Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Эсех мар-и, Турӑҫӑм, пире пӑрахнӑ Турӑ, пирӗн ҫарсемпе пӗрле тухман Турӑ, Эсех мар-и?12. Не Ты ли, Боже, Который отринул нас, и не выходишь, Боже, с войсками нашими?
Пс 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Анчах халӗ Эсӗ пире пӑрахрӑн, пире намӑса хӑвартӑн, пирӗн ҫарсемпе пӗрле тухмастӑн; 11. Эсӗ пире тӑшмансенчен каялла тартрӑн, пире хамӑра курайманнисем ҫаратаҫҫӗ; 12. Эсӗ пире пусса ҫимелли сурӑхсем вырӑнне патӑн, пире тӗрлӗ халӑх хушшине салатрӑн; 13. Эсӗ Хӑвӑн халӑхна ытла та йӳне сутрӑн, унӑн хакӗнчен тупӑш илмерӗн; 14. пире кӳршӗ халӑхсен мӑшкӑлӗ турӑн, хамӑр таврара пурӑнакансенӗн кулли турӑн; 15. Эсӗ пире халӑхсем хушшинче ҫын кулли турӑн, ют ӑрусем хушшинче пуҫ сулласа хурламалли турӑн.
Пс 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Израиль ывӑлӗсене вара Соломон ӗҫлевҫӗсем туман, анчах вӗсем унӑн ҫар ҫыннийӗсем, унӑн тарҫисем, унӑн улпучӗсемпе аслӑ ҫыннисем, унӑн ҫарпуҫӗсем, урапаллӑ ҫарсемпе утлӑ ҫар ҫулпуҫӗсем пулнӑ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иосифпа пӗрле урапаллӑ ҫарсемпе утлӑ ҫарсем пынӑ, ҫапла халӑх питех те йышлӑ пулнӑ.9. С ним отправились также колесницы и всадники, так что сонм был весьма велик.
Пулт 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.