Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫителӗксӗр the word is in our database.
ҫителӗксӗр (тĕпĕ: ҫителӗксӗр) more information about the word form can be found here.
Ҫук-ха, сулахайри тени ҫителӗксӗр.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Коллектив пирӗн вӑйлӑ, анчах та условисем ҫителӗксӗр.

Help to translate

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленсен те колхозсенче ӗҫ вӑйӗ ҫителӗксӗр пулнӑ-ха.

Help to translate

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Мӗнтен начар вӑл, мӗнтен ҫителӗксӗр?

Help to translate

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Хӑйсен пӗртен-пӗр ывӑлне вӗсем ҫителӗксӗр пурнӑҫ кӑтартман, анчах кӑштах йӑнӑш ҫулпа ҫеҫ янӑ…

Help to translate

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Анчах та ҫак ӗҫе ырлани кӑна ҫителӗксӗр, ӑна ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлама ҫине тӑрса пулӑшни кирлӗ.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Паллах, ҫак аталанура кашни чӗлхе чи малтан хӑйӗн шалти мелӗсемпе усӑ курма тӑрӑшать, ҫав мелсем ҫителӗксӗр чухне вӗсене урӑх чӗлхесенчен илет.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Анчах манас пулмасть, чӑн-чӑн искусство тӗнчине кӗме ҫамрӑк пулни кӑна ҫителӗксӗр.

Help to translate

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫӑкӑр-тӑвар ҫителӗксӗр чухне сӗт ӗҫни — пурнӑҫ тӗрекӗ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Пире малалла сулмаклӑн утма выльӑх апачӗ ҫителӗксӗр пулни чӑлхантарать тетӗр-и?

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Юратать тени ҫителӗксӗр, мӗншӗн тесен «литературӑпа искусство» сӑмахне пуплев варринче те пысӑк саспаллипе ҫырма хатӗр вӑл.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ирхи тата кӑнтӑрлахи сӑвӑмсем хыҫҫӑн пӗр хушӑ килте канма пултаратпӑр ӗнтӗ, анчах ку ҫителӗксӗр.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Клуб пуҫлӑхӗнче ӗҫлеме купӑс калама пӗлни ҫителӗксӗр.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ун пек ҫынна сӑмахпа кӑна тав туни ҫителӗксӗр.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Пӗлетӗп, пӗлетӗп, эсир Ларисӑна та ҫапла каланӑ, анчах ҫӗр ҫинче пурӑнакан ҫынна ӗҫ кӑна ҫителӗксӗр.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Халӑх хушшинче пушар хуралӗн ӗҫченӗсем кӑна ӑнлантару ӗҫне йӗркелени ҫителӗксӗр, ку тӗлӗшпе территори пайӗсем те хастарлӑх кӑтартма тивӗҫлӗ.

Help to translate

Типӗ курӑка ан ҫунтар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... %b0%d1%80/

Йышлӑ пулни ҫеҫ ҫителӗксӗр.

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах вӗсен ҫар ӑсталӑхӗ ҫителӗксӗр.

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Математика, вырӑс чӗлхипе акӑлчан чӗлхине, физика, информатика тата кӗҫӗн классенче вӗрентекенсем ҫителӗксӗр пулни сисӗнет.

Help to translate

Олег Николаев Чӑваш Республикинче Педагогпа наставник ҫулталӑкне старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/31/oleg ... gogpa-nast

Апат-ҫимӗҫ пӗтсех пычӗ, хӗҫпӑшал ҫителӗксӗр, патронсем сахалччӗ.

Help to translate

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed