Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сима пушмакӗсене хывса хучӗ, кӳлӗ шывӗпе питне уҫӑлтарас тесе, ҫыран хӗрринчи хӑма ҫине пырса тӑчӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Лена вучах умӗнче шыв ӑшӑтрӗ те чашки-ҫӑпалисене ҫуса тасатрӗ, чӳречери тусана пуҫтарчӗ, урайне те супӑнь шывӗпе сӗрсе тухрӗ.
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫӑм алса тӑхӑнса кӑмакана хӑйӑр шывӗпе тӑрӑшсах якататтӑмччӗ.
Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.
Ҫимун кӑмакана туса пӗтерсен хӑйӑр шывӗпе якатасшӑнах марччӗ.
Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.
Марине ҫырма шывӗпе питне ҫурӗ, каҫма ҫинче урисене чӑмпӑлтаттарса ларчӗ.
Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.
Унӑн таса шывӗпе апат пӗҫереҫҫӗ.
XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӗсем пилӗкӗсене ылтӑн шывӗпе сӑрланӑ черккесене чуптутарчӗҫ, вара иккӗшӗ те пӗр харӑсах пушатрӑҫ.
Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унтан кӑшт ашкӑннӑ хыҫҫӑн хӗрсем вӑрмана кӗрсе каяҫҫӗ: вӗсен хурӑн шывӗпе пит ҫумалла.
11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тислӗк шывӗпе ҫеҫ мар, агроном сӗннипе тем тӗрлӗ им-ҫампа та шӑвартӑмӑр.
Чип-чипер мӑшӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 50–51 с.
Юр шывӗпе апат пӗҫереймӗн, — тет вӑл витрине пӑралук ҫине ҫакса.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Ылтӑн шывӗпе сӑрланӑ тейӗн.
Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.
Эп халь Санюкӑн ҫырла шывӗпе сӑрланӑ пек сӑн-питне именерех пӑхакан чакӑр куҫӗсене, пуҫӗ ҫинчен вӗҫерӗнсе кайса карусель арки пек ҫаврӑнакан ҫивӗтне ҫеҫ куратӑп.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Ҫуркунне ҫав сулӑсене Кукшак шывӗпе юхтарса Атӑла антарнӑ, унтан Энӗше кӗртнӗ, вара вӗсене Энӗшпе туртса Шӗшлӗ арманӗ хыҫнех ҫитернӗ.
Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Манехва та Ҫӗрпӗве, Ишеке кайса килнӗ, виҫӗ-тӑватӑ хутчен те куҫа ҫветтуй шывӗпе сӗрчӗ — тӳрленмест манӑн куҫ.
Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Хӗне кайсан сана хӑйӗн ӳсентӑранӗсемпе, уҫӑ сывлӑшӗпе, таса шывӗпе, хӗвел ӑшшипе сиплеме тӑрӑшать.
Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ик уйӑха яхӑн ҫӑнӑх шывӗпе усрани те, сиплӗ курӑксемпе эмеллени те — нимӗн те ҫӑлаймарӗ ман телее.
Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Муркаш шывӗ пӗр вунӑ-вун пилӗк ҫухрӑм анатра, Ишек таврашӗнче, Ункӑ шывӗпе пӗрлешет, Унки Ҫавала юхса кӗрет, Ҫавалӗ вара Атӑла тухать.
Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫырма юхать кӗрлесе Аслӑ ялӑн ҫумӗпе, Хӗвел тӗрӗ тӗрлесе Вылять унӑн шывӗпе.
Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Пӑхма сӑпай та вӑтанчӑк, хитрелӗхӳпе вара эсӗ ирхи сывлӑм тумламӗ пек, ҫумӑр шывӗпе ҫӑвӑннӑ— пиҫнӗ чие пек».
XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ахтупай ҫула часрах тухас тесе юлташӗсене киле Сӑр шывӗпе ҫаврӑнса кайма та сӗнсе пӑхрӗ, анчах лешсем килӗшмерӗҫ, ун пек ытлашши тавра терӗҫ.
14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.