Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пурис ҫак ҫулҫӑсене пӗрин хыҫҫӑн теприне ҫӑварӗ патне туртса ҫывхартрӗ те вӗсем ҫинчи пур-ҫук ҫумӑр шывне ӗмӗтсӗррӗн, чыхлана-чыхлана ҫуллама пуҫларӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак тамаша: выҫҫи вар пӑрнӑ пек касни ҫитмерӗ, ӑшчикки, ҫулӑмпах ҫунса, каллех шывшӑн анкама пуҫларӗ, ҫӑварӗ ҫилӗмленсе типсех ларчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӑй пухкаласан паҫӑрхи пекех ал тупанӗсене ҫӑварӗ патне шӗвӗр кӗтеслесе тытрӗ те пӗтӗм хавалӗпе, пыр тӗпне татса вакланӑ пек, вӑрман шӑплӑхне ҫурмаран ҫурса ячӗ: «Охо-хо-хо-хо-о-о-о-о!»
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӑрмана кӗнӗ-кӗменех чарӑнса тӑчӗ те хуравлама васкарӗ — ал тупанӗсене ҫӑварӗ тӗлне шӗвӗр кӗтеслетсе пӗрлештерчӗ те пуклак, чӗтренчӗк сасӑпа пӗтӗм ӑш-варне кисрентерме пуҫларӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗр ик ал тупанне ҫӑварӗ патне ҫавракалатса пӗрлештерчӗ те пӗтӗм чунне, ӑш-варне привод чӗнӗ пек карӑнтарса янратма пуҫларӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӗне кайнӑ выльӑхсем сасӑсӑр йӗнӗ пек, Марине куҫӗнчен куҫҫуль йӑр-йӑр юхса анчӗ, ҫӑварӗ айккине кӳлленчӗ, кайран куҫҫуль пӗви татӑлчӗ те ҫӗрулми ҫеҫки ҫине шапӑртатрӗ.
Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.
Леш карма ҫӑварӗ епле тӑрӑшрӗ тата!
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Лешӗн, ура туртнипе халтан кайнӑскерӗн, нимӗн калама та ҫӑварӗ уҫӑлмасть, кӑмӑлсӑррӑн кӑна арӑмӗ ҫине пӑхса илет.
Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.
Ҫӑварӗ типсе кайрӗ.
VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Миххан сӑмси лаптӑк, куҫӗ хӗсӗк, ҫӑварӗ сарлака, тути тачка та усӑнчӑк.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Кум, ҫӑварӗ уҫӑлчӗ мар-и ҫавӑн? — пӑрма чарӑнчӗ Макҫӑм.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Юри хӑтланса выртмасть-ши вӑл? — Ҫтаппан чӗркуҫленчӗ те питҫӑмартине вӑрӑ-хурах ҫӑварӗ патне тытрӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ун ҫийӗнчи улача кӗпипе пуҫне сырнӑ сурпанӗ, нихҫан шыв курманскерсем, кӑмака ҫӑварӗ тӗслӗ курӑнаҫҫӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Ҫтаппан, куркине ҫӑварӗ патне илсе пырса, «пӳлӗхҫӗм, ан пӑрахсам» тесе пӑшӑлтатрӗ те квас ҫине ик-виҫӗ хут вӗрсе илчӗ, пӗр канмасӑр ӗҫсе ячӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Чӗпписене ҫитерме ӗнтӗ кайӑкӗ ҫӑварӗ тулли шӑна-пӑван тытнӑ.
Ӑслӑ кайӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 25–26 с.
Халӑх ҫӑварӗ хапха.
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тул ҫутӑличчен тӑрса алли кашӑкне ҫӑварӗ патне илсе пыми пуличчен ӗҫленӗ.С ранней зари до позднего вечера. Уставал так, что не было сил донести до рта ложку.
Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Кӑмака ҫӑварӗ енчен.
Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хӑма хӗрринчен пуҫне чалӑштарарах уснӑ вӑл, пӗртен-пӗр куҫне ҫурхах карса илнӗ, ҫӑварӗ кӑштах карӑннӑ.Светит голову с края доски, полуоткроет единственный глаз, ди и раскроет клюв.
Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кӑшт ҫеҫ тутанса пӑхас тесе куркине ҫӑварӗ патне илсе пычӗ те хӑй сисмесӗрех шалт ӗҫсе ячӗ.Хотел только попробовать, но не смог оторваться, пока не вытянул до донышка.
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.