Шырав
Шырав ĕçĕ:
Наполеон симӗс бархатпа витнӗ, ылттӑн шнурпа илемлетнӗ, чаплӑ кӗрӗк, тиртен ҫӗлетнӗ калпак тата ӑшӑ кӑҫатӑ тӑхӑнса пынӑ.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ылттӑн тӳпелӗ, шурӑ чул хула, теҫҫӗ…
V // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Вӑл, кӗсйисене хыпалакаланӑ та, йӳн йышши бирюза куҫлӑ ылттӑн ҫӗрӗ кӑларнӑ.Он начал шарить по карманам и вынул золотое дешевое колечко с бирюзой.
V // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
— Черккемҫӗм ман кӗмӗл-ҫке, Ылттӑн тирӗк ҫине лартнӑскер — тесе кӗтмен ҫӗртенех юрласа янӑ Степанида Егоровна; хӑй йӑл-йӑл кулса Курганова пӗрле шаклаттарса ӗҫме сӗннӗ.
III // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Вара Сталин ун кӑкӑрӗ ҫине ылттӑн ҫӑлтӑр ҫакса янӑ та ун аллине пысӑк ҫар панӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Роменра та пулнӑ, Симбирска та кайса курнӑ — илемлӗ хула, ылттӑн тӑрӑллӑ Мускавра та пулнӑ; тулӑх Ока ҫинче те, кӑвак Цна ҫинче те, кӑвак аннем Атӑл ҫинче те пулнӑ; нумай ҫын курнӑ, ырӑ хресченсене те курнӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ хуласенче те пулнӑ…
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫав ҫеҫенхирсем ӑшӑ тинӗс патне ҫитиех сарӑлса выртаҫҫӗ, ҫав ӑшӑ тинӗс ҫывӑхӗнче вара илемлӗ юрлакан Гамаюн пурӑнать, йывӑҫсем ҫинчен ҫулҫӑсем хӗлле те, кӗркунне те тӑкӑнмаҫҫӗ, кӗмӗл туратсем ҫинче ылттӑн панулмисем ҫитӗнеҫҫӗ, кашни ҫын тулӑх та тӗрӗслӗхре пурӑнать…
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Урасем вӗри хӗвелпе пиҫӗхнӗ вӑрӑм курӑкран тӑтӑшах ҫакланаҫҫӗ; йывӑҫсем ҫинчи хӗрлӗ тӗслӗ ҫамрӑк ҫулҫӑсем йӗри-таврах куҫа вӗлтӗртетсе курӑнаҫҫӗ; пур ҫӗрте те тӑрна пӑрҫин кӑвак тӗслӗ хутаҫҫисен сапакӗсем, йыт-пыршин ылттӑн шӑнкӑравӗсем, ҫурри кӑвак, ҫурри сарӑ ҫеҫпӗл чечекӗсем ула-чӑлан курӑнса лараҫҫӗ; кустӑрма йӗрӗсем хӗрлӗ тӗслӗ вӗтӗ курӑк йӑрӑмӗ пек палӑрса выртакан пӑрахӑҫа тухнӑ ҫул хӗрринче ҫилпе тата ҫумӑрпа хуралса кайнӑ чалӑшшерӗн шаршӑнланса хунӑ вутӑ куписем курӑнса лараҫҫӗ; вӗсенчен чалӑш тӑваткӗтеслӗх евӗрлӗ мӗлкӗ ӳкет, — урӑх ниҫта та нимӗнле мӗлкӗ таврашӗ те курӑнмасть.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Икӗ ҫухрӑм та кайманччӗ, пӗтӗм таврана, нӳрленнӗ ҫаран ҫине, симӗсленнӗ сӑртсем ҫине, вӑрман ҫине вӑрӑммӑн курӑнса выртакан тусанлӑ ҫул ҫине, ҫутӑ хӗрлӗ курӑнакан йывӑҫ тӗмӗсем ҫине, сирӗлсе пыракан тӗтре айӗнче вӑтаннӑ пек сарӑлса кӑвакарса выртакан шыв ҫине тин тухнӑ хӗвелӗн малтан тӗттӗм хӗрлӗ, кӗрен, вара ылттӑн пек илемлӗ, ҫамрӑк, ӑшӑ ҫути килсе тӑкӑнчӗ…
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Шутсӑр нумай ылттӑн ҫӑлтӑрсем, пӗр-пӗринчен ӑмӑртса йӑмӑхса, кайӑк хур ҫулӗ еннелле ишсе кайнӑн туйӑнаҫҫӗ.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Хӗвел анса ларма тытӑнчӗ; унӑн юлашки пайӑркисем сарлака та хӗрлӗ ярӑм-ярӑмпа пӗлӗтелле саланаҫҫӗ; ылттӑн тӗслӗ пӗлӗтсем тӳпере, вӗтелнӗҫемӗн вӗтелсе пырса, ҫуса тасатнӑ, тураса якатнӑ хумсем пек сарӑлса выртнӑ…
Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.
Ҫырма хӗрринче кутамас юмансем ҫӑра ҫитӗнсе ларнӑ; ҫӑлкуҫӗ ҫывӑхӗнче бархат евӗрлӗ кӗске курӑк ешӗрсе ларать; унӑн ылттӑн тӗслӗ сивӗ нӳрӗлӗхне ӗмӗрне те хӗвел ҫути кӗрсе курмасть.
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Балкон айӗнчи ылттӑн читлӗхре ларакан хӑлат та куракансен шутнех кӗрет: сӑмсине айӑккинелле чалӑштарса хурса тата хӑрах урине ҫӗклесе, вӑл халӑх ҫине тинкерсе пӑхать.
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ушкӑнри выҫӑ рыцарьсем ку япаласене тытас тесе хӑйсен ҫӗлӗкӗсене ҫӗклеҫҫӗ, пуҫӗпе таҫта ҫӳле тухса тӑракан мӗнле те пулин пысӑк шляхтич, ылттӑн тӗслӗ тӗксӗмленнӗ шнурсем ҫыхнӑскер тата шупкаланса кайнӑ хӗрлӗ сӑхман тӑхӑннӑскер, вӑрӑм аллисемпе вӗсене ыттисенчен малтан ярса илет; алла ҫакланнӑ ҫимӗҫе чуптуса чӗри тӗлне тытса чӑмӑртать те, вара ҫӑварне хыпать.
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Мӑйне вӑл икӗ хут пӑчӑрапа темле ылттӑн монета ҫакса янӑ.Две цепочки, одна сверх другой, висели у него на шее с каким-то дукатом.
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Эпир сире уншӑн нихӑҫан курман чухлӗ тӳлетпӗр: эпир сире икӗ, ылттӑн червонец паратпӑр».Мы уж вам за это заплатим так, как еще никогда и не видели: мы дадим вам два золотых червонца.
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Манӑн мӗнле хаклӑ ылттӑн черккесем пур, ҫӗр айне чавса хунӑ ылттӑн мӗн чухлӗ пур, йӑлтах паратӑп, ҫуртӑма, юлашки тумтирӗме сутатӑп та сирӗнпе ӗмӗрлӗхе контракт тӑватӑп, ку контракт тӑрӑх хам вӑрҫӑра тупнӑ мӗнпур пурлӑха сирӗнпе ҫурмалла туса пыратӑп!»
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Незамайковски куренӗн ҫурри йышӗ пачах та пулман тейӗн! ылттӑн пек тулли пучахсемлӗ тырӑ пуссине тӑруках пӑр ҫапса кайнӑ евӗр тӑкӑнчӗҫ куреньри козаксем.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӗсен ҫинче пӗрин ҫинче те ылттӑн ҫук; ылттӑнӗ кунта хӗҫ тыткӑҫӗсемпе вӗсен йӗннисем ҫинче ҫеҫ ялтӑртаткаласа илет.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Хулпуҫҫисем ҫинче ылттӑн, ҫаннисем ҫинче ылттӑн, пилӗк таран ылттӑн тумтир, ҫӗлӗкӗ те ылттӑнлӑ, пиҫиххийӗ те ылттӑн, пур ҫӗрте те ылттӑнлӑ, пур япали те ылттӑнран; ҫуркунне хӗвел пӑхать вӗт-ха, пахчара тӗрлӗ кайӑксем чӗриклетсе юрлаҫҫӗ, курӑк тутлӑ шӑршӑ сарать, вӑл та ылттӑн тумтирпе шӑп ҫавӑн пекех ҫиҫсе тӑрать, воевода ӑна утланма та чи лайӑх лаша панӑ: пӗр лаши икҫӗр червонец тӑрать».
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.