Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитӗнекен (тĕпĕ: ҫитӗн) more information about the word form can be found here.
Малашне те ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас ӗҫре пулӑшса пырасса шанаҫҫӗ.

Help to translate

Кадетсем – экскурсире // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b5/

Кунта вӗсем ҫӗр улми ҫитӗнтерекен теплица комплексӗпе, ҫӗр улмине микрохунавран ҫитӗнтерекен лабораторипе паллашнӑ, управсене тата тӗрлӗ сортлӑ ҫӗр улми ҫитӗнекен уйсене ҫитсе курнӑ.

Help to translate

Ӗҫ опычӗпе паллашнӑ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/08/04/ec-%d0%be%d ... 88%d0%bda/

— Ҫак палӑк ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани памалли тепӗр вырӑн пулса тӑтӑр.

Help to translate

Тепӗр палӑк // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... bba%d0%ba/

Апла тӑк, палӑртса хунисене пӗтӗмпех пурнӑҫа кӗртес пулсан, ҫитӗнекен ӑрӑвӑн ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатма, вӑй-халне аталантарма кунта хӑтлӑ условисем пуласси никама та иккӗлентермӗ», – тесе палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин спорт министрӗ Василий Петров.

Help to translate

«Губернатор лагерӗн» пӗрремӗш сезонне Чӑваш Енре ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/15/gube ... avash-enre

Чӑваш Енри Ашшӗсен канашӗн председателӗ Алексей Мурыгин мӑшӑрсен умӗнче ҫемье ӑшшине упранӑшӑн, ырӑ йӑла-йӗркене тытса пынӑшӑн, ҫитӗнекен ӑрушӑн тӗслӗх пулма пултарнӑшӑн пуҫ тайнине пӗлтерчӗ.

Help to translate

«Атте-анне пилне ӑса хывнӑран эпир телейлӗ» // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/atte-anne-pi ... ir-teleyle

Фестиваль хӑнисем ӳлӗмрен те ҫакӑн евӗр мероприятине ирттерме чӗнсе каланӑ, ҫакӑн евӗр паха наци йӑли-йӗркине ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентсе хӑварма сӗннӗ.

Help to translate

Чӑваш Ен апат-ҫимӗҫӗсен фестивалӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/10/chva ... tival-irtn

Ҫар уявӗсене ҫакнашкал анлӑ ирттерни ҫитӗнекен ӑрӑва патриотизм воспитанийӗ парас ӗҫре пысӑк витӗм кӳрет, уява ачасене те йышлӑн явӑҫтарни ҫитес вӑхӑтра Асхва тӑрӑхӗнче моряксен йышӗ тата та хушӑнасси иккӗлентермест.

Help to translate

Уявра ачасене катерпа ярӑнтарнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/04/%d1%83%d1% ... 80%d0%bda/

Вӗсем тивӗҫсене Тӑван ҫӗршыва чунпа-чӗрепе парӑнса пурнӑҫлани ҫитӗнекен ӑрушӑн ҫутӑ тӗслӗх пулса тӑрать.

и ваша преданность Родине является примером для молодого поколения.

Олег Николаев Тинӗс ҫар флочӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/30/ole ... o-morskogo

Ҫитӗнекен ӑру ашшӗ-амӑшӗ кӗнеке вуланине курса ӳсет пулсан, ку туртӑм паян мар пулсан та, ыран ачара та «ҫуралать».

Help to translate

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

Ҫакӑ компьютер технологийӗсем, гаджетсем вӑйлӑ аталаннине пула, ҫитӗнекен ӑру пушӑ вӑхӑтне социаллӑ сетьре ирттернипе ҫыхӑннӑ.

Help to translate

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

Ҫитӗнекен ӑрӑва муниципалитетра пурӑнма, хӑйсен ӑсталӑхне туптама, ҫемье ҫавӑрса тӑрӗс-тӗкел ача-пӑчасене ҫитӗнтерме те паха условисем пур», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ вӑл.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче Акатуй уявне пухӑннисене ӑшшӑн саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/12/chav ... rahenche-a

Ҫакна упрама тата аталантарса пыма пӗлеҫҫӗ «Дружба» колхозра, ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван колхозпа ҫирӗп ҫыхса тӑма пултаракан питӗ те пысӑк вӑя упрама пӗлеҫҫӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Арсений ҫитӗнекен ҫемьере виҫӗ ывӑл.

Help to translate

Пуласлӑхӗ пысӑк // Ольга КАЗНАЧЕЕВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... 81a%d0%ba/

Ҫамрӑк предпринимательсем, пултаруллӑ ҫамрӑксем ялта пурӑнса, ялӑн сӑн-сӑпатне лайӑх енне улӑштарса пыма пулӑшсан, территорисем тата илемленӗҫ, ял пурнӑҫӗ ҫитӗнекен яш-кӗрӗме илӗртӗ.

Help to translate

«Ялти кадрсем» проекта пурнӑҫа кӗртессипе пилотлӑ регионсен йышне Чӑваш Ен кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/29/yala ... ipe-pilotl

«Эсир кулленех ҫитӗнекен ӑрӑвӑн ӑс-хакӑл тӗнчи пуянланса пытӑр тесе вӑй хуратӑр.

Help to translate

Олег Николаев педагогика ӑсталӑхӗн конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисене саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/31/oleg ... rsesen-cen

Форум инкек-синкексен шутне чакарма, ҫитӗнекен ӑрӑва хӑрушсӑрлӑх ҫинчен тӗрӗс ӑнлантарма, вӗрентме пулӑшмалла.

Help to translate

«Хӑрушсӑр ачалӑх» форум иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=pEO-bYvzI5Q

Унта ҫитӗнекен ӑрӑва пур енлӗн сыхлассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.

Help to translate

«Хӑрушсӑр ачалӑх» форум иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=pEO-bYvzI5Q

Ентешӗсемпе ӗҫтешӗсем унпа чӑннипех те мухтанаҫҫӗ, ҫитӗнекен ӑрӑва ӑна тӗслӗх вырӑнне лартаҫҫӗ.

Земляки и коллеги поистине гордятся им и ставят в пример подрастающему поколению.

Уголовлӑ ӗҫпе юсав тытӑмӗнче тӑрӑшакансем Василий Федорова асӑнса чысларӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35123.html

Ҫак каларӑш ҫул хӗрринче ҫитӗнекен ӳсен-тӑранпа йывӑҫ-тӗм ыйтӑвне те пырса тивет.

Help to translate

Ҫул хӗррисене йӗркене кӗртеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=-0hZzpQstDg

Ҫитӗнекен ӑрӑва олимпиадӑсене явӑҫтарни те ку енӗпе пулӑшса пырать.

Help to translate

Инженери «ҫӑлтӑрӗсем» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=b6gytxy4GuE

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed