Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынсем (тĕпĕ: ҫын) more information about the word form can be found here.
Вӗсем ӗнтӗ, юмахри ҫынсем, пуҫлӑхсем валли папкӑсем ҫӗленӗ-ҫӗленӗ те ывӑнса ҫитсе ӑш хыпнипе шыв ӗҫнӗ, — Мамипе пуплерӗ ача.

Help to translate

Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ут-лаша таврашне курсан ӑшра ырӑ кӑмӑл-туйӑм ҫӗкленет, кама та пулин пархатарлӑ ӗҫ туса парас килет, пуҫри шлепкене хывса пуҫ таяс шут та пырса кӗрет, анчах та ытти ҫынсем, хурҫӑ утсемшӗн чунне те пама хатӗр этемсем, лӑхлатсах куласран шикленет Вихтӗр.

Help to translate

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Асаннӳн ашшӗ-амӑшӗ те, аннӳн ашшӗ-амӑшӗ те питӗ тирпейлӗ ҫынсем пулнӑ.

Help to translate

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Кӑпӑк — хушма ят, ҫынсем кулса ҫыпӑҫтарнӑ ят ҫеҫ.

Help to translate

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Пӳрт хӑпартма пынӑ ҫынсем пурте ура ҫине ҫӗкленнӗ ӗнтӗ.

Help to translate

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Пӗрле пач уйрӑлмасӑр пурӑнаҫҫӗ-пурӑнаҫҫӗ ҫынсем, кайран вӗсене вилмесӗрех вӑхӑт уйӑрать.

Help to translate

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Чӑн-чӑн ҫынсем пур пурнӑҫра, ҫын мӗлкисем кӑна пулса ҫӳрекенсем те ҫук мар.

Help to translate

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Салтак курма пынӑ ҫынсем хушшинче пысӑккисем те, пӗчӗккисем те нумай.

Help to translate

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Килте ҫынсем ҫук чух аппалана-аппалана темиҫе кун хуш-шинчех ҫӗлӗк тулли шӑрпӑк хатӗрлет.

Help to translate

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тахҫанах, ӗлӗк-авалах, ҫапӑҫнӑ иккен ҫынсем, халӗ те кӗрешеҫҫӗ.

Help to translate

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Тӑхта, чипер ҫынсем ӗҫе тытӑниччен малтан апатланаҫҫӗ, — чарать ӑна асламӑшӗ.

Help to translate

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, кашкӑр ҫине ҫав тери хытӑ кӑшкӑрсан, вӑл ҫаврӑнса каять имӗш.

Help to translate

IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Тӗрӗсне калатӑн, пичче, ыран ирпе, йӗркеллӗ ҫынсем пек пулса, кайса килӗпӗр ҫӑва ҫине, ҫавна май анне патӗнче те пулӑпӑр.

Help to translate

IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Хунӗпе хунями питӗ кӑмӑллӑ ҫынсем, ӗҫре кӑна канӑҫ тупаҫҫӗ вӗсем хӑйсене валли.

Help to translate

VIII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Мана ӗҫре шӑпах ҫавнашкал йӗркеллӗ, ӑслӑ, вӗреннӗ ӗҫе юратакан ҫынсем кирлӗ те.

Help to translate

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫырла тухӑҫлӑ пулнӑ тата шултра вӗсем.

Help to translate

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Пир-авӑр комбинатне тума пуҫлаҫҫӗ, унта ҫынсем кирлӗ.

Help to translate

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Вӗсем лайӑх ҫынсем, анчах вӗсемпе, хӗрарӑмсемпе, чуна уҫса калаҫсан, кайран вара пӗтӗм ял пӗлет.

Help to translate

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Темех мар, хамӑр ҫынсем эпир, пӗтӗмпех ӑнланатӑп, йӑмӑкӑм.

Help to translate

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Чун суранӗ тӳрленсе пырать пек, Алюна та аса килми пулать пек, анчах ҫынсем аса илтерсех тӑраҫҫӗ.

Help to translate

IV // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed