Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лавр ҫартан лайӑх тумпа таврӑнчӗ: акӑлчан пуставӗнчен ҫӗлетнӗ шинельпе, хром атӑпа, вӗрҫӗнӗ кительпе.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
— Ҫартан эпӗ аллӑмӗш ҫулта тин таврӑнтӑм, — пуҫланӑ сӑмахне малалла тӑсрӗ Антонов.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Ун чух эпӗ хамӑр республикӑра ӗҫлеттӗм ӗнтӗ, ҫартан таврӑннӑ кӑначчӗ.
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Акӑ, Михаил Степанович нумай пулмасть ҫартан таврӑнчӗ.
Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫартан чирлесе таврӑннӑ Тимук малтанхи ҫулсенче сывалнӑ пек пулчӗ, хӑйсен пӳртне тунӑ чухне те ӗҫлерӗ, каярахпа авланчӗ.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.
Ҫартан таврӑнсан икӗ пиччӗшӗ авланчӗҫ, уйӑрса кӑлармалла пулчӗ.
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Ҫартан таврӑнсан ҫеҫ ҫулӗсем пӗр пулмарӗҫ: пӗри хӑй шӑпине вӑрманпа ҫыхӑнтарчӗ, тепри — колхозпа.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Ҫартан таврӑннӑ каҫхине клубра киноччӗ.
Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.
— Радио лартса парас тетпӗр-ҫке сана, инке, ҫӗрӗн-кунӗн итлесе лармалла пултӑр, — терӗ ӑна Ҫимук бригадир, иртнӗ ҫулта кӑна ҫартан таврӑннӑскер.
Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.
Ҫартан таврӑнсан каллех колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ, ӑна лашасем пӑхма шанса панӑ.
Ҫемьери килӗшӳ — ӗҫри ӑнӑҫу // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/30/c%d0%b5%d0% ... dac%d1%83/
Кӗпер тӑвассинчен вӑл ҫывӑрса юлма пултараймасть, унта вӑл каятех, ҫартан ӗнер ҫеҫ таврӑннӑ пулсан та, халӑх ӗҫленӗ ҫӗре тухатех.
XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫартан таврӑнсанах председателе хӑвӑн кӗмеллеччӗ те санӑн…
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫартан таврӑннӑ ҫамрӑкӑн ҫитсе курмалли нумай-ҫке ун.
XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл та ҫартан таврӑнсан тракторпа ҫапла чунтан хавхаланса ӗҫлерӗ, хӗрачана катаччи чуптарнӑ пек, Анушкана хир тавра пилӗк-ултӑ хутчен ҫавӑрчӗ.
XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл тӗлпулу мана питӗ килӗшрӗ: эпӗ ҫартан таврӑнатӑп, вӑл мана икӗ тулли витрепе кӗтсе илет.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫартан таврӑнсан «Химпром» предприятире, 1993-2008 ҫулсенче Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче ӗҫленӗ.
Хорасева пуҫлӑх пулма каллех суйланӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33352.html
Ҫартан 1974 ҫулта таврӑнсан вӑл врач пулас шухӑшпа Хусанти медицина институтне ҫитнӗ.
Сывлӑх хуралӗнче - 40 ҫул ытла // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10684 ... 0-cul-ytla
Пысӑк хавхаланупа, ырӑ ӗмӗтпе таврӑннӑ каччӑ ҫартан.
Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html
«Ҫавна ҫартан чӗнсе илес пулать, мӗншӗн тесен вӑл тӑшмана сутӑннӑ».
15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫакна илтсен ҫӗр нукер ҫартан уйрӑлса шурӑ хире таракан тӑшман ҫар ҫынни хыҫҫӑн хӑвалама пуҫларӗҫ.
Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.