Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫиессе те начар ҫинӗ.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
«Ман вара ун чухне кӑткӑ тӗми ҫинчи пек пурӑнмалла пулать, — шухӑшларӗ вӑл. — Пуҫна ҫиессе кӗтсех тӑр».
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫиессе эпӗ сахал ҫиеттӗм, хамӑн ҫӑкӑр-тӑвара, пуринчен ытла сухарине перекетлеттӗм.Ел я вообще немного, стараясь по возможности беречь свои запасы, в особенности сухари.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫиессе — курӑк тавраш чӑмлакаларӗ, тепӗр майлӑ каласан, вӑл кашкӑрлах выҫӑхса ҫитсеччӗ ӗнтӗ.
I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Юн кайнине пула вӑл ытла ӗшенсе ҫитрӗ, ҫиессе те паян чӗптӗм хыпман.Беглец очень ослабел от потери крови и к тому же целый день ничего не ел.
XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Эпӗ те ҫыншӑн ҫунса кайса тӑрӑшаканскерех мар: сирӗн хырӑм выҫни ҫинчен аса илнинчен ытларах манӑн хамӑн ҫиес килетчӗ, эпӗ кӑнтӑрла начар апатланнӑччӗ; чӑнах та, ҫиессе сахал ҫимерӗм ӗнтӗ, тепӗрне пулсан, тепрер ҫиме те ҫитмелле, анчах та эпӗ мӗнле ҫинине пӗлетӗр-ҫке эсир.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ, тӗрӗссипе каласан, паян ҫиессе те ҫименччӗ-ха.
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл пур — каретӑна ларать те: «клуба!» тесе кӑшкӑрать, лере вара, клубра, орденлӑ пысӑк чиновниксене алӑ тытать, вылясса та пилӗк пусла вылямасть, ҫиессе те ҫиет вара — ах!
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫиессе те кӑваспа йӳҫ кӑшман ҫиетӗр.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Айккинчен кӗҫӗтни, — терӗ Пелагея Ивановна ун сӑмахне пӳлсе, — хыпар илтессине пӗлтерет; куҫхарши кӗҫӗтни — макӑрасса; ҫамка — пуҫ таясса; сылтӑм енчен кӗҫӗтни — арҫын килессе, сулахай енчен — хӗрарӑма курасса; хӑлха кӗҫӗтни — ҫумӑр пуласса, тута — чуптӑвасса, усси — кучченеҫ ҫиессе, чавса — ҫӗнӗ вырӑнта ҫывӑрасса, ура лаппи кӗҫӗтни ҫула тухасса пӗлтерет…
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫын вилни, вӗсен шучӗпе, малтанхи вилене хапхаран йӑтса кӑларнӑ чухне урисемпе мар, пуҫне малалла туса кӑларнинчен килнӗ; пушар — чӳрече умӗнче виҫӗ каҫ йытӑ уланӑран пулнӑ; вӗсем вилене хапхаран йӑтса тухнӑ чухне унӑн урисене малалла тума тӑрӑшнӑ, ҫиессе вара унччен мӗн ҫининех ҫинӗ, унчченхи пекех, ним сармасӑр, курӑк ҫине выртса ҫывӑрнӑ; улакан йытта хӗненӗ е картишӗнчен хӑваласа кӑларнӑ, хӑйӑ ҫинчи сӳнсе ҫитмен кӑварне те унчченхи пекех ҫӗрӗк урай хӑмисем хушшине пӑрахнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сӑмахран, пӗр артист пирки вӑл: «ӑшталанать, хуҫкаланать —тӗкӗр тытнӑ хӗр пекех» — тенӗччӗ, тата хамӑр шкулти историк ҫинчен; «ҫиессе те вӑл историллӗ апат ҫеҫ ҫиет, Бородино ҫӑкӑрӗ, Полтава кӑлпассийе», — тенӗччӗ.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эп калаҫнӑ хушӑра вӑл ҫав бутылкӑри эрехе ӗҫсе яни ҫеҫ килӗшмерӗ мана, ҫиессе вара тутанса та пӑхмарӗ…
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кунӗпех базар тӑрӑх сулланса ҫӳренӗ хыҫҫӑн, астӑватап-ха, хам кӗпеме кишӗр хурса пӗҫернӗ кукӑльпе улӑштартӑм та, ҫиессе пӗрре ҫеҫ ҫыртса пӑхрӑм, ҫиессӗм килмерӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫиессе вӑл тӑрӑшса, нумай, ҫирӗп шӑлӗсемпе така какайне шатӑртаттарса, шавлӑн ҫирӗ.Ел он с аппетитом, много, крепкими зубами с хрустом обгладывал кости бараньего бока.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
6. Иоанн вӑл тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ тумтир тӑхӑнса, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхса ҫӳренӗ, ҫиессе хӗрлӗ шӑрчӑк тата кайӑк хурт пылӗ ҫисе пурӑннӑ.
Мк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эсӗ ҫапла ылтӑн-кӗмӗлпе капӑрлантӑн, туму та санӑн виссон та пурҫӑнччӗ, тӗрӗллӗ кӗпеччӗ; ҫиессе те эсӗ чи паха тулӑ ҫӑнӑхӗнчен пӗҫернӗ ҫӑкӑр, пыл тата ҫу ҫиеттӗн, эсӗ ытармалла мар хӳхӗмччӗ, эсӗ патша пек чаплӑ пулса ҫитнӗччӗ.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вооз хӑйӗн тарҫисене хытарсах каланӑ: кӗлтесем хушшинче те пуҫтарса ҫӳретӗр вӑл, эсир ӑна ан кӳрентерӗр; 16. кӗлтерен те пучах тӑккаласа хӑварӑр, пуҫтартӑрах вӑл, [ҫиессе те ҫитӗр,] эсир ӑна ан ӳпкелӗр, тенӗ.
Руфь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эпӗ улттӑмӗш ҫул сирӗн ҫине Хамӑн пиллӗхӗме ярӑп, ҫак ҫул ҫӗр виҫӗ ҫуллӑх ҫимӗҫ кӳрӗ; 22. саккӑрмӗш ҫул вара акатӑр, ҫиессе тӑххӑрмӗш ҫулчченех кивӗ тырӑ-пулӑ ҫиетӗр; ҫӗнӗ тырӑ ӗлкӗриччен киввине ҫиетӗр.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вилнӗ выльӑхӑн тата тискер кайӑк ҫурса пӑрахнӑ выльӑхӑн ӑш ҫӑвӗпе кирек мӗнле ӗҫре те усӑ курма юрать, анчах ҫиессе ӑна ан ҫийӗр; 25. кам та кам Ҫӳлхуҫана парне кӳрекен выльӑхӑн ӑш ҫӑвне ҫиет, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ; 26. хӑвӑр килӗр-ҫуртӑрсенче нимӗнле юн та — вӗҫен кайӑк юнне те, выльӑх юнне те — ан ҫийӗр; 27. кам та кам мӗнле те пулин юн ҫисессӗн, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ, тенӗ.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.