Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл сулахай урипе аллине кӑна хускаткалать, ҫӑварӗнче пӗр тӗпренчӗк пулмасан та, хушӑран темӗн чӑмлать, типсе куштӑрканӑ тутине ҫулакалать, хӗсӗк куҫне мӑч-мӑч уҫса-хупса, хӑй умӗнче кам-кам тӑнине пӗлме тӑрӑшнӑ пек пӑхкалать.
Пролог // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хушӑран вӑл кӗсйинчен шоколад кӑларать, пӗр татӑкне хуҫса илсе ҫӑварне хыпать, чӑмлать; ҫӳҫӗ унӑн пӗтӗмпех кӑвакарнӑ пулин те, шӑлӗсем пурте тӗрӗс-тӗкелех.
II. Ҫӗрлехи тӗттӗмре пыракан караппа пассажир // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ганс лӑпкӑн та вӑраххӑн, сыхланкаласа, кашни пӗчӗк татӑка ерипен чӑмлать, малашне мӗн пулас курас тӗлӗшпе нимӗн те шухӑшласа асапланман ҫын пек, апата лӑпкӑн ҫиет.
XLII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Асапланнипе йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ ӗне хӑйӗн кӑштӑркка тутипе унӑн аллинчи ҫӑкӑра пархатарлӑн хыпса илет те майӗпен чӑмлать.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Филькӑпа юнашар пӗчӗк шӑллӗ тӑрать, вӑл та ҫурта чӑмлать.Рядом с Филькой стоял его маленький брат и тоже жевал свечку.
XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Хурчӗнчен ытла хучӗ тутлӑ пек чӑмлать, чӑмлать…
Самӑр хурт // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 73–78 с.
Вӑл тулхӑра-тулхӑра ҫӑварлӑхне чӑмлать, куклене-куклене илет, чӗввӗн тӑрать, каллех хӑлхисене лӑпчӑнтарса хурса ҫилхе хушшипе ҫил шӑхӑрттарма, йӑлтӑртатса тӑракан тикӗс чӗрнисем айӗнче сивӗпе касӑлнӑ ҫӗре вӑрӑммӑн янӑраттарса йынӑштарма май кӗтет.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫав ҫилтен лашан типӗ сӑмсине тӑвар шӑрши ҫапать те, лаша, ӑна ҫӑтнӑ май, пурҫӑн пек йӑлтӑркка тутипеле чӑмлать, ҫилпе хӗвелӗн тутине сиссе илсе, кӗҫенсе ярать.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл тачанка ларкӑчӗ ҫине улӑхса ларнӑ та, шӑнса ларнӑ кулача ҫыртса илсе, хыттӑн кӗмпӗртеттерсе чӑмлать.Сидя на козлах, он кусал белый, замерзший хлеб, с хрустам жевал.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл, пӗтӗмпех ӑнтан каяс мар тесе, сывлӑмпа йӗпеннӗ курӑк ҫеҫкисене чӑмлать, пӗчӗк ача пек ӗсӗклесе макӑрать.И он плакал, как ребенок, грыз пресную в росе траву, чтобы не потерять сознания.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Лав ҫинче, чавсисемпе тӗренсе, пуҫне пиелесе ҫыхнӑ казак выртса килет, пуҫӗнче картузӗ ҫук, Вӑл, куҫне ӗшенчӗклӗн хупнӑ та, ҫӑкӑр чӑмлать, нимӗрленсе кайнӑ хура чӑмлакне сура-сура пӑрахать.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кӑмӑлсӑртарах Григорий, тӑнлавӗсем ҫийӗн кавлев мӑкӑлӗсене вылянтарса, вӑраххӑн чӑмлать.Хмурый Григорий жевал медленно, гоняя по-над скулами комки желваков.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫӑкӑрне нумайччен чӑмлать хӑй, питҫӑмартийӗсем ҫийӗнче хӗрлӗ тирпеле туртӑнса тӑракан мӑкӑльсем сиккеленеҫҫӗ.Хлеб жевал подолгу, на щеках катались обтянутые розовой кожей желваки.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ватӑ карчӑк путса ларнӑ ҫӑварӗпе чӑмлать, темӗнччен ответ памасӑр йӑраланать.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Чӑмлать, — тавӑрчӗ ашшӗ васкамасӑр, кӑштӑркка аллаппийӗпе йӗнер кӗҫҫине хыпашласа.— Жует, — степенно отвечал отец, шершавой ладонью проверяя потники.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Чӑтӑмлӑхӗ пӗтнипе Григорий хутпа ҫавӑрнӑ чикарккӑн йӗпенсе кайнӑ вӗҫне чӑмлать.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ак ӗнтӗ ҫывӑхрах, лайӑхах илтӗнет, такӑшӗн ҫӑварӗ апат чӑмлать, чӑмланӑ май шӑлӗсене шаклаттарать.Вот-вот, возле самых ушей, и слышно даже, как чья-то морда жует и щелкает зубами на весь стол.
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Дымов ӳпне выртнӑ та чӗнмест, улӑм ҫӳппи чӑмлать; улӑм ҫӳппийӗ шӑршлӑ пулнӑ пек, пит-куҫӗ унӑн йӗрӗнчӗклӗн, усаллӑн та ӗшенчӗклӗн курӑнать…
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Пит ҫӑмарти тӑрӑх йӑрӑлтатса анса, ахаль те тӑварлӑ купӑста яшкине тӑварлакан куҫҫульне амӑшӗ асӑрхасран хӑраса, Разметнов ҫӑкӑрне чашӑк ҫине ӳпӗнсе чӑмлать.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ленька, ман ҫинчен манса кайсах, премӗк чӑмлать, курупкӑсене уҫа-уҫа тем мӑкӑртатать, — вӑрӑм куҫ тӗкӗсен мӗлки пичӗ ҫине ӳкнӗрен куҫ айӗнчи кӑвак йӑрӑмсем хытӑрах палӑраҫҫӗ.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.