Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӳррипе каласан, ҫавнашкал хавхаланма, ҫунатланма тепӗр пысӑк сӑлтав та пурччӗ ӗнтӗ унӑн: пӗр журналӑн авӑн уйӑхӗн номерӗнче хӑйӗн пысӑках мар калавӗ ҫапӑнса тухасса Таранов ҫур ҫул малтанах пӗлнӗччӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Кинона ҫапӑнса тухнӑ пулсан, актёрах ӗнтӗ…
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
«Эсӗ чӑнах та актёрах пулса тӑтӑн, кинона ҫапӑнса тухрӑнах вӗт!» — старик сӑмахӗсене тепӗр хут каларӗ вӑл хӑй ӑшӗнче.
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
Эсӗ чӑнах та актёрах пулса тӑтӑн, кинона ҫапӑнса тухрӑнах вӗт!
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
Унпа паллашиччен пӗр эрне каялла облаҫри хаҫатра манӑн пӗр пӗчӗк калав, салтак ҫырӑвӗ майлӑ ҫырнӑскер, ҫапӑнса тухнӑччӗ, ӑна Альбина та вуланӑ иккен.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Унӑн сӑввисемпе калавӗсем район хаҫатӗнче тата «Сунтал» журналта час-часах ҫапӑнса тухнӑ.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
…Шанаров ман пата килсе кайнӑ хыҫҫӑн икӗ эрнерен пирӗн хаҫатӑн юлашки страницинче петитпа наборланӑ пысӑках мар заметка ҫапӑнса тухрӗ.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Анчах Шанаров пӗр вырӑнта ларма-тӑма пӗлмерӗ, тӑвӑр пӳлӗмре пукана е кравате ҫапӑнса калла-малла уткаларӗ.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ҫавнашкал илемлӗ вӑхӑтра Шупашкартан савӑнӑҫлӑ хыпар илтӗм: манӑн «Ҫӳреме чарӑнман сехет» литература журналӗн августри номерӗнче ҫапӑнса тухать!
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ҫул кукринелле пӑрӑннӑ ҫуна ӳречипе ҫамрӑк ӑвӑс вуллине ҫапӑнса часах куҫран ҫухалчӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
«На самом деле эпӗ, пессимист пулсан, тахҫанах ҫапӑнса е ҫакӑнса вилмелле, эпӗ калама ҫук пысӑк оптимист пулнӑран ҫакнашкал асаплансан та вилесшӗн мар-ха.
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
Вӗсен хӗҫӗсем пӗр-пӗринпе ҫапӑнса тискер кайӑк йӗнӗн чанклатса янӑрарӗҫ.
Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тӳрех пӗрремӗш хаяр «тӗрӗслеве» шӑлне ҫыртсах чӑтса ирттерме тиврӗ: пуҫӗ мачча ҫумне тӗнн! тӗнлетсе ҫапӑнса илчӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Тепӗр виҫӗ эрнерен ҫак пӗлтерӳ «Эрне хыпарҫи» хаҫатра ҫапӑнса та тухрӗ…
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, вӑл, пӑшлатса-йӑслатса, тӗтӗм-сӗрӗм йӑсӑрлантаркаласа, каллех хӑйӗн «ҫамрӑклӑхне-яшлӑхне» аса илчӗ — яра пачӗ ташша, ҫӑт-ҫат ҫапӑнса, ҫӑтӑр-ҫӑтӑр явӑнса, хоп-хоп ура хуҫса (савӑнса юлтӑрах ӗнтӗ вӑй-хал тапса тӑнӑ чух этемӗнни пекех кӗске ӗмӗрӗнче!).
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Савнийӗн «тутлӑ мунча сывлӑшӗ» питне-куҫне ҫапӑнса кӑтӑклакаласан, каччӑн чун-чӗри лӑпкӑн, ыррӑн-тутлӑн пӑлханса, сӑрӑлтатса, ӑсӗ-пуҫӗ сенкеррӗн тӗтреленсе минтевленни те пулчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Малта, таҫта-таҫта аякра, ҫав-ҫавах тимӗр-тӑмӑр тавраш пӗр-пӗринпе ҫапӑнса хӳнклетни, кӗмсӗртетни, чанклатни, мотор пӗртемлӗ ӗрлени илтӗнкелет-ха.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Умра, ҫурҫӗр хӗвеланӑҫ енче, катара-катара, хавшак аслати сасси пек машина кӗрлени-тӗрлени, трактор ҫатӑртатни, тимӗр япаласем пӗр-пӗринпе ҫапӑнса, сывлӑша сӑркатса, чӑнк-чанк, кӗмсӗрт-кӗмсӗрт, хӑнтӑр-хантӑр ҫӗмӗрӗлни илтӗнет.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӗрремӗш сӑвви, «Ҫӑлӑнӑҫ» ятлӑскер, 1906 ҫулта ҫапӑнса тухнӑ.
Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.
Хор юрлама чарӑнсан, аслӑ та ҫӳллӗ чиркӳре ытарма ҫук таса, илемлӗ сасӑ, пӗччен ача сасси, янӑраса кайрӗ; ян сас кашни кӗтесе кӗрсе тухса, мӗн пур эреше, турӑша, стенасене, ҫӳллӗ маччана ҫапӑнса саланчӗ, кашни ҫын чӗринче чи ачаш, чи ҫепӗҫ туйӑмлӑ хӗлӗхсене хускатрӗ.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.