Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫурхи (тĕпĕ: ҫур) more information about the word form can be found here.
Кӑҫал ҫанталӑк ура хунипе аграрисен ҫурхи ӗҫӗсем кая юлса пычӗҫ.

Help to translate

Тӑрӑшуллисен ӑнӑҫу пулатех // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12034-t-r-sh ... u-pulatekh

Раҫҫейре ҫурхи призыв малалла пырать.

Help to translate

Ҫара пил парса ӑсатнӑ // Юрий Михайлов. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d2%ab%d0%b ... %bd%d3%91/

Вӑл шутран 3411 гектар ҫурхи тулӑ, 4743 гектар урпа, 1134 гектар сӗлӗ, 366 гектар пӑрҫа йышши культурӑсем йышӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Вӑхӑтра вӗҫлес тесе тӑрӑшаҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d0%b2%d3%9 ... %ab%d3%97/

Округра ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ.

Help to translate

Вӑхӑтра вӗҫлес тесе тӑрӑшаҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d0%b2%d3%9 ... %ab%d3%97/

Хальхи вӑхӑтра округри хуҫалӑхсем ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене вӗҫлессишӗн тӑрӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Вырӑна тухса паллашнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d0%b2%d1%8 ... %bd%d3%91/

Ҫулсерен ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем вӗҫленсен Урмаел ялӗнче шавлӑн Сабантуй уявӗ ирттереҫҫӗ.

Help to translate

Кӗр кӗрлерӗ Сабантуй // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%ba%d3%9 ... %83%d0%b9/

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать тенине асра тытса округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем кашни кунпа туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Ака ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ // Минзаит ЗАЙНУЛЛИН. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%b0%d0%b ... b%d3%97-2/

Асӑннӑ уява ҫурхи ака-суха ӗҫне вӗҫлесен ирттереҫҫӗ.

Help to translate

Лантӑш ялӗнче Акатуя пуҫтарӑнӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/38186.html

«Чӳк», «Ҫурхи уявсем», «Тырӑ ҫапни», «Ҫӑкӑр шӑрши», «Ялти туй» тата ытти ӗҫсенчи вуншар кӗлетке урлӑ чӑваш кун-ҫулне курма пулать.

Help to translate

«Ун пекки урӑх пулмасть…» // Николай МАЛЫШКИН. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %82%d1%8c/

Пӳртре пурӑннӑ курак те ҫурхи хаваспа, те чӑхсемпе пӗрле апат тӑраниччен ҫисе пурӑннипе — пӗлме ҫук — вӑҫме те хӑтланакан пулчӗ: е хӳме ҫине, е мунча тӑррине вӗҫсе хӑпарать.

Help to translate

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Авӑнса пуҫ таякан тирексем ҫурхи ҫил ачисемпе тавлашса канӑҫсӑррӑн шавлаҫҫӗ.

Help to translate

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫурхи шывсем кӗрлеме тапраннӑ, Сармантей Ҫеҫҫийӗ ӑнсӑртран авӑра лексе сивӗ шыва чул пекех путса анса кайнӑ тет.

Help to translate

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Лаша касӑвӗ ҫӳрекен вырӑнта икӗ тӗс ҫеҫ курӑнать: ҫурхи сенкер тӳпе те сип-симӗс курӑк.

Help to translate

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

2024 ҫулхи ҫурхи шыв илсе кайнӑ вырӑнсенчи ачасен ҫуллахи канӑвне йӗркелессине тивӗҫтермелле», - тенӗ хушура.

Help to translate

Путин ҫурхи шыв илнӗ вырӑнсенчи ачасем валли кану йӗркелеме хушнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... hn-3779689

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 2024 ҫулхи ҫурхи шыв илнӗ зонӑсенче пурӑнакан ачасен ҫуллахи канӑвне йӗркелеме хушнӑ, Раҫҫейӗн уйрӑм субъекчӗсенче ҫурхи шыв хыҫҫӑнхи палӑрӑмсене пӗтерес ыйтусем енӗпе калакан хушусен тивӗҫлӗ переченьне Кремль сайтӗнче пичетлесе кӑларнӑ.

Help to translate

Путин ҫурхи шыв илнӗ вырӑнсенчи ачасем валли кану йӗркелеме хушнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... hn-3779689

Вӑл шутран — 2874 гектар ҫурхи тулӑ, 3098 гектар урпа, 525 гектар сӗлӗ, 164 гектар пӑрҫа йышши культурӑсем.

Help to translate

Ака-суха ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%b0%d0%b ... %ab%d3%97/

Округра ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем мӗнле пынипе ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑвакан Ф.Ф. Зейнетдинов паллаштарнӑ.

Help to translate

Ачасен канӑвӗ пирки калаҫнӑ, юсав ӗҫӗсемпе паллашнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%b0%d1%8 ... %97%d1%81/

Муниципаллӑ округӑн администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче пуҫтарӑннисем Чӑваш Республикинче ҫуллахи каникул тапхӑрӗнче ачасемпе ҫамрӑксен канӑвне йӗркелес, халӑха социаллӑ пулӑшу парас, ӗҫ тӑвакан влаҫӑн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене йӗркелесе ирттерсе ярассинчи вырӑнӗ пирки ыйтусем пӑхса тухнӑ.

Help to translate

Ачасен канӑвӗ пирки калаҫнӑ, юсав ӗҫӗсемпе паллашнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%b0%d1%8 ... %97%d1%81/

Илемлӗ тӗнчере пурӑнас килнине, ҫурхи уҫӑ сывлӑшра пурте пӗрле хутшӑнса кирлӗ ӗҫ йӗркелесе ирттерме кӑмӑл пуррине Аксарин тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ҫирӗплетрӗҫ.

Help to translate

Таса урамсенче пурӑнма кӑмӑллӑ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/30/ta ... urnma-kmll

Тӗрлӗ ҫулхи «Пчелки» (Йӑлпӑлакри филиал) ушкӑнри ачасем те хӑйсен кунне ҫак ҫурхи чечеке халалланӑ.

Help to translate

Кукшапуҫ - пире савӑнӑҫ валли парнеленӗ пӗчӗк хӗвел // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... el-3766847

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed