Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ часрах сана хам алла ярса тытрӑм та, офицере тутӑр татӑкӗ патӑм.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Галеран сарлака хӗрӗллӗ шурӑ шлепке, сӑрӑ сюртук тӑхӑнса ҫӳрет, атти чӗр куҫҫи таран, мӑйне сарӑ тутӑр ҫыхать.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Иртен-ҫӳренпе ҫапӑна-ҫапӑна, тытса чарайми хӑвӑртлӑхпа ӑнтӑлса килекен хура юбкӑпа тӑваткал куҫлӑ тутӑр Клиссона тӗк те ҫил тарма хистерӗҫ.
Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.
Ҫара уран, ҫӗтӗк, кӗске юбкӑпа, блузи мӑйӗ тӗлӗнче уҫӑлнӑ, чавсинчен тӗксӗм тутӑр уртса янӑ; кӗтмен ҫӗртен вӑл Готорн шухӑшласа тупнӑ вӑрттӑн хӗрарӑм сӑнарне ҫаврӑнни куҫ кӗретех.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.
Шлепки, — сарлака хӗррисене ӗнси енчен шурӑ тутӑр ҫӗлесе хунӑ, — улӑп ҫинчи палатка евӗр курӑнать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.
Вӑл сӑнне лайӑх курса юлайман, тутӑр пӗркеннӗ хӗр пирки тата тин ҫеҫ кайнӑ, яланлӑхах ҫухатнӑ хӗрарӑм пирки шухӑшларӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Ас тӑвӑм авӑрӗнчен — унти тӗтреллӗ мӗлкесене сире-сире — тутӑр пӗркеннӗ хӗрарӑм сӑнарӗ уҫӑмлӑн шуса тухрӗ; ҫак сӑнар йӗрӗсен ӗлкине хӑвӑрттӑн ҫухатса Полина Турнейль сӑнарӗпе пӗрлешсе кайрӗ те… вӑл пулса тӑчӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Бильдер мӑйне тинӗс тӗввипе явакласа ҫыхнӑ тӗрлӗ тӗслӗ тутӑр евӗрлӗ темӗнле япала капӑрлатать.На шее Бильдера пестрело даже нечто вроде цветного платка, скрученного морским узлом.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Сад ӑсти йывӑҫ ҫинчи мӗнпур симӗс туратсене каснӑ, улмуҫҫин пӗчӗк тункати ҫеҫ тӑрса юлнӑ, ӑна та пулин ҫӳлтен икке ҫурнӑ пулнӑ, сад ӑсти ҫав ҫурӑка лайӑх улмуҫҫирен каснӑ пӗчӗк турат кӗртсе лартнӑ; каснӑ вырӑна замазкӑ сӗрсе тутӑр татӑкӗпе ҫыхнӑ, ҫумне пӗр пӗчӗк шалча лартса хӑварнӑ.
II // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 12–15 с.
Унпа юнашар пӗчӗк илемсӗр тункатасем ларнӑ, вӗсене тутӑр татӑкӗсемпе ҫыхнӑ пулнӑ.
II // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 12–15 с.
Тинтерех йӑлана кӗрсе пыракан вырӑс фуфайки, хура тӗслӗскер, хӑмӑр аркӑллӑ сатин кӗпе айне арҫын шӑлаварӗ, урана кирза атӑ тӑхӑннӑ, пуҫа, хӑлха лайӑх илттӗр тесе каялла ҫавӑрса, пысӑках мар ҫӑм тутӑр ҫыхнӑ Сӑпани, тепӗр тесен, кашкӑр ҫемйи вырӑнта пулмасан та ҫырлахатчӗ-и, тен.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сӑпани каллех тутӑр шереписене пӗтӗркелерӗ те: — Тен, ҫав ҫын Совет влаҫӗн тӑшманӗ пулмасан? Нивушлӗ пирӗн ялта унашкал ҫын пур-ши тетӗп-ҫке… — терӗ ытарлӑн.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тутӑр хуҫин Ҫӑпата Венипе тухас пулать…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Лешӗ, мӑн тутӑр пӗркеннӗ пулин те, ҫакна илтсен чӗтремех тытӑнчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хура сатин сӑхман, тутарсен хӗрле аттине тӑхӑннӑ вӑл, пуҫне хӗрлӗ чечеклӗ хура тутӑр ҫыхнӑ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Санюк шурӑ кӗрӗк, тарӑн калушлӑ шурӑ чуссӑнкки тӑхӑнчӗ, пуҫне хӗрлӗ чечеклӗ хура шаль тутӑр ҫавӑрса ҫыхрӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Шурӑ ҫинчи кӗрен чечеклӗ йӳнӗ муслин кӗпе тӑхӑннӑ, хул пуҫҫинчен тӗксӗм пурҫӑн тутӑр уртса янӑ.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Чӗнтӗрлӗ тутӑр ӑшне пуҫтарса чикнӗ хурарах ҫӑра ҫӳҫӗ хул пуҫҫинчен лексе арпашнӑ.Ее темные густые волосы, забранные в кружевную косынку, сбились, касаясь плеч.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Юрпа витӗннӗ ҫуртсем шурӑ тутӑр ҫыхнӑ пикесем пек туйӑнаҫҫӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Тутӑр айне пытанмасӑр юлнӑ шурӑ ҫӳҫ пайӑркисем вӑл сахал мар хура-шур курнине аса илтереҫҫӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.