Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лӑпкӑн the word is in our database.
лӑпкӑн (тĕпĕ: лӑпкӑн) more information about the word form can be found here.
Картиш тавра виҫӗ хут чупса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн лаша каллех хӑй вити умӗнче чарӑнса тӑчӗ, тепӗр хут хартлатса илчӗ, ҫунакан витене хуллен, лӑпкӑн кӗрсе кайрӗ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хура ҫӑкӑр ҫимелӗх, — лӑпкӑн тавӑрчӗ лавккаҫ.

Help to translate

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пин ҫав, пин, — хӑйӗнчен кулнине сисмесӗр, лӑпкӑн ҫирӗплетрӗ пепке.

Help to translate

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗнле, мунча хатӗр-и унта? — ним пулман пекех лӑпкӑн ыйтрӗ вӑл.

Help to translate

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хветут хӑй юхса каймарӗ-и тата? — ним пулман пек лӑпкӑн ыйтрӗ Энтрей.

Help to translate

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Паттӑрсем кӗрешнӗ ҫӗрте лӑпкӑн, пӗр хумханмасӑр пӑхса тӑракан ҫын ҫук.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Лашашӑн хӑҫан тӳлесе татма шутлатӑн-ха, Аттеней? — хӑйне аран-аран тытса чарса лӑпкӑн ыйтрӗ «хуҫа».

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эп те ҫапла шутланӑ унччен, — ҫав-ҫавах лӑпкӑн калаҫрӗ Эпселем.

Help to translate

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тармалла, пӗлетӗп, — терӗ лӑпкӑн Эпселем.

Help to translate

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Илтмен, — лӑпкӑн ҫеҫ тавӑрчӗ Тукай.

Help to translate

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эп халь кӑна Васильев-Новгородран таврӑнтӑм, — юри тенӗ пекех, васкамасӑр туртса ҫапсан ытларах ыраттарать тенӗ пекех, лӑпкӑн калаҫрӗ Лупин князь.

Help to translate

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Йӑмӑку мар-тӑр, сан аппу пуль эпӗ ҫулпа, — лӑпкӑн ҫеҫ тавӑрчӗ хӗрарӑм.

Help to translate

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мана он кӗрӗкӗ кирлӗ мар, — лӑпкӑн ҫеҫ калаҫрӗ Аттеней.

Help to translate

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна, хӑйсем ӳстернӗ ывӑла, мана парса хӑвармаҫҫӗ ӗнтӗ, — хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнсе пит лӑпкӑн пуплерӗ Эрнепи.

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Акпарс тӗрӗс калать, — лӑпкӑн ҫеҫ сӑмах хушрӗ Тукай, халиччен хавхаланса калаҫнӑскер.

Help to translate

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каласса ҫакна вӑл лӑпкӑн каларӗ, анчах делегаци тухса кайсан пурте, вӑл шутра воевода та, ҫав тери хыпӑнса ӳкрӗҫ.

Help to translate

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫук, ун пек шутламастӑп, — терӗ лӑпкӑн Ахтупай.

Help to translate

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ман тарма юрамасть ҫав, — лӑпкӑн тавӑрчӗ Ахтупай.

Help to translate

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Харкашмасӑр, лӑпкӑн, ӗнентермелле калаҫчӑр.

Help to translate

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эпӗ ӑна пӗлетӗп, аслӑ хан, — лӑпкӑн ҫеҫ тавӑрчӗ Мухамедьяр.

Help to translate

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed