Шырав
Шырав ĕçĕ:
Айӑпа кӗнӗ хӗрсене гаража сӗтӗрсе кайса пушӑпа хӗртнӗ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Тӑманлӑ каҫ саперсем юр ҫийӗн тол тиенӗ кимӗсене сӗтӗрсе, ҫырма тӑрӑх, темиҫе километр шунӑ.
Николай Харитонов сапёр // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 270–280 с.
Наумов пӗр минута яхӑн шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн, хӑйӗн пиҫиххийӗпе Киносьяна хул хушшинчен ҫавӑрса илсе, хӑй ҫурӑмӗ ҫине хучӗ, кӑкӑрӗнчен ҫирӗппӗн ҫыхрӗ те, аманнӑ урине сӗтӗрсе ҫӗрулми хирӗ тӑрӑх вӑрман ҫумӗпе ӳсекен вӗтӗ те ҫӑра вӗтлӗх еннелле шурӗ.
Пӗр тӑвансем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 219–229 с.
Эх, урасем манӑн… халь эпӗ утма та питех мар, — терӗ те, аманнӑ аллине пиҫиххи вӗҫҫӗн ҫакрӗ, урине сӗтӗрсе уҫланкӑ тӑрӑх шуса кайрӗ.
Пӗр тӑвансем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 219–229 с.
Якуба мана вар тӗпне анас ҫӗре сӗтӗрсе ҫитерсен, эпӗ хамӑн замполита куртӑм…И когда Якуба дотащил меня к спуску в лощину, я увидел своего замполита.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Якуба темле ҫав тери хӑвӑрттӑн мана хӑйӗн ҫине хӑпартса вырттарчӗ те, алӑсемпе хулпуҫҫийӗсенчен тытса пыма хушса, юр тӑрӑх йӗрсӗрех сӗтӗрсе кайрӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Эпӗ сире вар патне сӗтӗрсе ҫитерӗп.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Якуба мана алӑран тытрӗ те калавҫӑ йӗри-тавра кӗпӗрленсе тӑнӑ ҫынсем патне, сӗтӗрсе пынӑ пек, илсе кайрӗ.Якуба буквально за руку подвел, подтянул меня к кучке людей, окруживших рассказчика.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Эпӗ ак пӗр ҫырӑва та хампа пӗрле передовоя сӗтӗрсе ҫӳреместӗп.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ким ӑна ним чӗнмесӗр сӗтӗрсе пырать, хутран-ситрен, «чӗлхене» тепӗр хулпуҫҫи ҫине куҫарса хумалла пулсан ҫеҫ, чӑмӑрпа аяк пӗрчинчен таклаттарса чышать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫурма кӗрӗк тӑхӑннӑ ҫӳлӗ ҫын епле хӑйӗн танкӗ ҫырмаран пӗр машина хыҫҫӑн тепӗр машина сӗтӗрсе кӑларнине чӑтаймасӑр сӑнаса уткаласа ҫӳрерӗ.
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.
Пире ҫул ҫине пӗр фляга спирт пачӗҫ, эпир ӑна тутанма та ӗлкӗреймерӗмӗр — ерҫӳ пулмарӗ, пурне те илӗр, анчах машинӑна сӗтӗрсе кӑларса парӑр, — тесе илӗртрӗҫ шоферсем.
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.
— Тусӑмӑр, сӗтӗрсе кӑлар пире…
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.
Танк чӑнах та хӑйӗн хӑватлӑ моторӗпе, сарлака гусениципе колоннӑна сӗтӗрсе кӑларма пултарать.Да, только танк со своим могучим мотором, с широкими цепкими гусеницами мог выручить колонну.
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.
Ҫул хӗррипе тарӑн канавсем, кӗрсе ларсан тракторпа та сӗтӗрсе кӑларас ҫук, — пӗлтерчӗ шофер.Тут кюветы глубокие, ввалимся — и трактором не вытащить, — невозмутимо ответил шофёр.
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.
Пулемёт дискисене тултарса тӑма килӗшнӗ юлташӗ патне патрон ещӗкӗсем сӗтӗрсе пырса лартнӑ.Ящик с патронами волоком подтащил к раненому товарищу, который вызвался заряжать диски.
Таракуль редучӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 103–115 с.
Кунтах пулемёчӗсене, дискисене сӗтӗрсе ҫитернӗ.
Таракуль редучӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 103–115 с.
Кайран нимӗҫсем миномётсем сӗтӗрсе килнӗ.
Таракуль редучӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 103–115 с.
Ҫак шухӑшсем Малик пуҫӗнче пӗтӗмпех пӗр самантра, вӑл гранатӑсем ҫумне бутылкӑсем ҫыхнӑ сумкӑна хӑй хыҫҫӑн юр ҫийӗн сӗтӗрсе, танксем еннелле шунӑ вӑхӑтра, ҫиҫсе илчӗҫ.
Эпос хывӑнни // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 75–96 с.
Ҫапла турам-турамӑн таткаласа сӗтӗрсе пӗтернӗ коммунӑра, шӑммине ҫеҫ тӑратса хӑварнӑ…
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.