Шырав
Шырав ĕçĕ:
5) 12 статьян 1-мӗш пайӗнче «усӑ курма юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ лифт оборудованине юсас е улӑштарас» сӑмахсене «лифтсене юсас, улӑштарас, ҫӗнетес, лифт шахтисене, машина тата шӑлтӑрма пӳлӗмӗсене юсас» сӑмахсемпе улӑштарас;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӗрлехи пурлӑха тӗпрен юсас ӗҫе йӗркелес енӗпе правӑн уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №7 от 18 февраля 2019 г.
3) 10 статьян 6-мӗш пайӗн 5-мӗш пунктӗнче «Раҫҫей Федерацийӗн Ҫурт-йӗр кодексӗн 168 статйин 31-мӗш пайӗн требованийӗсемпе килӗшӳллӗн усӑ курма юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ лифт оборудованине юсас е улӑштарас» сӑмахсене «лифтсене юсас, улӑштарас, ҫӗнетес, лифт шахтисене, машина тата шӑлтӑрма пӳлӗмӗсене юсас» сӑмахсемпе улӑштарас;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӗрлехи пурлӑха тӗпрен юсас ӗҫе йӗркелес енӗпе правӑн уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №7 от 18 февраля 2019 г.
Брак ку, ӗҫе юрӑхсӑр пурнӑҫлани.
Ҫиччӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Автор «куҫӗсем» сӑмаха тата «пахча ҫимӗҫсем» сӑмах майлашӑвне нумайлӑ хисеп форминче панине тата хӑшпӗр пӗчӗк кӑлтӑксене тӗп йӑнӑшсем шутне кӗртсе вӗренӳ кӗнекине пичете юрӑхсӑр тесе хакларӗ.
Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21
Проекта пӑхӑнмалла, хаклах мар юрӑхсӑр строительство хатӗрӗсемпе объектсем ҫинче усӑ курма юрамасть тесе асӑрхаттарнӑ регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев, енчен те йӗрке пӑсакансене тупса палӑртсан, явап тыттармалла тенӗ вӑл сӑмаха ҫавӑрса.
Чӑваш Енре 2019 ҫулта пурӗ 200 ҫухрӑм ытла ҫул-йӗрсем юсӗҫ, сарӗҫ // М.И. Игнатьев пресс-служби. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=19 ... b4575c9e35
Томӑн сӑмса тутӑрӗ нихҫан та пулман, сӑмса тутӑрӗпе ҫӳрекен арҫын ачасене вӑл юрӑхсӑр шухӑшсем вырӑнне ҫеҫ хурать.У Тома платка и в заводе не было, поэтому всех мальчиков, у которых были платки, он считал франтами.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Томшӑн пурнӑҫ ниме юрӑхсӑр япала пек, ӗмӗр Ирттересси йывӑр ҫӗклем пекех туйӑнса кайрӗ.Жизнь показалась ему пустой, а существование — тяжким бременем.
2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ытла та шӑлсӑр-ҫке ку тесе каласран Александр Спиридонович манӑн ал ҫырӑвӗнчи тӑватӑ сӑвва пӑрахӑҫланӑ, пичетлеме юрӑхсӑр тенӗ.
Тиркевӗ те ырӑ суннипе пӗрехчӗ // Денис Гордеев. https://chuvash.org/wiki/%D0%A2%D0%B8%D1 ... 1%87%D3%97
Тупнӑ эс хӑвна валли сехӗрленмелли япала, Архип Лукич! — тет вӑл Шевлене. — Ҫырма-ҫатра вӗт вӑл, ҫав вун пилӗк процент, юрӑхсӑр ҫӗр. Атя, калаҫас та мар ун ҫинчен».
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Каярахпа Барнаул хулинчи госпитальте 10 уйӑх сывалнӑ хыҫҫӑн ӑна службӑна юрӑхсӑр тесе палӑртаҫҫӗ.Затем, после 10-и месячного лечение в госпитале города Брянска признают его не годным к службе.
Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
Тин кӑна хӑтланӑ виҫӗ хутлӑ икӗ ҫурта хута янӑ май пурӑнма юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ ҫуртсенчи ҫынсене ҫӗнӗ хваттер уҫҫисене пама тытӑнчӗҫ.
Уяври чи хаклӑ парне // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
Вӑл хӑҫан юрӑхсӑр шутланать?
Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
Ляля Халиуллина доцент социаллӑ сетьсенче юрӑхсӑр информаци сарнӑшӑн юридици енӗпе явап тыттарассин ҫивӗч ыйтӑвӗсене ҫӗкленӗ.
Патшалӑхпа право аталанӑвӗн XXI ӗмӗрти ҫивӗч ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ // Вероника ДАВЫДОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Ятарлӑ тӗрӗслев килсен ӑна ӗҫме юрӑхсӑр тесе хупласа хӑварнӑччӗ.Специально приехавшая проверка, прикрыла его за непригодностью для питья.
Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
Кӑштахран ӑна медкомиссие чӗнтернӗ, сывлӑхне тӗплӗн тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн «ҫар службине юрӑхсӑр» тесе документ панӑ.
Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№
7. Хӑй ҫине тӑтӑшах ҫӑвакан ҫумӑрпа нӳрленекен ҫӗр, хӑйне сухалакансем валли усӑллӑ тырӑ-пулӑ ӳстерекен ҫӗр, Турӑран пиллӗх илсе тӑрать; 8. йӗплӗ курӑкпа хытхура ӳстерекен ҫӗр вара юрӑхсӑр — ӑна ылхан кӗтет, юлашкинчен ӑна ҫунтарсах ярӗҫ.
Евр 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Юрӑхсӑр пушӑ сӑмах калаҫассинчен аякка тар; унсӑрӑн итлесе тӑракансем пӑсӑлнӑҫемӗн пӑсӑлса пырӗҫ, 17. вӗсем вӗрентни ҫиен чир пек арасланса пырӗ.
2 Тим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эй Тимофей! хӑвна панине сыхла, юрӑхсӑр пушӑ сӑмахсенчен, пӗлмесӗр хирӗҫ тавлашакансенчен пӑрӑн — вӗсен пӗлӗвӗ суя пӗлӳ ҫеҫ; 21. хӑшӗсем ӗнтӗ ҫавӑн хыҫҫӑн кайса ӗненме те пӑрахрӗҫ.
1 Тим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫамрӑк тӑлӑх арӑмсене ан йышӑн: вӗсем, Христоса юрӑхсӑр чаплӑ пурӑнӑҫа кӑмӑлласа, качча каясшӑн пулаҫҫӗ.
1 Тим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӗрарӑмсен юрӑхсӑр халапӗсенчен пӑрӑн, сӑваплӑ пурӑнма вӗрен, хӑвна ҫав тӗлӗшпе тӗреклӗлентер: 8. ӳте тӗреклӗлентернинчен усси нумаях мар, сӑваплӑ пурӑнсассӑн пур тӗлӗшпе те усӑ курӑн, хальхи пурӑнӑҫра та, ҫитессинче те пама пулнине илӗн.
1 Тим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.