Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗненсе (тĕпĕ: ӗнен) more information about the word form can be found here.
Кам пӗлет, тен, Симонюк чӑнласах ӗненсе лартнӑ: кӗнекесенче мӗн ҫырнӑ — пӗтӗмпех «кирлӗ пек ҫырман», «пурнӑҫра ун пек пулмасть», писательсем вӗсем пурте ҫӑмӑл ӑслӑ ҫынсем, хӑйсем пӗлменни ҫинчен ҫыраҫҫӗ, тенӗ.

Help to translate

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑйлӑн ӗненсе.

Help to translate

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӗненсе ӗҫлесен, чунна парсан, пулать…

Help to translate

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Эппин, ӗненсе пӑрахрӑр иккен-ха Лашманов ҫырса янине? — чӑтаймасӑр пӳлсе ыйтрӗ манран Турунов, «ҫавӑнпа ларатӑр иккен-ха ҫак йышра?» тесе хушса хунӑн сӗтел тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Help to translate

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пурте куҫ умӗнче, пӗтӗмӗшпех паллӑ: пӗрисене, ҫак стройкӑра виҫҫӗмӗш ҫул, тӑваттӑмӗш ҫул ӗҫлекеннисене, хӑйсен пултарулӑхӗпе вӑй-хӑватне ӗненсе илме ӗлкӗрнисене, куҫпа курмалӑх, чун-чӗре савӑнмалӑх ӗҫ тума ӗлкӗрнисене, хӑйсен патне ҫӗнӗ йыш ҫӗнӗ завода хӑвӑртрах туса пӗтерме пулӑшас тесе, хӑюллӑ ӗмӗтпе, тӑванла кӑмӑл-туйӑмпа килсе ҫитни чунтанах савӑнтарать; теприсене, инҫетри-инҫетри хуласенчен килсе ҫитнӗ каччӑсемпе хӗрсене, пӗтӗм ҫӗршыв пӗлекен стройка ҫыннисем кунашкалах тарават пулни, мӑнкӑмӑлланмасӑр, чун-чӗрене уҫса, пӗр танлӑн хисеплесе, тӑванла юратупа юратса, тӑванла савӑнӑҫпа савӑнса кӗтсе илни, тӗл пулни куҫҫуль тухасла хумхантарать.

Help to translate

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӗненсе лартрӑр та Турунов ҫинчен пуҫлӑхсемпе калаҫса пӑхма шут тытрӑр.

Help to translate

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Эппин, ӗненсе лартрӑр-ха…

Help to translate

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тата малалла та хастаррӑн ӗҫлесе пыма, ӗненсе пыма май парать.

Help to translate

Шуршӑл ачи // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60740

«…Турра ӗненсе пурӑнсан пурнӑҫ хытти этемшӗн хӑрушӑ мар. Ӑна ӗненсе пурӑнмасан ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ сивӗ пулать, тӗттӗм пулать», «Вырӑс халӑхӗ пит ӑслӑ халӑх. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, ӑслӑ: эсир ӑна итлӗр, юратса пурӑнӑр. Ҫак халӑх сире тӑван вырӑнне хурса йышӑннӑ, хӑй ҫемйи тунӑ…», «Асра тытӑр! Пайсӑр тӑрса юлнӑ хӑвӑрӑн мӗскӗн чӑваш тӑван халӑхӑра эсир пулӑшса пурӑнмалла, вӗсене ӑҫтан та пулин катаран пулӑшу килӗ-ха, тесе тӑмалла мар», «Тӑван халӑхӑн ҫуклӑхӗнчен, начарлӑхӗнчен, вӑл тӗттӗмре пурӑннинчен ан вӑтанӑр: эсир вӗсен хушшинчен тухнӑ, ӗҫлессе те вӗсемшӗн ӗҫлемелле», «Ҫемйӗре лайӑх пӑхса усрӑр: ҫемье вӑл халӑх чаракӗ, патшалӑх чаракӗ», «Чӑн пӗчӗккӗ ӗҫе те пикенсе, юратса ӗҫлӗр. Пурнӑҫра курма тӳр килнӗ йывӑрлӑхсенчен ан кулянӑр. Юратса тусан чи пӗчӗк ӗҫ те чаплӑлантарса яма, усӑ паракан тума пулать, ӳркенсен, ытахальтен анчах ӗҫлесен чӑн пысӑк ӗҫ те пӑрахӑҫа тухать, хисепрен каять»…

Help to translate

Сӑваплӑ Халал сӑмахӗсем ӗмӗрлӗх чӗрере // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%81a%d0% ... %80%d0%b5/

Ҫирӗппӗн ӗненсе каларӑм…

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫӗнтерӗве вӑл ҫирӗп ӗненсе тӑнӑ.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Халь вӑл амӑшӗн сӑмахне ӗненсе тенӗ пекех тӑнларӗ: пӗчӗкрех пӳллӗ пулин те пысӑк кӑкӑрлӑ Улькка, чакӑр куҫӗпе кирек кам ҫине те чӑр та чар пӑхаканскер, тулли кӗлеткине ачашшӑн чӗтрентерсе ытлашши янравлӑн ахӑлтатса кулмасть-и?

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ашшӗ килте мар чухне ҫынсене ӗненсе тимӗр таварсене тӳлевсӗр парса яни е тата урӑх мыскара пулкаланӑ.

Случалось, когда отца нет дома, она, доверившись, отдавала его товар под честное слово. Или еще что-то приключалось.

Чӗкеҫ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/519

Сӗм вӑрмансенче, ҫын иртейми чӑтлӑхсенче пӑлхавҫӑсен йышлӑ ушкӑнӗсем ҫӳрерӗҫ, вӗсем тискер майра-патша ҫарӗсене ҫӗмӗрчӗҫ, пуянсене, пупсене тӗп турӗҫ, патька-патша тепре килессе ӗненсе пурӑнчӗҫ.

Help to translate

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗрешӗве ҫӗкленсе пуҫне хунӑ пиншер ятсӑр паттӑрсем те ҫакна ӗненсе ҫӗре кӗнӗ.

Help to translate

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Патька-патша та ҫакна ӗненсе йывӑр та тумхахлӑ ҫулпа хӗвеле хирӗҫ утнӑ.

Help to translate

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑна та курӑпӑр Телей ҫӗршывӗнче, — терӗ Укаслу хӑй шанса пурӑннӑ асамлӑ кӗтес Шурӑ патшалӑхах пулнине ӗненсе.

Help to translate

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл Савантер утне кая хӑварасса ӗненсе тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ, ӑна ӗненсе, ярмарка кайма васкатсах ҫӗнӗ кӗпе сӗлеттертӗм.

Help to translate

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Хӑй ҫакна хӑйӗн ачаранах ашкӑрса амаланнӑ тӗп пултарулӑх тӗвви-папки пек ӗненсе каппайланатчӗ.

Help to translate

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed