Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӗнче (тĕпĕ: ай) more information about the word form can be found here.
Килте те ура айӗнче вут ҫунать.

Help to translate

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӑлӑпа тӗккелесе пӑхрӑмӑр та — сехре хӑпса тухрӗ темелле: тӑлӑп айӗнче ҫын выртать иккен.

Help to translate

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Килӗнче ним ҫук пулин те, кунта вӑл хуҫа пекех, Ленин портречӗ айӗнче, хӗрлӗ хӑмач витнӗ сӗтел хушшинче ларать, сӑмах та калать.

Help to translate

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ачасем пушӑ кӗлтесене ҫӗклеҫҫӗ, кӗреплесемпе сарӑм айӗнче пухӑннӑ ыраша йӗтем юпи тавра купаланӑ кӑшӑла тӗртеҫҫӗ, ыттисем ҫав хушӑрах ҫӗнӗ сарӑм сараҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Икӗ аллипе питне икӗ енчен шӑлнӑ пек туса, янахӗ айӗнче пӗрлештерчӗ, кӑкӑрӗ тӗлӗнче тытса тӑчӗ, пуҫне кӑштах тайса: «Исенмӗсӗс» — терӗ.

Help to translate

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар вӗсемпе сӑмахлакаланӑ хушӑра пӳрт тӑрринчи Хрестук лӑпсӑркка йӑмрасем айӗнче ларакан мунча ҫинче тӗтӗм йӑсӑрланма пуҫланине асӑрхарӗ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл кӗпе ҫурӑкне саппунӗ айӗнче курӑнмалла мар туса ҫыхнӑ, тутӑрне те тӳрлетнӗ.

Help to translate

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавӑнпах ӗнтӗ вӗсен ялӗ йӑлтах йывӑҫ айӗнче ларать.

Help to translate

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӗҫкине ҫакӑнтах, Сахар йӑмри айӗнче, туса ирттерме пулчӗҫ.

Help to translate

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шӑммипе тирӗнчен ҫеҫ тытӑнса тӑракан ырхан сурӑхӗсем, юлашки вӑйне пухса, темиҫе хутчен хурлӑхлӑн макӑрса илчӗҫ, пуҫӗсене пӗр-пӗрин ҫине хума та хӑтланса пӑхрӗҫ, анчах ҫутҫанталӑкӑн ҫак хӑватлӑ вӑйне хирӗҫ тӑма хал ҫитереймерӗҫ — кӗҫех вӗсем те вак-тӗвек пӑрсемпе хумсем айӗнче курӑнми пулчӗҫ.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ пӑр айӗнче сасартӑк темӗнле асамлӑ вӑй ашкӑнма пуҫларӗ.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫулла кашни йывӑҫӗ айӗнче пекех, пӗчӗк кӑна тӑпӑл-тӑпӑл пӳртсем пек, вӗллесем курӑнса лараҫҫӗ.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӑмра айӗнче ваттисем те йышлӑн кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ иккен.

Help to translate

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Айра улӑм пулчӗ, пуҫ айӗнче — такам хурса хӑварнӑ ҫӗтӗк сӑхмансем.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Крепь хучӗ ҫӗр айӗнче выртать — вырӑссем пире ясак тӳлеттереҫҫӗ!

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах хурана хӑлӑпран ҫаклатма ӗлкӗреймерӗ, ҫав вӑхӑтра Ахтупай ун-кун пӑхкаларӗ те ал айӗнче ним ҫукран вӑрӑм тенкел ҫинче выртакан кӗслене ярса илчӗ, ӑна ик кӗтессинчен тытса, пӑр таткине пенӗ пек, игумена пӗтӗм вӑйпа пуҫран шанлаттарчӗ.

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӑхрӗҫ — ҫӗр ҫулхи хырсен айӗнче, хӳме евӗр тытса ҫавӑрнӑ карта варринче кивелсе кайнӑ пысӑк ҫурт ларать.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫыран хӗрринче, ҫӳллӗ сӑрт айӗнче, нимле халӑх та пулмарӗ.

Help to translate

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурӑнса пӑхчӑр-ха ҫӗр айӗнче.

Help to translate

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн тӑ-вас тетӗн, каймалла тӑк каяс пулать терӗ вара мӑрса, упа йӗнӗре выртнӑ пек, ҫӗр айӗнче пурӑнса пӑхас пӗрре, Ту енчи ҫӗрпӳсене ҫывӑхран хӑратса тӑрас.

Help to translate

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed