Шырав
Шырав ĕçĕ:
Куҫӗ те пӑрахут ҫинелле илсе каякан пусмана ҫеҫ курчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пысӑках мар картлашка ҫумӗнче выртакан пӑрҫаллӑ ҫӗклем ҫинелле куҫӗпе тӳррӗн тӗллерӗ.
Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.
Эпир те ҫул ҫинелле пӑхма пӑрахсах пӗчӗк чӗрчун ҫынсем патне хӑюсӑр, асӑрханса утса пынине куҫ хӗррипе сӑнатпӑр.
Кушак ҫури // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 3–4 с.
Тапӑ хӑвна мӗншӗн хӗстермен-ши, — тесе хаяр ҫилӗпе тулнӑ арҫын чукмар пек аллине ман ҫинелле вирхӗнтерчӗ.
Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.
Хреҫҫи вӑранса кайрӗ, кравать ҫумӗнчи ураллӑ лампӑна ҫутрӗ, ҫывӑхри чӳрече янаххи ҫинче ларакан, палӑртнӑ вӑхӑта сасӑ парса пӗлтерекен-кӑтартакан сехет ҫинелле тинкерчӗ.
Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.
Юлашки сӑмахсене темшӗн вӑл Ирина ҫинелле пӑхса каларӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Алексей ҫинелле тинкерсе пӑхрӗ те: — Сана леса патне кайса килме ик пӗҫӗ хушшинчи чӑрмантарать пулсан, — терӗ вӑл, — хам йӑтса килсе паратӑп.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Ирина кустӑрмаллӑ тимӗр арча умӗнче чарӑнса тӑчӗ, ҫӳлелле ҫӗклекен крансен стрелисем ҫинелле тинкерчӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Вӑл ҫичӗ ҫухрӑм каялла чакса, вут-хӗм кӑларса сан ҫинелле ыткӑнӗ, хӑватлӑ хӳрипе ҫапса кӑкӑр таран ҫӗр айне кӗртсе лартӗ.
Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.
Вӑл аллинчи ридикюльне сӗтел ҫинелле ывӑтрӗ те телефон трубкине ярса илчӗ.
Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.
Кӑнн пӑхнӑ та Дубов ҫакӑн ҫинелле, кулсарах ларать.
52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Пушарниксем кивӗ пӳрт пӗренисем ҫинелле шыв пӗрӗхтереҫҫӗ.
44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— Мӗн? — чеен пӑхрӗ ун ҫинелле Анюта.
32 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Сӗтел хушшинче яка пуҫне шӑлкаласа ларакан Лука Павлович каччӑ ҫинелле шалт аптраса пӑхрӗ:
28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Кӗпер ҫинелле пӑхса шухӑша кайнӑ Раман картах сикрӗ, сулахаялла тинкерчӗ.
28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Асӑрхас пулать Укахви куҫӗсем кам ҫинелле хӗм сапнине.
21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— Пӗве ҫинелле пӑх-ха, Раман.
10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Иван Капитонович Хӗрӳ Хӗветӗре чӗнсе илчӗ те: «Паян санпа ҫак йӗкӗте яратӑп», — тесе кӑтартрӗ Раман ҫинелле.
2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— Мӑйракаллӑ шуйттан ман ҫинелле сикет тесе шутларӑм.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Тен, унта каяр мар-и? — сасартӑк Ванюш савнине тӗртсе илчӗ, тепӗр аллипе аслӑк ҫинелле тӑратнӑ пусма картлашки ҫинелле сӗлтсе кӑтартрӗ.
Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.