Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫылӑха (тĕпĕ: ҫылӑх) more information about the word form can be found here.
«Ҫынсем ӗҫленӗ чух эсӗ ӗҫме юрататӑн, мӑшӑру та сан эс ӗҫнӗрен пӑрахса кайнӑ. Кайран тата миҫе арҫынпа ҫылӑха кӗтӗн, тет. Колхоз правленийӗ штравласан та, аран-аран Ӗҫе тухкаларӑн. Ҫӗр ҫинче путсӗр пулнине кунта сана кам юсатӑр! Тамӑка!» — тесе ура тапса кӑшкӑрать турӑ.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Ялтан Хусана тухса кайнӑ-кайманах, Ҫтаппан, пӗр талӑк хушшинче тенӗ пек, хӑйӗн сӑпайлӑхӗпе йӗркелӗхне ансатах ҫухатать, ҫӑмӑлттая тухса каять: вӑл циркри паттӑрпа та, ним именсе-тытӑнса тӑмасӑрах, кӗрешме хӑюлӑх ҫитерет, намӑс ҫуртне лексе ҫылӑха кӗрет, хула урамӗсем тӑрӑх яш ачалла чупса ҫӳрет, унччен нихӑҫан ун йӑлинче пулманнине кура мар, эрехе шыв пек ӗҫет.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ят хурас мар, ытла та пысӑк ҫылӑха кӗретпӗр пулӗ терӗм.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара ытла пысӑк ҫылӑха кӗретпӗр! —

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑвӑр ӗҫе тӑвӑрах, эсир кунта мӗнле ҫылӑха кӗнине никама та шарламӑпӑр.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йывӑр чирпе асапланакансене хӑйӗн аллипе сӗртӗннипех сыватма пултарнӑ, куҫпа пӑхса хӑракан йывӑҫсене чӗртнӗ, ваттисене ҫамрӑклатма, йӗкӗтсемпе ҫылӑха кӗнӗ хӗрсене тытамак чирӗ ертсе асаплантарма пултарнӑ тата тем те, тем те тума пултарнӑ вӑл, тет.

Help to translate

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ан ҫылӑха кӗр-ха, ыр пурнӑҫранах ӗҫмен вӑл.

Help to translate

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мана ҫылӑха ан кӗрт, Сарри мӑрса, эп хушнипе мар, — аллине кӑкӑрӗ ҫине хурса тупа тунӑ евӗр каларӗ юмҫӑ.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс он омӗнче ялан ҫылӑха кӗретӗн.

Help to translate

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эп те ҫылӑха кӗместӗп.

Help to translate

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эпӗ ҫылӑха кӗместӗп.

Help to translate

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ӑна илсе кайса пӳлӗхҫӗ умӗнче ҫылӑха кӗретӗп-и?

Help to translate

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку патшасене итлесе тем персе ярӑн ҫав, турӑ умӗнче темле ҫылӑха кӗрӗн?»

Help to translate

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ытла нумай ҫылӑха кӗрсе пӗтрӗмӗр пулас ҫав…

Help to translate

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кунсӑр пуҫне вырас чиркӗвӗсен пуҫлӑхӗ сан урлӑ Сӗве вӑрринче тӑракан мӗн пур ратнӑй ҫынсене хӑйӗн архипастырь саламне ярать, — митрополит шучӗпе, унти воинсен чунӗсем йӑлтах ҫылӑха кӗрсе пӗтнӗ, ҫавӑнпа унти ҫынсем хушшинче чирлисем питӗ нумай.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпӗӗ хам та йӗркепе Сӑмах чӗнес теттӗмччӗ: — Ватӑ ҫынна хӗнеме Ҫылӑха пӗл, — тесшӗнччӗ.

Help to translate

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Шухӑшласа ҫеҫ ҫылӑха кӗнишӗн никама та касамата хупмаҫҫӗ.

а за вольные мысли пока еще, слава пюлеху, в каземат не сажают.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эпӗ те Савтепипе ҫылӑха кӗнӗ.

Ну и я не без греха.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӗн туса ҫылӑха кӗрсе пӗтме пултарнӑ эсӗ?

в чем перед ним так уж провинился?

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пурӑнсан-пурӑнсан тепре ӑҫта та пулин ҫылӑха кӗнӗ.

Вперед, до следующей случайной связи.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed