Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшӑтса (тĕпĕ: ӑшӑт) more information about the word form can be found here.
Йӑл кулчӗ, шухӑшӗсем ӑш-чиккине пушшех те ӑшӑтса янине палӑртса.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тен, вӑл выракан каҫалӑка, Владимир Ерусланов ударлӑ ӗҫлетӗр-ха тесе, хӗвел хӗртсе, ӑшӑтса тӑрать?

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӗри шыв хӑвӑрт сивӗнни, урама кӑлӑхах ӑшӑтса тӑнӑ тӗслӗхсем урӑх сиксе тухмасса шанаҫҫӗ куславккасем.

Help to translate

Тӗпрен ҫӗнетеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=tm6193usoFU

Ҫанталӑк кунсерен ӑшӑтса пынӑҫемӗн халӑх шыв хӗрне туртӑнать.

Help to translate

Халӑхпа тӗл пулчӗҫ, округри ӗҫсемпе паллашрӗҫ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b0/

Хӗллехи тапхӑрта ҫурта хӑй тӗллӗн хутса ӑшӑтса тӑрӗҫ.

Help to translate

Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче тӑлӑхсене хваттерсемпе тивӗҫтерессин кӑтартӑвӗ 1,5 хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/yula ... attersempe

Ӗнине картана хупсан Сулагаев пӳрте кӗчӗ те: «Эп ирхине аш яшки пӗҫернӗччӗ, эс ӑна ӑшӑтса ҫинӗ пулас-ха, апла тӑк выҫсах вилместӗн, Никифор Ильич», — терӗ те пӗр черкке сӑмакун ӗҫсе каллех вырӑн ҫине тӳнчӗ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Лаҫри газ плити ҫинче ӑшӑтса икӗ сыснине ҫӗрулмипе кӑшман нимӗрӗ ярса пачӗ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Юратнӑ Чӑваш Енӗн ялавӗпе гербӗ ҫийӗнче яланах мирлӗ тӳпе пултӑр, пирӗн чӗресене вара тӑван республикӑмӑрпа мӑнаҫланма хистекен пархатарлӑ туйӑм ӑшӑтса тӑтӑр.

Пусть всегда будет мирное небо над флагом и гербом любимой Чувашии, а наши сердца согревает гордость за республику, в которой живем, о которой заботимся.

Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/04/29/glava ... aet-s-dnem

Каҫсерен тӑм ӳкнӗрен сулхӑнраххӑн пуҫланакан кунсем кӑнтӑр тӗлнелле лӗпсӗрех ӑшӑтса йӑвашланчӗҫ, эрешмен картисемпе каркаланса эрешленчӗҫ.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Купӑста яшки ӑшӑтса ҫитерсен, вӗри чей ӗҫтерсен кинеми мана кӑмака хыҫӗнчи пӳлӗме ҫемҫе вырӑн сарса пачӗ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӗрарӑм ывӑлӗн питне хӑйӗн сывлӑшӗпе ӑшӑтса хускалмасӑр выртрӗ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пӗрне-пӗри ӑшӑтса выртрӗҫ вӗсем.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫанталӑк пӗрре сивӗтнӗ пек пулать, тепре ӑшӑтса ярать.

Help to translate

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫанталӑк каллех ӑшӑтса ячӗ.

Help to translate

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫанталӑк кунран-кун ӑшӑтса пырать, ял ӗҫченне акана хатӗр пулма хушать.

Help to translate

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Юратнӑ ӗҫӗр сире яланах савӑнӑҫпа килентертӗр, иксӗлми пултарулӑхӑр вара малалла та ҫынсен чӗрисене ӑшӑтса та хавхалантарса тӑтӑр.

Пусть работа всегда приносит вам радость и удовлетворение, а ваше творчество продолжает вдохновлять и согревать сердца людей.

Олег Николаев Культура ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/25/gla ... aet-c-dnem

Тепӗр кунне ӑшӑтса ячӗ.

Help to translate

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Мана та ӗмӗр тӑршшӗпех шалтан ача чухнех ӑнсӑртран кӗмсӗрт пулса иртнӗ пӗр ырӑ япала ӑшӑтса, ман кӑмӑл-туйӑма пурнӑҫ элексирӗ «тумлатса» тӑчӗ.

Help to translate

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Хӑвна та тав мана ӑшӑтса ҫывратнӑшӑн.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ак ӗнтӗ вӗсем вальсӑн тӑнӑҫ сыпӑкӗпе килӗшӳллӗн, пӗрремӗш лапка юрӑн ытамлашнӑ икӗ пӗрчи пек ҫаврӑнма-ярӑнма пӑрахрӗҫ те, пӗр-пӗрне куҫӗсенчи юрату хӗвелӗпе ӑшӑтса, урисене урайран уйӑрмасӑр калла-малла йӑкӑштаттарса ҫеҫ лӑпкӑ ташӑ манерӗнче юлчӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed