Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялсенчи (тĕпĕ: ял) more information about the word form can be found here.
Тӗп тата ача-пӑча библиотеки, ялсенчи 16 вулавӑш кӗнекесене юратакансен кӑмӑлӗсене туллин тивӗҫтерес тесе тӑрӑшать.

Help to translate

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Кӑҫал 39 млн тенкӗ ытла тӑкаклама палӑртнӑ: ҫул-йӗрсене пӑхса тӑнипе пӗрлех Ямпулатри Гагарин, Тӑвайри Чапаев урамӗсене, ялсенчи 3,3 км тӑршшӗ грунт ҫулӗсене юсама, Тӗмерти Николаев урамӗнчи автоҫула юсассине вӗҫлеме пӑхнӑ.

Help to translate

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Тӗп ыйтусен шутӗнче — ялсенчи уйрӑм урамсене, экономикӑпа социаллӑ объектсене ҫурхи шыв-шур илесрен сыхласси.

Help to translate

Округ пурнӑҫӗ // О.КОРОТИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Ку ялсенчи салтак ҫулне ҫитнӗ каччӑсем ҫар тивӗҫне пурнӑҫлассине пӗтӗмӗшле йӗркелесе пырать вӑл.

Help to translate

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Ку тӑрӑхра ытти хир еннелли ялсенчи пек курӑкран аптӑрасах каймаҫҫӗ пулас, урам варринче те сип-симӗс курӑк ешерет.

Help to translate

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Районсене тухса ҫӳрени, ялсенчи халӑхпа тӗл пулса калаҫни хаҫат-журнала пуянрах, кӑсӑклӑрах кӑларма пулӑшать терӗҫ журналистсем.

Help to translate

Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Р.Минатуллов халӗ Аслӑ Ҫӗрпӳел тӑрӑхӗнчи ялсенчи чи ӑста ветеринар тесен те юрать пулӗ.

Help to translate

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

Кунсӑр пуҫне ялсенчи уйрӑм ҫынсем те пулӑшу ыйтсах тӑнӑ.

Help to translate

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

Ял тӑрӑхӗсен администрацийӗсем, шкулсем, обществӑлла организацисем, ыркӑмӑллӑх фончӗсем, ялсенчи хастар ҫынсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли халӑхран апат-ҫимӗҫ, ӑшӑ тумтир пуҫтарса Украинӑна ярса парассине йӗркелесе пынӑ.

Help to translate

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Ку ялсенчи палӑксен территорийӗсене юртан тасатса вӗсем умне чечек кӑшӑлӗсем хучӗҫ.

Help to translate

Курма кӑна мар, ӗҫлеме те килччӗр // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12163-ku ... -kilchch-r

Йӗри-таври ялсенчи пӗтӗм тӑван пухӑнатчӗ».

Help to translate

Кӗрленӗ, кӗрлетпӗр, малашне те кӗрлӗпӗр-ха! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6211.html

Унта 2 ҫул ӳссен ҫеҫ вӗсене кӑларса ялсенчи уй-хирсенче тата вӑрмансенче лартма ӑсатаҫҫӗ.

Help to translate

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Хӑшпӗр ялсенчи хаяр йытӑсем ҫеҫ паллама пултарӗҫ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку ращара вӑрӑ-хурахсен йӑви пуррине таврари ялсенчи пӗтӗм халӑх пӗлсе тӑрать.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрман варрине вырнаҫнӑ ялсенчи чӑвашсем вутӑ, пушӑт, ҫӑпата, катка-пичке, ҫӳпҫе, мӑк турттарса килеҫҫӗ, хиртисем вара ҫав нумай тӗрлӗ тавара пурне те тенӗ пекех ырашпа, тулӑпа, пӑрипе, сӗлӗпе, ясмӑкпа е ҫӑнӑхпа улӑштарса илеҫҫӗ.

Help to translate

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ытти ялсенчи мечӗтсем те, Хусан та пулӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Уйрӑмах таврари ялсенчи чӑвашсем.

Help to translate

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Вӑрнар чукун ҫул станцин никӗсне яма таврари ялсенчи чиркӳсен пачӑшкисем, тиекӗсем пуҫтарӑннӑ.

Help to translate

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Пире, губной старостӑсене, ялсенчи вак-тӗвек ӗҫсене хутшӑнма хушман.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем патне пӗчӗккӗнех арҫынсем — ялсенчи ятлӑ ҫынсем — пуҫтарӑнчӗҫ.

Help to translate

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed