Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫумӑр хыҫҫӑн вӑрманта каҫ тӗттӗмӗпе пӗрлех шурӑ тӗтре явӑнать.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Каллех ҫапӑнать кӑна, лампочка тавра явӑнать.
Каҫхи лӗпӗш // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 110 с.
Мӗнле майпа хам умра упалентерес?» — явӑнать Михха пуҫӗнче усал шухӑш.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӗтӗм ял йӗкӗчӗ тенӗ пекех Иванпа Сергей тавра явӑнать.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Янкӑр тӳпере хӑлат явӑнать.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Мӑкаҫей тӗлӗнче хура-хӗрлӗ тӗтӗм пӗлӗтелле явӑнать.
Макаҫей ҫунни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫав вӑхӑтрах хӑй, паянхи пек, ялан пиччӗшсем тавра явӑнать, ҫаврӑнкалать.А сам же, как, например, сегодня, день деньской ходит вокруг братьев.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Те вутти чӗрӗ вӗсен, пӳрт алӑкне ҫурри таран уҫнӑ пулсан та, тӗтӗм ҫӗртенех явӑнать, Григорьевпа Мултиер пӳрт умӗнче пӑхса тӑраҫҫӗ.
Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Акӑ каччӑ, пӗр каччӑ, Кӗлет тавра явӑнать.
Хушӑлкара // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Тӑрӑ шывӑн ӑшӗнче Кӑвак пӗлӗт явӑнать, Ватӑ йӑмра тайӑлса Тӗсне пӑхса савӑнать.
Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Вӑл явӑнать усал, тискеррӗн…
XXVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ҫурхи кун лӑпкӑ, типе, шӑрӑх; Пит сӗмсӗр явӑнать пӑван.
X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Халь курайманлӑх чарӑнусӑр Йӳҫ тӗтӗм евӗр явӑнать.
III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Пӗкӗрӗлсе, ҫапла сывлӑш ҫапнине ҫемҫетсе урамра пӗр енчен тепӗр еннелле ыткӑнать, каретӑсен, юпасен, омнибуссен, хаҫат киоскӗсен хушшинче явӑнать, тытма пуҫлакан алла-пӳрнене хӑй ҫинче туйсанах авӑнса-шуса ҫӑлӑнать, хӑвалаканскер ҫавӑн чух чикӗл-мекӗл тӑсӑлса ӳкет.
I. Тарни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 287–291 с.
Ав пӗр ҫӑхан пуҫ ҫийӗн явӑнать.
«Пур хӗлӗн лӑпкӑ кун е ҫил-тӑман…» // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 27 с.
Виле ҫинче шӑна пӗлӗчӗ явӑнать — нӑкӑ, йывӑр ҫак кӗлетке айӗнчен сарӑлнӑ чӗрӗ какай шӑрши илӗртет вӗсене; ӳт айӗнче ҫӗр ҫыпҫӑнчӑк-нӳрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Кӑвайт ҫулӑмӗ асамат кӗперӗ пек тӗрлӗ тӗслӗн явӑнать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.
Пуҫӗнче тӗрлӗ тӗшмӗртӳ явӑнать.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Паян та акӑ аппӑшӗ тавра явӑнать ҫеҫ.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Чӳрече умӗнче — Мускав чанисен ушкӑнӗ явӑнать, ҫимелли хӗсӗнсе ҫитнипе канӑҫсӑрланнӑскерсем, Кремль стени ҫийӗнче вӗҫкелесе ҫаврӑнаҫҫӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.