Шырав
Шырав ĕçĕ:
Улӑм капанӗ ҫине хӳресӗр автан вӗҫсе хӑпарчӗ, мӑнкӑмӑллӑн авӑтрӗ те каялла шуса анчӗ.Бесхвостый петух, взлетев на стог соломы, воинственно прокричал и тут же скатился вниз.
XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑл, выҫӑпа аптранӑскер, ют ҫын кукурузин уйне вӑрттӑн шуса кӗнӗ, анчах ӑна ярса тытнӑ та мӗн тӑнне ҫухатичченех хӗненӗ.
XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ӑна чӗмсӗррӗн, тимлӗн итленӗ; темиҫе ҫын ун ҫывӑхнерех шуса ларнӑ.Его слушали молча, внимательно; несколько человек подвинулись поближе к нему.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ, хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен пек авкаланса, е ҫынсен хулпуҫҫийӗсем ҫине сиксе ларса, е урасем хушшинчен шуса тухса, хӑйӗн типсе кайнӑ, анчах пиҫӗ те шӑнӑрлӑ ӳт-пӗвӗпе хреснашшӗ тӑрмашать…
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шуса пыракан таракан та хӑй ӑҫта тата мӗншӗн кайнине пӗлет, — эсӗ мӗн?Таракан ползет — и то знает, куда и зачем ему надо, а ты что?
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах ашшӗ усаллӑн савӑнса кулни унӑн чӗрине чӑрмаланӑ, ашшӗн пичӗ тӑрӑх тӗксӗм ҫӗлен чӗпписем пек шуса ҫӳрекен пӗркеленчӗксем ӑна хӑратнӑ, вара вӑл, хӑйне ашшӗ таҫталла, ӗмӗтре ахаллӗн те ҫуттӑн курӑнакан тӗлтен аяккалла, пӑрнине туйнӑ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Го Цюань-хай ун ҫумнерех шуса ларчӗ те пусӑрӑнчӑк сасӑпа: — Вӗсем ылттӑнпа кӗмӗлне ӑҫта пытарнине пӗлетӗн-и эсӗ? — тесе ыйтрӗ.
VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Шайӑн-вӑйӑнла, шухӑшсӑр шухӑ вӑхӑтсене аса илнӗлле, чӑмӑрӗсемпе йӗкӗт кӑкӑрне тӑк-тӑк-тӑк тӑкӑртаттарса тӗкрӗ-тирӗнчӗ те Христина, савнийӗ ытамӗнчен вашт! хӑтӑлса, хӗр-ташӑҫӑ евӗр йӑрӑл-л! шуса тухрӗ урай варринелле.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пытартӑмӑр вара Володьӑна тепӗр ҫичӗ кунтан… — ҫапла каларӗ те Христина, ҫамки хӳттинче йӑпӑртлӑха тӑнӑҫ тупнӑ аллисем унӑн малтан кӑкӑрӗ тӗлӗпе, унтан чӗрҫи тайлӑмне йывӑррӑн, ӗшенчӗклӗн шуса анчӗҫ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сулӑ, майӗпен чӳхенкелесе, кашни самантрах шунӑҫемӗн шуса пынӑ, — ҫакна кура Фома хӑйне темӗнле кӑмӑллӑн ачашлакан туйӑмпа чӳхеннӗ.
VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хура та чӗмсӗр мӗлке, ҫӳҫенсе илсе, хуҫи хыҫӗнчен хӑравҫӑн шуса кайнӑ.Тень встрепенулась и пугливо поползла за ним, безмолвная и черная.
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑйлӑ ҫумӑр витӗрех Тухса чупрӗ те пӗррех Шуса ӳкрӗ хӗр.
XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Кунта, инкек ҫине синкек тенӗ пекех ӗне ури шуса кайрӗ те, лав ҫырмана ыткӑнчӗ.А тут, на беду, корова моя поскользнулась, воз в овраг опрокинулся.
XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Тӳпере е хура пӗлӗтсем, е шурӑ пӗлӗт татӑкӗсем шуса иртеҫҫӗ.
XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Шухӑшсем пуҫран хӑйсемех шуса тухчӑр тесе, малтан хам ӑспа виҫсе пӑхас терӗм.Я хотел сперва своим умом пораскинуть, чтобы мысли сами выползли из головы.
XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн Игнат пуҫӗ хулпуҫҫи ҫинелле кӑлтах усӑннӑ, йывӑр пӗвӗ кресло ҫинчен вӑраххӑн ҫӗр ҫине шуса аннӑ, калӑн, ӑна хура ҫӗр вӑйпах туртса илнӗ, тейӗн.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пакурсем борт хӗррипе шуса пынӑ, вӗсем, шӑл шатӑртаттарнӑ майлӑн, пӑрахут ҫумӗпе чакӑртатса сас панӑ.Багры скользили по борту и царапались об него со звуком, похожим на скрип зубов.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фома палуба ҫунине курма юратнӑ: ун пек чух йӗмӗсене чӗркуҫҫи таран тавӑрнӑ матроссем, аллисене швабрӑсем, щёткӑсем тытса, палуба тӑрӑх ҫӑмӑллӑн чупаҫҫӗ, витри-витрипе урайне шыв сапаҫҫӗ, пӗрне-пӗри сирпӗтеҫҫӗ, кулаҫҫӗ, кӑшкӑраҫҫӗ, шуса ӳкеҫҫӗ, — пур ҫӗртен те шыв ярӑнса юхать, ҫынсен чӗрӗ йӑславӗ сирпӗнекен шывӑн савӑнӑҫлӑ сассипе пӗрлешет.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Атӑлӑн тарават ҫыранӗсем вӗҫӗмсӗр тӑсӑлса, хирӗҫ шуса пынӑ, куҫа та, чуна та хӑйсен иксӗлми иле мӗне ачашланӑ, ҫӗнӗрен ҫӗнӗ картинӑсем кӑтартнӑ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӗксӗм те пӑчӑ, йывӑр атмосферӑллӑ пӳлӗмсем тӑрӑх, нимӗн сасӑсӑр тенӗ пек, хӗрарӑм мӗлкисем шуса ҫӳренӗ, вӗсем ҫинче тӗксӗм тӗслӗ платьесем, урисенче яланах ҫемҫе туфлисем пулнӑ, пичӗсем ҫинче чунпа ӳкӗннин палли сӑнарланса тӑнӑ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.