Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитерет (тĕпĕ: ҫитер) more information about the word form can be found here.
Апла пулин те нимӗнле йывӑрлӑха пӑхмасӑр малалла талпӑнни, ҫине тӑрса малалла утӑм туни тата кӑмӑл пысӑкки ҫамрӑк Яковлева ҫитӗнӳ патне илсе ҫитерет.

Help to translate

Кинофильмри пекех… // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=m0BX5MNWJBE

Джек будки ҫинче ҫыру тупрӗҫ, унта ҫапла ҫырнӑ: «Сире Шупашкара илсе ҫитерет, халь вара канать-ха».

На будке Джека нашли записку, а в ней: «Довезет вас до Чебоксар, а пока отдыхает».

Торт // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/636

Больница — хӑйне евӗрлӗ тӗрме, чылай вӑхӑт выртсан унти пурнӑҫ чуна тӑвӑрлатсах ҫитерет.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӳт-пӗвне кура чӑн-чӑн пӑшатан хӑй: ҫивӗчрен ҫивӗч — таҫта кӗрсе тухма та вӑй ҫитерет.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Специалистсем вара ҫакна ҫеҫ асӑрхаттараҫҫӗ – акӑшсене ҫӑкӑр, сухари пама юрамасть, ку чир патне илсе ҫитерет.

Help to translate

Шурӑ акӑш ярӑнать, ҫамрӑк пике евӗр курӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61043

Апла пулин те нимӗнле йывӑрлӑха пӑхмасӑр малалла талпӑнни, ҫине тӑрса малалла утӑм туни тата кӑмӑл пысӑкки ҫамрӑк Яковлева ҫитӗнӳ патне илсе ҫитерет.

Help to translate

«Пиртен пӗри» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60924

Вӑрман хӗрринче, хальтерех лартнӑ ҫур метр ҫӳллӗш чӑрӑшсем хушшинче, тахӑшӗ ӗне ҫитерет.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Прозӑра-и, драматургире-и – пур енӗпе те ӑнӑҫлӑ ӗҫлет пултаруллӑ калем ӑсти, хайлав хыҫҫӑн хайлав шӑрҫалать, романсем те ҫырать, вулакан патне паха кӗнекесем ҫитерет.

Help to translate

Людмила Сачковӑн «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнекине пахалани // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Вӗсене ҫав ӑмӑрткайӑк чи йывӑр чухне ҫӑлать те Шурӑ патшалӑха илсе ҫитерет.

Help to translate

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кӗлсулттан вӑл чирлисене хура кушак какайне ҫитерет.

Help to translate

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тепӗр сехетрен Тарас ӑна чиперӗнех хамӑр чаҫа илсе ҫитерет.

Help to translate

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Вӑл вӗсене пӗр вар тӗпне илсе анать те унта йӗлме, ӑвӑс тӗмӗсем хыҫӗнчи хысак патне илсе ҫитерет.

Help to translate

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тепӗр ҫур сехет кайсан, Кирук пурне те хӑйсен вӑрттӑн хӳшшине илсе ҫитерет

Help to translate

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ялта пӗри ҫитерет, тепри ҫитерет, ача садӗнче ҫитереҫҫӗ.

Help to translate

Тилли Куҫми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Учитель ӑна хӑрах аллипе урама йӑтса ҫитерет.

Help to translate

Вырӑс учитель // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӑйма ҫитерет.

Help to translate

Качака путекки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Васкани ҫитермест, ҫул пӗлни ҫитерет, теҫҫӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗр кӳрши курӑка тикӗслесе ҫитерет те — тепри пуҫлать.

Help to translate

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Механизмсене туллин ӗҫлеттерменни вара пульповод тӑрӑх шӗвӗ хӑйӑр юхасси патне илсе ҫитерет.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ялан мана хуплу ҫитерет.

Help to translate

Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed