Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выляса (тĕпĕ: выля) more information about the word form can be found here.
— Эсӗ мӗн вара, выляса илтӗн те каятӑн-и?

— Что же ты, обыграл и уходишь?

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Эпӗ тавҫӑрса илтӗм: Васька ҫак вӑхӑтра Илюха пӑрахса тарасран шикленчӗ пулас — епле пулсан та унӑн пур патронсене те выляса илмеллех-ҫке-ха.

Я догадывался: Васька боялся, как бы Илюха не убежал, ведь нужно было выиграть у рыжего все патроны.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Анчах хӑй ҫӑткӑнлӑхне пула вӑл ниепле те парӑнасшӑн пулмарӗ, килӗнчен ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ обойӑсем илсе пычӗ, Выляса янӑ май вӑл тавлашрӗ, йӗртен пӗр утӑм мала тухса пеме ирӗк ыйтрӗ, мӗншӗн тесен Васька унтан ҫӳлерех тата унӑн урисем те вӑрӑмрах.

Но он надеялся выиграть, жадности в нем не было предела, Проигрывая, Илюха приносил из дому все новые и новые обоймы, желая отыграться, Илюха нахально спорил, требовал права переступать за черту, потому что у Васьки ноги длиннее.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Унран чӑх та выляса илме пултарать, — тӑрӑхламалла кулса илчӗ Илюха.

— Его и курица обыграет, — посмеивался Илюха.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Эс Ленькӑран выляса илтӗн-и?

— Ты Леньку обыграл?

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Нимӗн те пулӑшмарӗ мана — выляса ятӑм.

Ничего не помогло: я проиграл.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Иккӗмӗш хутӗнче те Илюха выляса илчӗ.

Второй кон Илюха тоже выиграл.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Васька мана: епле пулсан та санӑн выляса илмелле, терӗ, анчах та сасартӑк эп выляса ярсан — мӗн тӑвас?

Васька сказал — обязательно выиграть, а вдруг проиграю?

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Манӑн ҫав тери выляса илсе килчӗ, эпӗ ӗнтӗ хама хам Илюхӑн пӗтӗм пуянлӑхне ҫавӑрса илнӗ ҫын пек туйма пуҫларӑм.

Мне так хотелось выиграть, что я уже представлял себя обладателем всех Илюхиных сокровищ.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Санӑн хӑвна хӑвӑн: выляса илетӗпех, тесе ӗнентермелле.

А ты должен сказать себе: выиграю — и все!

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Выляса яма юрамасть, мӗн эсӗ!

— Нельзя проиграть, что ты!

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Хам та выляса ярсан мӗн тӑвас?

— А если проиграю?

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Апла пулсан — выляса ил.

— Тогда выиграй.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӗсем хушшинче паҫӑр пушӑпа выляса иртсе кайни те пур.

Среди них был подходивший раньше с плетью.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Тӗрлӗ шкулсенчен мӗнле кирлӗ ҫапла вӗренкелесе тухнӑ хыҫҫӑн, ҫав ҫамрӑксем мӗн виличченех ӗҫкӗ-ҫикӗсенче савӑнса, картла выляса, ытти тӗрлӗ вӑйӑсенче алхасса пурӑнаҫҫӗ.

Окончив же кое-как школы, эти молодые люди проводят жизнь в кутежах, карточной игре и иных развлечениях.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ман тӑван ҫӗршыври ҫынсенчен нумайӑшӗсем кӗлмӗҫленсе пурӑнаҫҫӗ, вӗсем вӑрласа, ҫынсене ҫаратса, пӗр-пӗрине улталаса, тупа туса панӑ сӑмаха пӑсса, йӑпӑлтатса, урӑх ҫынсене хӑйсем майлӑ ҫавӑрса, суя та ултавлӑ ӗҫсем туса, астаракан вӑйӑсем выляса, суя суйса, аслисемпе пуяннисем умӗнче тарҫӑланса, вӗҫкӗнленсе, суйлав вӑхӑтӗнче сасӑсемпе сут туса, шурӑ хута вараласа ларса, икӗпитленсе, пӗр-пӗрин ҫинчен элек сарса ҫакнашкал тата ытти майсемпе те тӑранаҫҫӗ.

Немудрено, что множество моих соотечественников вынуждено добывать себе пропитание нищенством, грабежом, воровством, мошенничеством, клятвопреступлением, лестью, подкупами, подлогами, игрой, ложью, холопством, бахвальством, торговлей избирательными голосами, бумагомаранием, звездочетством, ханжеством, клеветой и тому подобными занятиями».

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хӳме патне пырса тӑнӑ Бултен Лина Кроксторн хуҫипе юнашар ларнине, унпа выляса хихиклетнине курчӗ те ҫапла каласа хучӗ:

Когда Бултен подошёл к изгороди и увидел, что Лина сидит рядом с хозяином Кроксторна, строит ему глазки и хихикает, он сказал:

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Халӗ ӗнтӗ выляса савӑнатпӑр! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл.

Теперь мы повеселимся! — воскликнул он.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Готтфрид хӑй садра выляса ҫӳрет.

Готтфрид играл в саду.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫна кухня тӑрӑх ирӗккӗн чупса савӑнма май туса памалла — выляса ывӑнать те хӑрама пӑрахать, вӑт вара шӑши тытмалли хатӗре ҫакланать.

Лучше дать ей спокойно побегать по кухне, порезвиться — она заиграется, перестанет бояться и тут-то угодит в мышеловку.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed