, крепкий, под стать любимому им железу, едва он открывает дверь кузницы, как в нее тут же набивается народ.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сӑмах-юмаха хускатса яма та Мултиерех пулӑшрӗ.

И тем самым помог Мульдиер завязаться беседе.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Савтепи сиксе тӑрса ҫӳҫне хыҫалалла яма кӑна ӗлкӗрнӗччӗ, пӳрте Ивук кӗрсе тӑчӗ.

Савдеби вскочила, закинула волосы за спину, в избу вошел Ивук.

Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗремӗкне те Ивук тахҫанах ҫисе яма ӗлкӗрнӗ ӗнте, ухмах мӗншӗн ташланине те манса кайнӑ…

А дурачок пляшет и пляшет, хотя обещанный пряник Ивук уж давно съел, забыв, чего ради треплется тут это пугало в лохмотьях.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫҫан пичче урапин туртисене ҫӗклесе ҫыхса сӳс урхалӑхран хуран ҫакса яма ӗлкӗрнӗ, мӑйӑр хуппи евӗрлӗ пӗчӗк хуранта сиксех яшка вӗрет.

Касьян уже развел огонь и подвесил к поднятым оглоблям котелок чуть побольше ореховой скорлупы, и в нем вовсю булькает похлебка.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫ пулса пырать тес, каҫчен ӑна кӑларса яма тивӗҫ.

Неужто дело уже к ночи, а ведь до ночи-то его должны выпустить…

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сана апла та, капла та пур пӗрех, манне — ята яма пултарать.

Тебе все равно, брат ты мне или не брат, а про меня могут пойти сплетни, станут злословить.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Пӳ яма терӗ-ха кунта…

— Сам видишь, как…

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсене шыва кӗмесӗр пӗр ҫынна та ирттерсе яма хушман.

Чтобы не пропустить ни одного из участников каек-чука, не окунув его в реке.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чавкисене тасатса хурана чӑмтарчӗҫ, курак чӗпписене кайран шыва яма тесе кунтӑ ӑшне хупса хучӗҫ.

Галок ошипали, выпотрошили и бросили в котел, а птенцов закрыли в лукошко, чтобы потом опустить их в речку.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шывне ҫӑмарта яма Ярилен чӑххи пулман.

Правда, яйцами не угощал — кур не было у Яриле.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Арҫынна шыва тӗксе яма…»

Так бы и столкнула мужика-то…

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чечек вӑл — ҫиҫӗм; вӑл чӗртсе, Вӑл ҫунтарса яма пултарӗ Е чӗрене хӗм тивертсе Ҫын пурнӑҫне тимпе тултарӗ.

Help to translate

XXVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Эс тӗтрене сирсе ан хӑшкӑл, Сӑлтав пулса ан тӑтӑр мӑшкӑл, Сая яма хастар пуҫа.

Help to translate

IX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кӑшкӑрса Яма хӗр ӗлкӗрчӗ: «Пичче!»

Help to translate

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Мӗн каласси пур, Нилова кӑларса яма питӗ шел.

Help to translate

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Темле пулсан та, ҫаплах кӑларса яма ҫук ӗнте ӑна, паллашас пулать.

Help to translate

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей сӑмаха кулӑ ҫине ҫеҫ пӑрса яма пӑхрӗ:

Help to translate

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed