Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑлсӑррӑн the word is in our database.
кӑмӑлсӑррӑн (тĕпĕ: кӑмӑлсӑррӑн) more information about the word form can be found here.
Иван Алексеевич кӑмӑлсӑррӑн пуҫне пӑркаларӗ, Григорий ҫине куҫне чалӑштарса, тиркевлӗн пӑхрӗ.

Иван Алексеевич неодобрительно покачал головой, скосился неприязненно на Григория.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑвӑр камсем пулатӑр эсир? — кӑмӑлсӑррӑн тӗпчерӗ казак.

А вы кто такие будете? — хмуро допытывался казак.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, хӗвелпе йӑлтӑртатакан хура куҫ харшисен авӑнчӑк кӑшӑлӗсене кӑмӑлсӑррӑн пӗркелентерсе, куҫне хӗскелесе ларчӗ.

Она щурила глаза, недовольно снижала блестящие на солнце черные ободья бровей.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Петро… — Иван Алексеевич кӑмӑлсӑррӑн кулса илчӗ, — Петро вӑл, пирӗн йышшисемпе калаҫса, ҫӑвар тутине те ямасть.

— Петро… — Иван Алексеевич неловко улыбнулся, — Петро с нашим братом не якшается.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Листницкий кӑмӑлсӑррӑн алӑ сулчӗ.

Листницкий коротко махнул рукой.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Офицерсем хӑйсен хӗҫ-пӑшалӗсене кӑмӑлсӑррӑн пыра-пыра хучӗҫ.

Офицеры неохотно сдали оружие.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Хӑвна кам кирлӗ? — кӑмӑлсӑррӑн хирӗҫ чӗнчӗ ҫын, малалла утсӑ.

— А тебе кого? — нехотя отозвался, уходя.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сӑмах-мӗн хускатсан, казаксем нимӗн чӗнмесӗр е кӑмӑлсӑррӑн калаҫнипе ҫеҫ ирттерсе яраҫҫӗ:

Молчали казаки или отделывались апатичными ответами:

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Малти пӳлӗмре сотника ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ, янаххи ҫинче виҫ кӗтеслӗ суран паллиллӗ, темӗн пирки тарӑхнӑ полковник кӑмӑлсӑррӑн тӗл пулчӗ.

В передней недружелюбно встретил его высокий, с треугольным шрамом на подбородке, чем-то расстроенный полковник.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑмакара вӗсем типсе выртнӑ пулӗччӗҫ, — кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатса илчӗ Ильинична.

Они б в печке подсохли, — недовольно бурчала Ильинична.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗнех-ха вара вӑл шӑмӑсем? — кӑмӑлсӑррӑн ыйтрӗ Пантелей Прокофьевич, тухса кайма хатӗрленсе.

— Что ж костяки-то? — недовольно спросил Пантелей Прокофьевич, собираясь уходить.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей Прокофьевич, привада пӗтӗмпех пӗтнӗ пирки тутисене кӑмӑлсӑррӑн ҫыртнӑ та, вӑлтан хускалми вӗҫӗ ҫине сӳрӗккӗн пӑхса ларать.

Пантелей Прокофьевич израсходовал всю приваду и, недовольно подобрав губы, тупо глядел на недвижный конец удилища.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Мана мӗн ӗҫ? — кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатса, карӑнкаласа илчӗ ун ҫумӗнче выртакан цыган.

— Мне какое дело? — проворчал, потягиваясь, лежавший возле него цыган.

IX // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Часовой, алӑка уҫмасӑрах, мунча ҫенӗкӗн алкумӗнчен кӑмӑлсӑррӑн кӑшкӑрчӗ:

Не открывая двери, он недовольным голосом крикнул с порога предбанника:

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ҫук, инке, пирӗн чейпе аппаланса ларма вӑхӑт ҫук… — кӑмӑлсӑррӑн хирӗҫ каларӗ Лозневой.

— Нет, хозяйка, нам не до чаю… — суховато заговорил Лозневой.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анна Чернявкина, ӑна алсиш парса, кӑмӑлсӑррӑн ыйтрӗ:

Анна Чернявкина, подавая ему варежки, спросила недовольным голосом:

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анфиса Марковна, Крылатова кӑмӑлсӑррӑн пӑхса ӑсатнӑ хыҫҫӑн, хӗрӗ ҫине куҫ хӗррипе пӑхса илчӗ.

Анфиса Марковна, недовольно проводив Крылатова, взглянула на дочку краем глаза.

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Э-э, тупнӑ вырӑн! — кӑвакалӑнни пек кӑвак сӑмсаллӑ пит-куҫне Борисов ҫинчен тепӗр енне пӑрса, кӑмӑлсӑррӑн каларӗ Умрихин.

— О-о, нашли место! — с неудовольствием протянул Умрихин, подняв и отводя в сторону от Борисова посиневший утиный нос.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Алеша, ҫак сӑмахсене калама хӑҫан пӑрахан эсӗ? — Наталья Павловна пуҫне кӑмӑлсӑррӑн сулларӗ.

— Алеша, и когда ты отвыкнешь от этих слов? — Наталья Павловна недовольно покачала головой.

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Виҫҫӗр ытла, — кӑмӑлсӑррӑн ответлерӗ Виктор.

— Ну, более трехсот, — неохотно ответил Виктор.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed