Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑюллӑ the word is in our database.
хӑюллӑ (тĕпĕ: хӑюллӑ) more information about the word form can be found here.
Хӑюллӑ пулас тесен яланах ҫирӗп ура ҫинче тӑмалла», – тенӗ вӑл сӑмаха ҫавӑрнӑ май.

Help to translate

«Паттӑрлӑх» урокӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хӑюлӑх, тивӗҫ тата чыс ҫинчен каласа кӑтартнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/26/patt ... -en-puclah

Шкулта сакӑр класс таранах вӗренчӗ Ҫинкка, тантӑшӗсем хушшинче чи пултаруллӑ та хӑюллӑ хӗр шутланатчӗ.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑна пирӗн пӗр хӑюллӑ салтак (ун пек чух паттӑрсем тупӑнаҫҫӗ!), вӑрҫӑччен шоферта ӗҫленӗскер, асӑрханӑ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗччен пурӑнса ывӑннӑ, тарӑхнӑ, йӑлӑхнӑ хӗрарӑм хӑех хӑюллӑ та мӑнаҫлӑ пуҫне хура арҫыннӑн вӗри вут пек ҫунса тӑракан кӑкӑрӗ ҫине хучӗ, ачашлаттарчӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑн пек хӑюллӑ вӑл Улька!

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кирек мӗнле хӑрушлӑхпа тӗл пулсан та харпӑр хӑйне хӑюллӑ тыткалама хӑнӑхмалла, тӑнӑҫ кӑмӑллӑ пулмалла.

Help to translate

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунашкал хӑюллӑ этем хальччен те тупӑнкаланӑ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сасартӑк Матӗрне куҫӗ умӗнче Ҫтаппан малтанхи пек мӗскӗн мар, маттур та хӑюллӑ арҫын пулса тӑчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑюллӑ пулӑр, кирлӗ тесе шутлакан ӗҫсене кӑна тӑвӑр.

Будьте смелыми — делайте то, что считаете необходимым.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӑх умӗнче фуфайкӑллисем хӑюллӑ пулакан мар.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Хӑюллӑ та маттур пулнӑшӑн.

Help to translate

32 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Хатӗрлен, Ҫтаппан, хӑюллӑ пул! — айӑккинчен кӑлт тӗртрӗ Хӗлимун ӑнман хусаха.

Help to translate

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ирӗке хӑнӑхнӑ вӑйпитти хӗрарӑм Яккупа пӗрлешнӗ хыҫҫӑн та, ҫуллӑ чӗлхеллӗ, хӑюллӑ арҫынсене кӑмӑллама пӑрахман.

Help to translate

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Стасик — имшер, чирлӗ арҫын, Раман — вӑйлӑ, хӑюллӑ, хӗрарӑм чунне уҫакан тӑн-тӑн арҫын.

Help to translate

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑюллӑ, вӑйлӑ арҫын шыратӑн.

Help to translate

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑюллӑ пулмалла тетӗн апла? — сывлӑшне ҫавӑрса ярса сӑмах хушрӗ Раман.

Help to translate

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Арҫыннӑн хӑюллӑ пулмалла.

Help to translate

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Класра Тамара ытти хӗрачасенчен ир пике сӗмӗ кӗме пуҫланӑ кӗлетки-пӗвӗпе, паха кӗпи-тумӗпе, хӑйне хӑюллӑ тыткаланипе уйрӑлса тӑратчӗ.

Help to translate

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Ҫав питӗ хӑюллӑ воззвани айӗнче хам та савӑнсах алӑ пусаттӑм, — тесе шухӑшларӗ вӑл, Малюҫа вара ҫапла каласа хучӗ:

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Яланах хӑюллӑ та татӑклӑскер, халӗ вӑл ҫак уншӑн питӗ хаклӑ ҫутӑ-кӑвак кӳлӗсем, тӗпсӗр те асаплантараканнисем ҫине хӑюсӑррӑн пӑхрӗ.

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed