Шырав
Шырав ĕçĕ:
Варӗнчи ырашпӗтрийӗ пиҫсе ирӗлсен вар ыратни те иртет, тет вӑл.Он утверждает, что все болезни пройдут, как только переварится пескарь.
Ҫул ҫинче ҫырса пынӑ журнал // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Ҫӗре хура хӑмла ҫырлин ҫатрака ҫӑра тӗмӗсем хупласа илнӗ; унӑн явӑнса ӳснӗ йӑвӑ тураттисем айне пиҫсе ҫитнӗ тӗксӗм кӑвак ҫырла сапакисем хӗвел ҫутинчен акӑш-макӑш меллӗн пытаннӑ.
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӗвелпе пиҫсе хуралман шурӑ питҫӑмартийӗсем кӑштах хӗстернӗ ясар куҫӗсене уйрӑмах палӑртаҫҫӗ, сӑрламан куҫ харшийӗсен вӗҫкӗнле кӗтеслентернӗ пӗкечисемпе уҫӑмсӑр кулӑ ирӗлтернӗ тути хӗррисенче вара темскерле чӑрсӑрлӑхпа намӑса пӗлми аскӑнчӑклӑх паллисем пур.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Лакӑм-тӗкӗмсемпе ланкашкасенче тупӑ ураписемпе снаряд тиенӗ лавсен кустӑрмисем кӗмсӗртетсе илеҫҫӗ, ҫӑлсем патӗнче утсем кӗҫенеҫҫӗ, пластунски сотньӑсем пӗр харӑссӑн майпен те ҫемҫен таплаттарса утса иртеҫҫӗ, фронт линийӗ патне вӑрҫӑ хатӗр-хӗтӗрӗсемпе ҫар япалисем турттарса каякан кӳмеллӗ урапасемпе ахаль лавсем хӑлтӑртатса пыраҫҫӗ, поход кухнисем ҫывӑхӗнче пиҫсе сарӑлнӑ вир пӑттин, лавр ҫулҫи ярса техӗмлетнӗ какай яшкипе тин ҫеҫ кӑмакаран кӑларнӑ ӑшӑ ҫӑкӑрӑн тутлӑ шӑрши кӗрет.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн кӗре ӳтлӗ питӗнчен ҫӳлерехре хӗвелпе пиҫсе хуралман ҫамки уйрӑмах шуррӑн курӑнать.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ ура хырӑмлӗ, кӑштах путӑк чӗркуҫҫиллӗ нӑкӑ-нӑкӑ шурӑ пӗҫҫисене намӑссӑррӑн та хӑрушла икӗ еннелле чармакласа хунӑ.Полные белые ноги с загорелыми икрами и с ямочками на коленях были бесстыдно и страшно раздвинуты.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Анчах вӑл йӑнӑшрӗ: Степан аллине ҫӗклерӗ, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ ҫамкине кӑштӑркка ывӑҫ тупанӗпе шӑлса илчӗ те пӑртак чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн Аксинья ҫине хӗпӗртенӗ пек пӑхса: «Маттур, арӑм! Юрататӑп хӑюлӑхшӑн!» — тесе хучӗ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Шӳтлӗ вӑйӑ ырӑ мар ӗҫе куҫассине питӗ хӑвӑрт тавҫӑрса, Аксинья хӗвелпе пиҫсе хӑмӑрланнӑ сӑмсана чӑмӑрӗпе пӗтӗм вӑйран таклаттарса чышрӗ те хӑйне ҫатӑрласа тытнӑ алӑсенчен вӗҫерӗнсе тухрӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Эсӗ пиҫсе ҫитмен-ха, мӗн усси ман сана татса, тет пулмалла…
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ачан тулли пит ҫӑмартийӗсем пиҫсе ҫитнӗ чие ҫырли пек пулса кайрӗҫ, вӑл пуҫне усрӗ, анчах Корней, янахран тытса, ун пуҫне ҫӗклерӗ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Мӗнле шанма пултарнӑ-ха эпӗ ҫав политикӑна ҫителӗклӗ пӗлмен, чӑннипе илсен, пиҫсе ҫитмен ҫынна!И как я только мог довериться этому политически незрелому и, по существу, еще сырому человеку!
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пробатов тӳрленсе тӑчӗ те Любушкинӑн хастарлӑх уҫҫӑн тапса тӑракан, ҫилпе кушӑрканӑ хӗрлӗ пичӗ ҫине чунтан савӑнса пӑхса, ун вӑйлӑ аллине хыттӑн чӑмӑртарӗ, — Пробатов шучӗпе, ӗҫре пиҫсе ӳснӗ, хӑйсен хакне пӗлекен ҫынсем яланах ҫавӑн пек хастарлӑхпа уйрӑлса тӑнӑ.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пробатов, кулкаласа, ҫул ҫӳрекен чӑматан умне чӗркуҫленсе ларчӗ, унтан хутпа чӗркенӗ тӗрке кӑларчӗ те, сӑрланӑ урайне ун аллинчен пиҫсе ҫитнӗ чие ҫырли тӗслӗ, пас тытнӑ евӗрлӗ пурҫӑн йӑшӑртатса ӳкрӗ.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӑхма ҫеҫ яка хӑв, пиҫсе ҫитнӗ пан улми пек, ҫыртас-тӑк — шалтан пӗтӗмпех ҫӗрӗк эсӗ!Это с виду ты гладкий, как яблочко спелое, а раскуси — нутро у тебя гнилое!..
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ҫапла, ҫапла, — ҫирӗплетрӗ Пробатов савӑнӑҫлӑн, хӑйӗн кӑпӑшка, шуралнӑ ҫӳҫне аллипе сӑтӑрса, — унӑн ҫилпе кушӑрканӑ, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ пичӗ ҫумӗнче ҫӳҫӗ чӑн та шап-шурӑ курӑнать.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Егор пукан ҫине ларчӗ, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ шӑнӑрлӑ аллине шурӑ сӗтел ҫитти ҫине хучӗ, мӑкӑллӗ пӳрнисене сиктеркелесе, шӑпӑрт пулнӑ Аниҫҫе ҫине чалӑшшӑн пӑхса илчӗ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ачасем пилешне татнӑ чух аялти туратсене хуҫа-хуҫа пӗтернӗ, ҫӳлте ҫеҫ пиҫсе ҫитнӗ шултра сапакасем ҫулӑм сапса илӗртеҫҫӗ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Амӑшӗ лашапа юнашар утса каять, утнӑ ҫӗртех ывӑлӗн хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ аллине чуптӑвать те кӳме патне чупать.Мать идет рядом с лошадью, на ходу целует черную от загара руку сына, бежит к своей повозке.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тусанланса пӗтнӗ, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ хӗрарӑмсем выльӑхсене хӑвалаҫҫӗ, ҫул айккипе юланутсем пыраҫҫӗ.Запыленные, черные от загара бабы гнали скот, по обочинам дорог ехали всадники.
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тахӑш хӗрлӗармеецӗ, йывӑррӑн асапланса вилекен казака хӗрхенсе-тӗр, ӑна питӗ ҫывӑхран тӗллесе пенӗ те, Такан Яккӑвӗн вилӗ пичӗ ҫинче ӳт пиҫсе кайнӑ йӗрпе тар ҫунӑкӗн хура йӑрӑмӗ те тӗрленсе юлнӑ.
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.