Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тискер the word is in our database.
тискер (тĕпĕ: тискер) more information about the word form can be found here.
Ҫак тискер кайӑкӑн, сунарҫӑ сӑмахӗсем тӑрӑх, ниме тӑман япаласем ҫитмеҫҫӗ: пӗрремӗш, иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш, пиллӗкмӗш, улттӑмӗш пуҫӗсем, ҫиччӗмӗшӗ вара — хӑйӗн вырӑнӗнчех.

У этого зверя, по словам охотника, не хватало сущих пустяков: первой, второй, третьей, четвертой, пятой и шестой голов, а седьмая была налицо.

V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Чӑнкӑ, тӑвӑр кукӑрӑлчӑксенче — пиртен чылай ҫӳлте — ҫутӑпа тӳпене хупласа стенасене сӑрса кӑтралатнӑ тӗмсен хушшинче сывлӑш юхӑмӗ йӗркеленнӗ, вӑл вӑрмансен ҫемҫе ҫилне аса илтерет; нӳрлӗх, тымарлансах ларнӑ шӑплӑх тата ӗмӗрхи ӗнтрӗк ҫав вырӑна сивлек те тискер сӗм кӗртеҫҫӗ, — ку манӑн кӑмӑл-туйӑмпа туллин пӗр килет.

В крутых, тесных изгибах стен, высоко над головой поросших почти скрывающим свет и небо кустарником, образовался воздушный ток, напоминающий мягкий ветер лесов; сырость, застоявшаяся тишина и вечные сумерки придавали этому месту характер мрачный и дикий, вполне отвечающий моему настроению.

V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Тамӑкрилле кӑткӑс тата тискер, ҫав тери каварлӑ-йӗксӗкле преступленисем пулса иртеҫҫӗ.

Происходят все более и более утонченные, сложные и зверские преступления, достойные преисподней.

II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Эпӗ вӗсен кӑмӑл вылявӗсене, ӗмӗтленӗвӗсене, ӑнтӑлӑвӗсене, туйӑмӗсене виҫсе хакларӑм та — хамра ӗмӗрхи ҫак пружинӑсем евӗрлине нимӗн те тупаймастӑп, ҫапла вара умӑма пӗрре пӑхсан тискер те уҫӑмсӑр кӗске ыйту уҫӑмлӑн-кӗретӗн тухса тӑчӗ:

Я взвесил их прихоти, желания, стремления, страсти — и не нашел у себя ничего похожего на вечные эти пружины, и передо мной самым недвусмысленным образом встал дикий на первый взгляд короткий вопрос:

I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Уйӑхӑн кӗленчелле тусанӗ чӳрече патӗнче тӗксӗм-ӑмӑр тӑват кӗтеслӗх пек тӑсӑлнӑ, хӑмӑш чӑштӑртатать-пӑтранать, — унта мӑнӑ тискер кайӑк ҫывӑрма выртасшӑн, анчах ниепле те мая килтерейменнӗн туйӑнать.

Стеклянная пыль месяца падала у окна тусклым четыреугольником, упорно трещал камыш, словно там укладывался спать и все не мог приспособиться большой зверь.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Эпӗ халех каятӑп, анчах та каласам мана, хаклӑскерӗм, тискер кайӑк ҫури, йӑлтӑркка ҫак чӑмаккана эсӗ ӑҫта тупрӑн?

Я тотчас уеду, только скажи мне, милый звереныш, где ты нашел этот блестящий шарик?

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Тӳпе айӗнче капмар кӗлеткеллӗ тискер чӗр чун ҫакӑнса тӑрать, вӑл вӑхӑтлӑха кӑна пӗчӗк пек курӑнчӗ, анчах халӗ Бекеко пӗтӗмпех чухлать: ӑна серепе кӗтет, вӑл ытла та ухмахла ҫакланчӗ.

Под небом висел зверь огромной величины, на время прикинувшийся маленьким, но теперь Бекеко знал все: на него устроили ловушку, и он попался самым глупейшим образом.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Эпӗ? — вӑл хӑйӗн сунарне, тискер кайӑксен чӗтренӗвне, хӑрушлӑхра хӑйне ҫирӗп тытнине, каҫӑн-ҫӗрӗн тӗттӗм вӗҫевне, ирхи шуҫӑмӑн ыйхӑллӑ куҫӗсене, вӑрманӑн салху киленӗҫне аса илчӗ те — хӑпартланса ҫӗкленчӗ.

— Я? — Он вспомнил свои охоты и трепет звериных тел, самообладание в опасности, темный полет ночи, заспанные глаза зари, угрюмую негу леса — и торжествующе выпрямился.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Анчах тусӑм та пархӑт чӗрнеллӗ тискер чӗр чунсен ӑратӗнчен… пулнӑ, — вӗсем пурнӑҫ сассисенчен, унӑн ҫиҫкӗнчӗк пьедесталӗсене курнипе чӗтреме пуҫлаҫҫӗ.

Но и он был из той же породы хищников с бархатными когтями, трепещущих от голосов жизни, от вида ее сверкающих пьедесталов.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Культурӑн сирӗлми-ҫийӗнми палӑрӑмӗ, хальхи ҫурма тискер пурнӑҫпа тӗксӗмленнӗскер, тата чунӑн кӑткӑс тӗнчин рельефӗ тапса тӑраҫҫӗ унра; ҫакӑ кислота ҫисе тӗссӗрлетнӗ тимӗр укҫа евӗр, ҫапах та хӑйӗн хаклӑхӗ пирки кӑштах та пулин пӗлтеретех.

Неизгладимый отпечаток культуры, стертый, обезображенный полудиким существованием, рельеф сложного мира души сквозил в нем и, как монета, изъеденная кислотой, все же, хотя бы и приблизительно, говорил о своей ценности.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Эппин, вӑл — каҫарми тискер ӗҫ тунӑскер.

он — преступник.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Пирӗн тискер вӑй хушӑнчӗ.

Дикая сила появилась у нас.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Анчах Клебен хӑрушла тискер.

Но Клебен был ужасен.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫак вӑй халиччен никам кӗмен чӑтлӑхсенелле хӑюллӑн ӑнтӑлать-ыткӑнать, шывсен юхӑмне тӗпчесе палӑртать, наян пирӗншӗн паллӑ мар мӗн пур юхан шыв-кӳлле уҫать, тусене виҫет те шутласа тухать, флорӑна фаунӑна тӗпчет, Европа музейӗсене пуянран та пуян коллекцисемпе пуянлатать, тискер йӑхсен мӗн пур юррине те кӗввине нотӑсене куҫарать, вӗсен юмах-халапне, легендисене ҫыра-ҫыра илет, вӗсен йӑли-йӗркине, вӗрӳ-суру чӗлхине тишкерет, вӗсене ал ӗҫне, ремесласене вӗрентет, ҫӗрпе тӗрӗс усӑ курма хӑнӑхтарать.

Она отважно ринется в самые непроходимые дебри, исследует и установит течение рек, откроет все реки и озера, ныне неизвестные, измерит и сосчитает горы, изучит флору и фауну, наполнит европейские музеи богатейшими коллекциями, положит на ноты все песни и мотивы диких племен, запишет их сказки и легенды, изучит их обряды и обычаи, привьет им рукоделия и ремесла, научит правильной обработке земли.

XVI. Аслӑ ӗмӗт // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Унӑн хӑтланӑвӗ чаплӑ-капӑр, — шурӑ тискер ҫынна ҫав тери тӗлӗнтерес терӗ ахӑр.

Она сделала пышный выход, рассчитывая произвести впечатление на дикого белого человека.

XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Пичӗсене шурӑна е сарӑпа сӑрланӑ, пилӗкӗсем ҫинче кӗске саппунсем, хул пуҫҫисенчен тискер кайӑк тирӗсен лӑстӑк-ластӑкӗ усӑннӑ.

Их лица были раскрашены белой и желтой краской, на поясе висели короткие передники, с плеч спускались лохмотья звериных шкур.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Тискер ӗҫе тунӑ хӗр «тӑрӑ шыв» ҫине еплерех тухнине пӗлсен Гент тӳрех пӗтӗмлетрӗ: кунта — ансат, анчах усал кавар, — вӑл королӗн кирек камӑн пуҫне те касмалли ирӗкӗ ҫинче никӗсленнӗ.

открывших преступницу, но Гент видел нехитрую, злобную интригу, основанную на праве короля рубить головы, кому он захочет.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Гент вӗсене пере-пере хӑвалать, ватӑ гиппопотам, инҫех мар ишекенскер, урса-тилӗрсех кайрӗ, шывран ҫӗкленсе тухса ҫемҫе — чӗр чуншӑн — кимме шӑлӗсемпе ҫыртсах лартнӑччӗ ӗнтӗ, анчах Гент ҫухалса каймарӗ, тискер кайӑка ҫурӑлакан пульӑпа куҫӗнчен персе вӗлерчӗ.

Гент отогнал их выстрелами, старый гиппопотам, плывший невдалеке, пришел в бешенство и, приподнявшись из воды, схватил уже зубами борт зыбкого судна, но нерастерявшийся Гент поразил его в глаз разрывной пулей.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ракета арӑслан пуҫӗ ҫийӗн чашлата-чашлата вӗҫсе иртрӗ те — сехри хӑпнӑ тискер чӗр чун ҫурӑмӗ ҫине кайса ӳкрӗ, — тӗлӗнмелле пулӑма ҫапла сирсе ярасшӑнччӗ ахӑр.

Ракета, зашумев, взвилась над головой льва, опрокинувшегося в ужасе на спину; осыпанный искрами,

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫӗкленчӗк кӑмӑл-туйӑмпа тулнӑскер — сунарҫӑ вӑрмана тӗпчекен тискер кайӑк иккӗленӳсӗрлӗхӗпе, йӗри-таврана вичкӗннӗн тӗмсӗлсе утать; шӑтӑк-путӑк айккине иртет, лианӑпа йӗплӗ акаци танатисен хушшинчен хӑш тӗлтен тухмаллине пӗрре тинкерсех палӑртать, мӗлкесен уҫӑмсӑрлӑхне инстинкт шайӗнче виҫсе хаклать, вӑхӑт-вӑхӑтӑн компасне пӑха-пӑха тӗрӗс ҫулпах пыни-пыманнине тепӗр хут ҫирӗплетет.

Возбужденный, зорко осматриваясь, он шел с уверенностью зверя, изучившего лес: огибал ямы, быстро намечая взглядом проход среди сетей лиан и колючих акаций, инстинктивно разбирался среди неопределенности теней и, временами справляясь с компасом, убеждался в верности направления.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed