Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пырса (тĕпĕ: пыр) more information about the word form can be found here.
Картунти хапха умне пырса тӑнӑ пӑру вӑрӑммӑн: «Му-ук», — тени сирсе ярать вӑрманҫӑн хӑрушӑ ыйхине.

Help to translate

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Паян» текен вӑхӑт-кайӑк вӗҫсе ҫухалчӗ те, ман хулпуҫҫисем ҫине «ӗнер», «ыран» текеннисем иккӗн тан, ҫӑхан евӗр ҫӑткӑнскерсем, лӑпӑстатса вӗҫсе пырса ларчӗҫ.

Help to translate

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тен, каярахпа, врачсем кайса пӗтсен кӗме юрать, э? — вӑрманҫӑ хӑлхине тинех урӑх йышши сасӑсем пырса кӗреҫҫӗ.

Help to translate

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Магазин алӑкӗ ӳсӗр саслӑн чӗриклетсе уҫӑлать те, тӑсланкӑ шофер, «юбкӑай хурчӗ» урмӑшса пырса кӗрет.

Help to translate

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Арӑмӗ упӑшкине хыҫалтан пырса ыталать: «Атя, кирлӗ мар мана нимле канфет та. Ну, мӗнле пурӑнатӑн эс унта упасемпе пӗрле?

Help to translate

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Магазина пырса кӗнӗ-кӗмен асӑрхать вӑл упӑшкине.

Help to translate

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑрманҫӑ пуҫне мӗн шухӑш пырса кӗнине ӑнкарса, Маруҫ ӑна туххӑмра хӑваласа ҫитет, ҫанӑран ярса тытать.

Help to translate

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӗчӗк пӳ-силлӗ, чӑп-чӑмӑр хулҫурӑмлӑ, тин кӑна шуратнӑ ҫарӑк евӗр яка хӗрарӑм яш хурӑн айне пырса тӑнӑ-тӑман таҫтан пӗр ӑстрӑм ҫил пырса тухать, лапсӑркка хурӑна кӗҫ-вӗҫ ҫулҫӑсӑр хӑварас пек чаштӑртаттарса, мӗнле килнӗ ҫавӑн пекех хӑвӑрт лӑпланать.

Help to translate

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тепӗр ирхине министерствӑна Левен пит ӗҫлӗн вашкӑнса пырса кӗрет.

Help to translate

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Эсӗ алӑк уҫнӑ-уҫман ҫав Селендеев сана хирӗҫ йӑпӑр-йӑпӑр чупса пырать, йӑл-йӑл кулса алӑ тытать, сӗтел хушшине пырса ларса, сифонран тапса тухакан газлӑ шыв ӗҫтерет, вара эсӗ мӗн ҫӑмӑлпа ҫӳренине питӗ сӑпайлӑн ыйтса пӗленҫи тӑвать.

Help to translate

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Робот курас килсен ан ӳркен: «Пирӗн кордона электроток кӗртме пулӑшӑр-ха», — текелесе пырса кӗр-ха эс пӗр-пӗр чух хамӑр министерствӑна.

Help to translate

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Мӗн кӑсӑкки пур пичетре? — ыйтать Терен, Левен ҫурӑмӗ хыҫне тахӑш вӑхӑтра мӑшӑлтатса пырса тӑнӑскер.

Help to translate

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӗрӳлӗхӗ ытла вӑраха пымасть ун: те чалӑш пуснипе, те турӑ пӳрнипе, тӑлтти-талтти пускаласа ҫенӗкелле уҫӑлакан алӑк ҫумне пан! пырса ҫапӑнать те тулалла катапультсӑрах кӑптӑрт-каптӑрт тухса ӳкет.

Help to translate

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кил хуҫи курӑннӑ-курӑнман хуняма карчӑка темле вӑй капланса пырса кӗрет:

Help to translate

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хаваслӑх кӑшт сӗвӗрӗлме пуҫланӑччӗ ӗнтӗ, — Левенсен енчен те кӑштӑртатса пырса кӗреҫҫӗ: ашшӗпе амӑшӗ.

Help to translate

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тамара, упӑшкипе Ивановвкубе пурри ҫинчен манса кайса, пиччӗшӗ ҫумне ҫыпҫӑнать, йӑмӑкне пырса ыталать.

Help to translate

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Уҫӑ вӑрмантан тухнӑ ҫынна асфальтпа бензин шӑрши, нефтлӑ-мӗнлӗ перчеткепе ҫатлаттарнӑн, тӳрех пырса ҫапать сӑмсана.

Help to translate

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чӑрсӑр шухӑш пырса ҫапнипе Левен кӑнт хытса тӑрать пӗр хушӑ.

Help to translate

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сӑмсана ытла та усал шӑршӑ пырса ҫапать.

Help to translate

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Утсан-утсан, транзистор сасартӑк асар-писер янӑрашма пуҫлани пырса ҫапать хӑлхана.

Help to translate

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed