Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эсӗ, тен, тепӗр чухне, эпӗ утиялпа пуҫ ҫинченех витӗнсе выртнӑ чух, ман ҫине пӑхса шухӑшлатӑн пуль, мӗнле ку, каска пек, выртать те ҫывӑрать, тетӗн пуль; ҫук, ҫывӑрмастӑп эпӗ, питӗ хытӑ шухӑшлатӑп, хресченсем нимӗнле нуша та ан курччӑр, ҫынсен пурнӑҫне ан хапсӑнччӑр, хӑрушӑ судра мана ан ӳпкелеччӗр, маншӑн кӗл туччӑр, ыр сӑмахпа асӑнччӑр, тетӗп.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Карчӑк тем калать, ҫав-ҫавах сӑмси айӗн мӑкӑртатма чарӑнмасть, анчах мӑнукӗ хам хута кӗнине пула, — ҫакна эпӗ курасса курман, ҫапах та ку тӗлӗшпе иккӗленесси ҫук, — ыр сунманнине пит уҫҫӑн палӑртсах каймасть; ҫаплах тата хампа пӗрле хӑшпӗр чухне илсе килекен парнесем те — е ӑшӑ тутӑр, е варени тултарнӑ банка, е чиерен тунӑ пӗрер кӗленче наливка — сахал мар усӑ кӳчӗҫ мана.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Телейлӗ ҫул пултӑр! — ыр сунаҫҫӗ ӑсатакансем.
Саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
«Матроссем хисеплени маншӑн иртӗхнӗ дворянсен ыр сӑмахӗнчен хаклӑрах», — тесе ҫырнӑ Нахимов адмирал.
Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ыр пурнӑҫ пуррине мантӑр.
Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Ак кур ӗнтӗ, — ырӑ кӑмӑллӑ кулкаласа каларӗ Петя, хӑйне эпӗ тав туса ыр суннӑ хыҫҫӑн, — судья тет-ха вӗсене.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл ӗнтӗ ман ӗҫӗмсене пӗлсех тӑратчӗ пулмалла, мӗншӗн тесен кӑшт сӑмах чӗнмесӗр тӑрсан, хӗпӗртенӗ ыр кӑмӑлпа: — Сывлӑхӑр мӗнле? — тесе ыйтрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӑшӑ кӑмӑлпа ыр сунса, сӑнаса пыраттӑм унӑн кун-ҫулне, вӑл та манӑнне сӑнаса пыратчӗ пулмалла.С неизменной симпатией я следил за его судьбой, так же как он, кажется, следил за моею.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл мана летчикпа та паллаштарчӗ, ҫӳлӗ те ыр кӑмӑллӑ майорпа.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Эппин Катя, тейӗпӗр, — ыр кӑмӑллӑн каларӗ вӑл.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Пӗлсе тӑнӑ пултӑр, Татаринова-Григорьева юлташ, — терӗ мана вӑрттӑн ҫеҫ кӑвак ҫӳҫлӗ ыр кӑмӑллӑ доктор, вӑлах сыхлӑх тройкин членеччӗ, — е эсир ку ӗҫпе килӗшмесен, сана халех укрепленисем тунӑ ҫӗре яратпӑр, — терӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ыр шӑршлӑ симӗс ҫырансен анлӑхне, тутлӑн тӗлӗрсе кайнӑ шыва шухӑша яракан лӑпкӑлӑх карса илчӗ, никамӑн калаҫас килмест, никам та ним те шарламасть, кӗсмен тӗпсисем анчах хуллен чӑнкӑртатса илеҫҫӗ, тата кимӗ аякӗ тӑрӑх шыв шӑпӑлтатса чӳхенни илтӗнет.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпир Саньӑна ыр сунса ӗҫрӗмӗр, унтан вӑл пур ӗҫре те ӑнӑҫтартӑр тесе тата ӗҫрӗмӗр.Мы выпили за Санино здоровье, потом за его удачу во всех делах.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Упӑшкӑр ӑнӑҫтарчӗ, ҫавӑншӑн ыр сунӑр ӑна, — терӗ журналист.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вара эпир самолета юсама, хамӑр юратнӑ ыр ятлӑ ҫын патне вӗҫсе кайма, ӑна пулӑшу пама та пултаратпӑр.Тогда мы сможем починить самолёт и лететь дальше, чтобы помочь уважаемому человеку.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эсӗ-и вӑл Мускавран ыр хыпар кӳрекен?
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
«Вӑхӑт ҫитрӗ» трагедире амаҫури ывӑлне — ыр кӑмӑллӑ та чипер герой — Гриша Фабере пачӗҫ, вӑл педагогсен инкекӗччӗ, пур хулиганла ӗҫсене те чи малтан пуҫарса яраканниччӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тупаймарӑн, пуҫӑмҫӑм, Ыр сӑмах та, чыслӑх та, Савнӑҫне те, мулне те, Аслӑ чин та пулмарӑн; Тивӗҫ пултӑн, пуҫӑмҫӑм, Ҫакӑ служба тивлечпе Ик ҫӳл юпа ларттарса, Ҫӳлтен кашта хуртарса, Пурҫӑн мӑйкӑч илмешкӗн.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
«Кала-ха, ыр ҫыннӑм, — тесе кӑшкӑртӑм эпӗ ӑна чӳречерен, — окази илчӗ-и вара?» — терӗм.— Скажи, любезный, — закричал я ему в окно, — что это — оказия пришла, что ли?
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл чӗтрекен сасӑпа ҫиес килменни ҫинчен пӗлтернӗ те ашшӗ-амӑшне ыр каҫ суннӑ.Дрожащим голосом объявила она, что ей ужинать не хочется, и стала прощаться с отцом и матерью.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936