Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳлӗмрен the word is in our database.
ӳлӗмрен (тĕпĕ: ӳлӗмрен) more information about the word form can be found here.
12. Кам та кам ҫавӑнта Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, умӗнче ӗҫлесе тӑракан священника е [ҫав вӑхӑтри] тӳрене итлемесӗр чӑрсӑрланать, ҫавӑ вилӗме тивӗҫлӗ, — усала Израиль хушшинчен ҫапла пӗтерсе пыр; 13. ҫакна пӗтӗм халӑх илтӗ те хӑраса кайӗ, ӳлӗмрен чӑрсӑрланаймӗ.

12. А кто поступит так дерзко, что не послушает священника, стоящего там на служении пред Господом, Богом твоим, или судьи, [который будет в те дни], тот должен умереть, - и так истреби зло от Израиля; 13. и весь народ услышит и убоится, и не будут впредь поступать дерзко.

Аст 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Эхер те тӑвану, [аҫу ывӑлӗ е] аннӳ ывӑлӗ, е хӑвӑн ывӑлу, е хӗрӳ, е пӗрле выртса тӑран арӑму, е чун пек ҫывӑх тусу: «каяр та эсӗ ху та, сан аҫусем те пӗлмен урӑх турӑсене пуҫҫапса пурӑнар» тесе вӑрттӑн калаҫса ҫавӑрма пӑхсассӑн, 7. сан йӗри-тавра, ҫывӑхра е аякра, ҫӗрӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитичченех пурӑнакан халӑхсен туррисене пӑхӑнса тӑма хистесессӗн, 8. унпа ан килӗш, ӑна ан итле; куҫу ун ҫине хӗрхенсе ан пӑхтӑр, ӑна ан шелле, ӑна ан хӳтӗле, 9. вӗлер ӑна; ӑна вӗлермешкӗн пуринчен малтан ун ҫинче санӑн аллу пулмалла, унтан пӗтӗм халӑх алли пултӑр; 10. ӑна чулпа персе вӗлер, мӗншӗн тесессӗн вӑл сана Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, уйӑрма тӑчӗ; 11. пӗтӗм Израиль ҫакна илтӗ те хӑраса кайӗ, ӳлӗмрен сан хутлӑхунта ҫавӑн пек усал ӗҫ тума пӑрахӗҫ.

6. Если будет уговаривать тебя тайно брат твой, [сын отца твоего или] сын матери твоей, или сын твой, или дочь твоя, или жена на лоне твоем, или друг твой, который для тебя, как душа твоя, говоря: «пойдем и будем служить богам иным, которых не знал ты и отцы твои», 7. богам тех народов, которые вокруг тебя, близких к тебе или отдаленных от тебя, от одного края земли до другого, - 8. то не соглашайся с ним и не слушай его; и да не пощадит его глаз твой, не жалей его и не прикрывай его, 9. но убей его; твоя рука прежде всех должна быть на нем, чтоб убить его, а потом руки всего народа; 10. побей его камнями до смерти, ибо он покушался отвратить тебя от Господа, Бога твоего, Который вывел тебя из земли Египетской, из дома рабства; 11. весь Израиль услышит сие и убоится, и не станут впредь делать среди тебя такого зла.

Аст 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Ҫавӑнпа ӗнтӗ чӗрӗрсен ӳтне касӑр та ӳлӗмрен чурӑс ан пулӑр, 17. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, — турӑсенӗн Турри, патшасенӗн Патши, аслӑ, хӑватлӑ та хӑрушӑ Турӑ, Вӑл ҫын кам иккенне пӑхмасть, сӗрев йышӑнмасть, 18. Вӑл тӑлӑх ачапа тӑлӑх арӑма хӳтӗлет, ютран килнӗ ҫынна юратать, ӑна ҫӑкӑрпа тумтир парать.

16. Итак обрежьте крайнюю плоть сердца вашего и не будьте впредь жестоковыйны; 17. ибо Господь, Бог ваш, есть Бог богов и Владыка владык, Бог великий, сильный и страшный, Который не смотрит на лица и не берет даров, 18. Который дает суд сироте и вдове, и любит пришельца, и дает ему хлеб и одежду.

Аст 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Ӳлӗмрен эсӗ мана панӑ парнене пӑхма пырсассӑн, манӑн тӳрӗлӗхӗм сан умӑнта курӑнсах тӑрӗ.

33. И будет говорить за меня пред тобою справедливость моя в следующее время, когда придешь посмотреть награду мою.

Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Турӑ унпа калаҫса ӑна тата каланӑ: 4. Манӑн санпа хывас халалӑм — Эпӗ Хам: эсӗ тӗрлӗ халӑхсен ашшӗ пулӑн; 5. ӳлӗмрен сана Аврам тесе чӗнмӗҫ, санӑн яту Авраам пулӗ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сана тӗрлӗ халӑхсен ашшӗ тӑвӑп; 6. сана питех те, питех те ӗрчетсе ярӑп, санран халӑхсем пулса кайӗҫ, санран патшасем тухӗҫ; 7. санпа Хам хушшӑма, сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусем хушшине Эпӗ йӑхран йӑха пыракан халалӑма хывӑп, Эпӗ санӑн Турру пулассине, сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусен Турри пулассине ҫирӗплетсе ӗмӗрлӗх халал хывӑп; 8. сана тата сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусене ҫак хӑв ҫӳрекен ҫӗре, пӗтӗм Ханаан ҫӗрне, ӗмӗрлӗхе еткерлӗхе парӑп; вӗсенӗн Турри пулӑп, тенӗ.

Бог продолжал говорить с ним и сказал: 4. Я - вот завет Мой с тобою: ты будешь отцом множества народов, 5. и не будешь ты больше называться Аврамом, но будет тебе имя: Авраам, ибо Я сделаю тебя отцом множества народов; 6. и весьма, весьма распложу тебя, и произведу от тебя народы, и цари произойдут от тебя; 7. и поставлю завет Мой между Мною и тобою и между потомками твоими после тебя в роды их, завет вечный в том, что Я буду Богом твоим и потомков твоих после тебя; 8. и дам тебе и потомкам твоим после тебя землю, по которой ты странствуешь, всю землю Ханаанскую, во владение вечное; и буду им Богом.

Пулт 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ӳлӗмрен мӗн те пулин ҫырас тесен хӑйӗнпе канашлама хушнӑччӗ.

Help to translate

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

«Эпир ҫамрӑксене шаннӑ, шанатпӑр, ӳлӗмрен те шанӑпӑр. Ҫамрӑксем - Чӑваш Республикин ҫутӑ малашлӑхӗ» - ҫак шухӑша Михаил Игнатьев яланах палӑртать.

Help to translate

Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Эп кунта пиллӗх илтӗм, Аттерен, аннерен, Эп кунта каллех килтӗм, Килӗп-ха ӳлӗмрен.

Help to translate

Анне килӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 3 с.

Ӳлӗмрен те пысӑк кӑтартусемпе палӑрса, халӑх ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлеме сӗннӗ.

Help to translate

Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/08/chav ... yanov-yach

«Кунсерен Чӑваш Ен Правительстви кӑсӑклӑ ыйтусемпе ҫине тӑрсах ӗҫлет. Пуласлӑхри тӗллевсем те паллӑ, ӳлӗмрен мӗн ҫине ытларах тимлӗх уйӑрмаллине те пӗлетпӗр», – тесе хушса каланӑ Пуҫлӑх.

Help to translate

Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/08/chav ... yanov-yach

— Юрӗ, — килӗшрӗ вӑл юлашкинчен, — анчах пӗлсе тӑр, ӳлӗмрен кунашкал ыйтупа ман пата ан ҫулӑх.

Help to translate

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ӳлӗмрен ни-ни!..

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӳлӗмрен пӗр пӗрчӗ тырра ыйтмасӑр илнине курам мар.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юмӑҫ Укане ӳлӗмрен анкартине кӗртместӗп — мӗнпур ӗҫе чарса лартать.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӳлӗмрен йӑскӑнланса ан ҫӳре, Кӗркури!

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавна асра тытӑр ӳлӗмрен.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӳлӗмрен сирӗн учительсем ял ҫыннисем хушшинче мӗскӗнленсе ҫӑпата сӗтӗрнине курам мар.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унсӑрӑн тӑм шӑтӑкне таптаса хурӗҫ, ӳлӗмрен сӑмах та чӗнтермӗҫ.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ӳлӗмрен те ҫапла ӗҫлӗр: пӗлсе, шухӑшласа, малашлӑха пӑхса.

Help to translate

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӳлӗмрен ҫуркунне татса каяс хӑрушлӑх ҫук халь.

Help to translate

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed