Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

эрнерен (тĕпĕ: эрне) more information about the word form can be found here.
Хӗлле каллех вӑрмана каймалла пулӗ, вӑрманта ӗҫлеме кӗрӗк ҫӗлетсе хурар-ха тесе, Тимушпа Кӗҫтук пӗр хӗвеллӗ кун Вырӑскассинчи ҫӗвӗҫ патне тирсем йӑтса кайнӑччӗ, икӗ эрнерен кӗрӗк тата ҫӗлӗк йӑтса таврӑннӑччӗ.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

«Тепӗр эрнерен туя пырӑр.

Help to translate

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— «Эпӗ художник, тепӗр эрнерен каллех килетӗп, хӑвна та, пӳртӗре те ӳкерсе илетӗп», — терӗ хӑтана.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тухса кайнах, тухса кайнах Елюк Ҫтаппан патӗнчен, тен, ҫав кунах тухса кайнӑ вӑл, ҫав кун пулмасан — тепӗр кунхине, эрнерен, уйӑхран… хӑйӗн шалти вӑйӗ ҫитеймен пулсан, тулашри вӑй пулӑшнах ӑна, — пирӗн чечекленекен пурнӑҫ вӑйӗ.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Чӑваш Енри ҫулсем» пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Виталий Земсков каланӑ тӑрӑх, тепӗр 2 эрнерен тротуарсене йӗркелеме тытӑнма пуҫласшӑн.

Help to translate

Урам хӗррипе утмалли ҫулсене тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60522

Вӗсем патне ҫыру ҫырни те усӑсӑр, Арлашкина пирӗн председатель йӑпӑлтатма пӗлнӗшӗн юратать тесе пӗрин патне ҫырнӑччӗ те — тепӗр икӗ эрнерен ман ҫыру Аксанов аллине ҫаврӑнса ҫитнӗ.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Маринэ сӑмахне Таранов питех ӗненмерӗ, ҫавӑнпа та вӑл тепӗр эрнерен унӑн хваттерне кайрӗ, анчах унта шӑнкӑрав тӳми ҫине пуссан алӑка пачах палламан ҫын уҫрӗ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ку пӗлӳ ҫурчӗсем тепӗр икӗ эрнерен ҫеҫ ачасен сассипе тулӗҫ.

Help to translate

Пӗрисем алӑк уҫаҫҫӗ, теприсем... // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60661

Анчах та Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ хыҫҫӑн тепӗр эрнерен хӑрушӑ хыпар ҫитсе мана ураран ӳкерчӗ: «Мӑшӑру вӑрҫӑра пуҫне хунӑ».

Help to translate

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Сӑмахран, тепӗр эрнерен вӑл пӗррехинче Мосальскисем патӗнче пулсан, сӗтел ҫинче рамкӑра пӗр питӗ илемлӗ ҫамрӑк хӗр картӑчкине курчӗ, курчӗ те, унӑн чӗри тӑруках, темрен хӑраса, хытӑ тата канӑҫсӑр тапа пуҫларӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Виктор Гаврилчсемпе юнашар пуранакан ҫамрӑк зоотехник тепӗр эрнерен сӑвӑ ҫырчӗ: сӑвӑра кӳршӗ хӗрӗн чӗринче пӗрремӗш хут юрату ҫурални ҫинчен каланӑ, мӗншӗн тесен хӑнана килнӗ кӳршӗ хӗрӗ ытла та ҫӑмӑл, лӗпӗш пек вӗҫсе кӑна ҫӳрет, ялан хаваслӑ юрӑсем юрлать…

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Тепӗр эрнерен ӑнсӑртран эпӗ вӗсене тепре куртӑм, хальхинче Нева хӗрринче мар, Киров утравӗсем ҫывӑхӗнче.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Сарлака шлепкеллӗ пӑтана Караҫӑм тепӗр эрнерен ҫапса лартрӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

…Шанаров ман пата килсе кайнӑ хыҫҫӑн икӗ эрнерен пирӗн хаҫатӑн юлашки страницинче петитпа наборланӑ пысӑках мар заметка ҫапӑнса тухрӗ.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Аркаш ҫырӑвне тӗрӗслеме ярас — пӗр-икӗ эрнерен е уйӑхран каллех яп-яка хурав килсе выртать.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тепӗр эрнерен Выл хӗрринчи йӑмраллӑ пӗчӗк ялта хаваслӑ туй кӗрлерӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Пыратӑн-и унта тепӗр эрнерен?

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Тепӗр эрнерен Шупашкарта мӑнакка патӗнче тӗл пулӑпӑр, вӑл виҫӗм ҫул мучие пытарчӗ те халь пӗчченех пурӑнать…

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Вӑхӑта нихҫан та пӗр вырӑнта тӑратаймастӑн: икӗ эрнерен Моляковӑн Ҫӗпӗре хӑй ӗҫлесе пурӑннӑ вырӑна каймалли кун ҫитрӗ.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Тата тепӗр эрнерен Укаслу кам патне те пулин тара кӗрӗшсе ӗҫлеме каймашкӑн шутларӗ.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed