Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шанпа Шак, ҫывӑрнӑ чух вӑрмана килсе хунӑскерсем, ҫӗрле вӑранса кайнӑ та каллех тӳпелешме тытӑннӑ.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Шанпа Шак малтан пӗртӑван арҫын ачасем пулнӑ имӗш.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Кӑҫалхи Сурӑм пуххи тӗлӗнче ҫак хӗре вӑрласса кӗтсе ӗҫкӗ ӗҫме шак хунӑ ӗнтӗ ял-йыш.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Кунти ӗҫ-пуҫ пирки шак хурать Прутков.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Мавра кинемисен тӗлне ҫитсен тӗлӗннипе шак хытрӑм: хапха юпи ҫумне таянса Глафира тӑрать!
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
«Ҫывӑрас, ҫывӑрас, ҫывӑрас!» — тет пӗтӗм шӑм шак.
Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Шӑлӗсене шак шаклаттарма тытӑннӑ Ахпӑлатпа пуп каллех Пӑкачав умне чӗркуҫленсе ларчӗҫ.
Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Эс хӑв йӳнетнӗ тавар! — трубкӑна шак! хучӗ Липа.
Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.
Сӗтел ҫинчи пысӑк тӗкӗре урайне лартса шакмаксемпе шак шаклаттарса тӗкӗр умӗнче утса ҫӳретӗп.
Шакмаклӑ ҫӑпата // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Эрех таврашне хапӑлласах каймастӑп ҫав, — чӑннех калатӑп эпӗ, унтан, чее куҫӑма Кӗркури еннелле ҫавӑрса, шак хурса сӑмах вӑлтса илетӗп:
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Ури йӑлхар, анчах шак чуллӑ ҫӗре тӗкӗнсен, автобус алӑкне алӑ сӗмӗпе хыпашласа шырама пуҫларӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Эпӗ шак хытса тӑтӑм, вӑтанса кайрӑм.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Лавр Кузьмич ҫав планпа паллашрӗ те пӗр хушӑ шак хытса ларчӗ: кӑҫал тума пуҫланӑ Николаев космонавт урамӗ, тӗлӗнмелле майпа, пӗр вӗҫӗпе Мухаровсен пӳрчӗ ҫине, тепӗр вӗҫӗпе вӗсен сачӗ ҫине пырса кӗрет.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Хӑранипе, ал-урам шак хытрӗ, чӗлхем ҫӗтрӗ.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Петӗрпе Сахар тӑруках нимӗн тавҫӑраймасӑр, ним тума пӗлмесӗр шак! хытса тӑчӗҫ.
Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Халӗ те ӑна-кӑна тавҫӑрма пултарайман Хрестук юпа пек шак хытса тӑчӗ.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Шӑпах ҫак вӑхӑтра Уля чупса каҫрӗ — шак тӗлӗнсе тӑчӗ.
Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӳрт тӑрринчи ҫынсен чунӗсем ура тупаннех ҫитрӗҫ пулас, самантлӑха сӑмах чӗнеймесӗр шак хытса тӑчӗҫ, тинех пӗтрӗмӗр терӗҫ-тӗр ахӑр.
Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Хатӗр, государь, — кашӑкне шак хурса тавӑрчӗ Адашев.
5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Унпа иксӗмӗр пирӗн умри ҫерем ҫинче шак чулӗпе выляма пуҫларӑмӑр.
Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.