Шырав
Шырав ĕçĕ:
хӗвелтухӑҫӗ (тĕпĕ: хӗвелтухӑҫ) more information about the word form can be found here.
Хӗвелтухӑҫӗ хӗрелмен-ха, тӳпене те тӗксӗм ҫутӑ сӑн ӳкмен; ҫӗрлехи пекех, ҫӑлтӑрсем йӑлтӑртатаҫҫӗ-ха, ирхи сывлӑм ҫӗре тӗксӗм кӑвак тӗтре евӗр хупласа илнӗ — ҫул хӗрринчи курӑкпа хупах ҫулҫи тата тӗмесем ҫуттӑн ялтӑртатмаҫҫӗ, мӗлке пек тӗксӗмӗн курӑнаҫҫӗ; автансем те халь анчах ӑмӑртса авӑтма пуҫларӗҫ-ха; теплерен пӗр-пӗр ҫуртӑн мӑрйинче кӑна тӗтӗм мӑкӑрланать-ха, кил хуҫи хӗрарӑмӗ кӑмака умӗнче хӗвӗшет, пӗр сӑмахпа каласан, кун аран ҫеҫ ҫуралать пулсан та, Рощенски урамӗнче ӗнтӗ тачанка урӑм-сурӑм кӗмсӗртеттерет.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак хутӑшла вӑрман хупласа тӑнӑ пирки хӗвелтухӑҫӗ курӑнман, вӑл ӑна ула-чӑла чаршав пек картласа тӑнӑ.
XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Капитан Енакиевпа ун хыҫҫӑн мӑйӗнчен автомат ҫакса пӗр утӑм юлмасӑр пыракан Соболев, батальона ҫитсен хӗвелтухӑҫӗ енче тӗтре кӑштах кӗрен тӗсленнӗ, ҫилӗ тата ытларах хаярланнӑ.
22 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
39. Вӗсем, кӗтӗвӗсем валли вырӑн шыраса, Герара патнех — айлӑмӑн хӗвелтухӑҫӗ еннех — ҫитнӗ; 40. вара кӗтӳ ҫӳретмелли пулӑхлӑ, лайӑх, анлӑ, лӑпкӑ та шанчӑклӑ ҫӗрсем тупнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем киличчен кунта пӗчӗк йышлӑ Хам ҫыннисем ҫеҫ пурӑннӑ.
1 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.