Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫирӗҫ (тĕпĕ: ҫи) more information about the word form can be found here.
Кӗҫӗр ҫӗрӗпех пирӗн патӑрта староста Куҫук Петӗрӗ, Иванюк тата тепӗр такам эрех ӗҫрӗҫ, сурӑх какай пӑтти ҫирӗҫ, — терӗ Анук.

Help to translate

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Васкаса апат ҫирӗҫ те Михапарпа Укка ыраш вырма тухрӗҫ.

Наскоро позавтракав, Михабар и Укка молча пошли в поле — жать рожь.

Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пуҫне ҫирӗҫ пуль ҫав тӑшмансем.

Видать, сгубили ее изверги…

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗри кӗл ӑшне ҫӗрулми хунӑ пулнӑ та, ӑна уҫлан уйранпа ҫирӗҫ.

В горячей золе уже испеклась картошка, которой все и поужинали, запивая пахтой.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тип яшкана вӗсем ҫараллах ҫирӗҫ.

Поужинали постной похлебкой, вернее.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унтан апат ҫирӗҫ тӑрса.

Спустя некоторое время встали, поели.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫынсем апат пӗҫерсе ҫирӗҫ, чӗлӗм турткаласа ларчӗҫ.

Все уже были на ногах, позавтракали и курили.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Утӑ ҫулакансем ӗнтӗ киле ҫитсе тахҫанах апат та пӗҫерсе ҫирӗҫ пулӗ, — майӗпен аллине вӗҫертрӗ Липа.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тытнӑ пек пулла ҫыран хӗрринче ӑшаласа ҫирӗҫ.

Help to translate

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Апат ҫирӗҫ.

Help to translate

Ҫӗрлехи хӑна // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Иҫӗм ҫырли куклине виҫҫӗшӗ те юратса ҫирӗҫ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Илсе килнӗ апата амӑшӗпе хӗрачи кӑмӑлласах ҫирӗҫ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ку чӑнах та ҫапла-тӑр, мӗншӗн тесен Ахтупайпа Эрнепи вучах тӗтӗмӗ ҫинче пиҫнӗ яшкана ҫав тери юратса ҫирӗҫ.

Help to translate

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫимелли пурин те тенӗ пекех вӗҫне тухнӑччӗ ӗнтӗ, камӑн мӗн юлнине ушкӑнпа ҫирӗҫ.

Help to translate

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн пур ӗҫсем пирки сӑмах татнӑ хыҫҫӑн мӑрсапа Урасмет Чураппа патне кӗчӗҫ те сӗтел хушшине ларса пӗрле апат ҫирӗҫ.

Help to translate

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйсене хӑйсем ӗненмесӗр, кашни пӗрер булка илсе ҫирӗҫ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Икӗ талӑк ытла вӗри апатсӑр килнӗскерсем хӗпӗртесех ясмӑк яшки илсе ҫирӗҫ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ун хыҫҫӑн сӗтел хушшине хуҫасемпе пӗрле ларсах лайӑх кӑна ӗҫрӗҫ, ҫирӗҫ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн пӳртре юлнисем татах какӑриччен ҫирӗҫ, ӗҫрӗҫ те, халран кайнӑскерсем, ҫӗрлене хурал тӑратмасӑрах выртса ҫывӑрчӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Те хӑйсен йышне тепӗр шанчӑклӑ ҫын хушӑннишӗн савӑннипе, те паян ҫумӑр айӗнче чылай шапарса ҫӳренипе, те сӗтел хушшинче милиционер ларнӑран хӑйсене килсе тытас хӑрушлӑх ҫуккине ӗненнипе, хурахсем, сыхлӑха-мӗне мансах, урамра хурал тӑратма пӑрахсах какӑриччен ӗҫсе ҫирӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed