Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак ҫын Джесси енне ҫурӑмпа тӑрать, ҫапӑ умне пӗшкӗннӗ.Этот человек стоял к Джесси спиной, согнувшись над хворостом.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӗсене ниҫта вырнаҫтарма ҫуккипе, ҫӳлте сасӑсӑр ярӑнса ҫӳрекен хурчӑкан вичкӗн куҫӗсенчен тӗкӗсене тӑратнӑ ҫерҫи ҫапӑ купипе пӗр тӗслӗ пулса тӑнӑ пекех, пӗр муклашка пулса пӳрт ҫийӗнчи улӑмпа тата курӑкпа пӗрпек пулса, пӗчӗкленсе чӗрӗпле кукленсе пытанма май килменни пӗтӗм ӑша вӑркатса тӑрать.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пӗчӗк кӑвак пӑнчӑ, Блюм сулахайра асӑрханӑскер, пӗр ҫирӗм хутчен курӑна-курӑна ҫухалчӗ ахӑр, ҫапӑ тикӗс маррӑн хуҫӑлкаланипе пӗрле кунталла ҫывхарать, юлашкинчен акӑ хырӑннӑ тута типӗ кулла сарӑлса тӑсӑлчӗ — Хейль кулли; Блюм патнелле вӑл аллине тӑсса утать, ӑна аякранах тимлӗн сӑнать.
IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Нӳрлӗрех ҫапӑ ниепле те тивсе каяймасть; ҫӑра тӗтӗм йӑсӑрланать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
— Эй, хуҫа, туртма парсамччӗ чухӑн ҫынна, — терӗ вӑл ҫапӑ витӗр.— Дай, хозяин, покурить бедному человеку, — сказал он сквозь прутья.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Лонгрен кӗреҫине пӑрахрӗ те ҫапӑ авса тунӑ лутрашка карта ҫумне вырнаҫрӗ, хӗрне чӗрҫи ҫине лартрӗ.Бросив лопату, Лонгрен сел к низкому хворостяному забору и посадил девочку на колени.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
— Ҫапӑ илсе килер те, вут тӗртсе чӗрӗллех ӑшалатпӑр.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Стена ҫумӗнчи ҫапӑ купине шӑтӑка уҫнӑ май сирсе сапаласа пӑрахнӑ пулнӑ.Куча хворосту, наваленного у стены, была раскидана, открывая выход из лаза.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Ача ҫапӑ купине пӗр самантрах сирсе пӑрахнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Кунта тирпейлӗн купаласа хунӑ вут куписем выртнӑ, вут касмалли кусла ларнӑ тата кӗтесре кирпӗч стена ҫумӗнче ҫапӑ купи выртнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
«Вӑрмантан пӗр ҫӗклем ҫапӑ та парса ямасть вӑл; кирек хӑш вӑхӑтра та, шӑп ҫурҫӗр тӗлӗнче пулсан та, сана тупатех, ҫитсе тытать, унпала хирӗҫме ан та шутла вара — вӑйлӑ вӑл, йытӑ пек ҫӑмӑл шӑм-шаклӑ…
Бирюк // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫырса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 148–157 с.
Павлуш вут ҫине тепӗр ывӑҫ ҫапӑ пӑрахрӗ.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Чӑнах та, алла пӗр ҫапӑ пекки илмесӗр, ҫӗрле нимӗн шикленмесӗр пӗччен кӑшкӑра хирӗҫ кайса килчӗ.Без хворостинки в руке, ночью, он, нимало не колеблясь, поскакал один на волка…
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Эпир ҫумлама, шыв йӑтма тата ҫапӑ пуҫтарма пултаратпӑр.
XXVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑл ҫапӑ илсе кӗчӗ, кӑмакине чӗртсе ячӗ, сысна какайӗ пӗҫерме хатӗрленчӗ.Она принесла хворосту, растопила печь и принялась варить свинину.
XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Унӑн шывпа ҫапӑ илсе кӗрсе пама та вӑхӑчӗ пулман.
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Анчах нимӗнле бандитсем те пулман: Чжао Юй-линь касса купаласа хунӑ ҫапӑ ҫеҫ ҫуннӑ.Но никаких бандитов не оказалось: просто горел нарубленный хворост.
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Ҫапӑ касрӑр-им?
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Виҫӗ уйӑх пурӑнмалӑх ҫапӑ татнӑ хыҫҫӑн лӑпланнӑ, тарланӑ ҫамкине шӑлса илнӗ, вара пӳртне кӗнӗ.Нарубив хворосту на целых три месяца, успокоился, вытер вспотевший лоб и вернулся в комнату.
IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑл, намӑсланнӑскер, пурттисене илнӗ те, ҫапӑ татма тухнӑ.
IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.