Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑпарнӑ (тĕпĕ: хӑпар) more information about the word form can be found here.
Иккӗмӗш класс ачи гипспа килнӗ: йывӑҫ ҫине мӑкӑльсем пуҫтарма хӑпарнӑ та аллине хуҫнӑ вӑл.

Один второклассник пришел с гипсом на руке: он за шишками на дерево лазил.

Юрӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/584

Кӑҫал, уйӑх каялла, Сулагаев пӳрт маччи ҫине хӑпарнӑ.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сцена ҫине ҫав кун чи лайӑх 28 ӗҫ династийӗ хӑпарнӑ.

Help to translate

Тимофеевсен педагогикӑри пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ – 515 ҫул // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d1%82%d0% ... %82%d0%b0/

Шӑматкунлӑха йӗркелекенсем пурте те тав сӑмахӗ каланӑ хыҫҫӑн сцена ҫине чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗ Александр Шадриков хӑпарнӑ.

После того, как все организаторы субботника произнесли речи благодарности, на сцену поднялся звезда чувашской эстрады Александр Шадриков.

Татмӑшра экологи шӑматкунлӑхӗ иртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34911.html

Уйрӑмах палӑртас килет Вӑрмар, Муркаш, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле тата Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округсенче, ӑҫта пушар темиҫе хут хӑпарнӑ.

Help to translate

Пушарпа кӗрешмелли тапхӑр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60647

Уйӑх вара йывӑҫсен тӑрринчен пӗр утӑм пек ҫӳле хӑпарнӑ та тӑп кӑна хускалмасӑр тӑрать, темрен тӗлӗнсе кайнӑ пекех…

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Эпӗ Чураш кӗперӗ патӗнче лартӑм тӑвайккинелле хӑпарнӑ чух.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Сана кӗтсе ывӑнтӑм эпӗ, — шӳтлерех каларӗ Тарас хӗрпе пӗрле крыльца ҫине хӑпарнӑ чух.

Help to translate

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Викингсем утрав ҫинче пилӗк ӗмӗр пурӑннӑ хушӑра тинӗс шайӗ виҫӗ метр ытла хӑпарнӑ.

За пять веков жизни викингов на острове уровень моря поднялся больше чем на три метра.

Викингсем Гренландине шыв хӑпарнине пула пӑрахса кайнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34796.html

Мӑнаҫланмасӑр майӗ те ҫук, Совет самани тапхӑрӗнче тӗнче уҫлӑхне пуҫласа вӗҫсе хӑпарнӑ пӗрремӗш космонавт Юрий Гагарин пуриншӗн те тӗслӗх вырӑнӗнче.

Help to translate

«Космоса пӗрремӗш хут вӗҫни – пирӗн технологи суверенитетне сӑнарлать», – палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/kosm ... ogi-suvere

Хӗвел кӑнтӑрлана хӑпарнӑ.

Help to translate

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр лайӑх кун тутар ҫынни пысӑк лавпа ҫул тӑрӑх ту тӑрринелле хӑпарнӑ.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пукач ҫарӗ хӑпарнӑ майӗпе Пухӑнаҫҫӗ йӗкӗтсем ун ҫумне.

Help to translate

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

71 килограмлӑ виҫере пьедесталӑн чи ҫӳллӗ картлашки ҫине Иван Петров хӑпарнӑ, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Павел Даловпа Федор Николаев пайланӑ.

Help to translate

Паттӑра асра тытса – турнир // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%bf%d0%b ... %b8%d1%80/

Тепӗр виҫере Юнус Вахитов ҫӗнтернӗ, Ильгам Яббаров пьедесталӑн иккӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ.

Help to translate

Паттӑра асра тытса – турнир // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%bf%d0%b ... %b8%d1%80/

— Сӗтел хушшинчен тухаймасть-ха та вӑл, хӗвел йӑмра ҫӳллӗш хӑпарнӑ.

Help to translate

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Юнкун, Мускав вӑхӑчӗпе 06:25 вӑхӑтра, Флорида штатӗнчи Канаверал сӑмсахӗнчен 3D-принтерпа пичетленӗ тӗнчери пӗрремӗш Terran 1 ракета ӑнӑҫлӑ вӗҫсе хӑпарнӑ.

Первая в мире ракета Terran 1, напечатанная на 3D-принтере, успешно стартовала с мыса Канаверал, штат Флорида, в 06:25 по московскому времени.

3D-принтерпа пичетленӗ пӗрремӗш ракетӑна вӗҫтерсе янӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34571.html

3D-принтерпа пичетленӗ пӗрремӗш ракета тӳпене вӗҫсе хӑпарнӑ, анчах, шел пулин те вӑл орбита таран хӑпарайман.

Первая ракета, напечатанная на 3D-принтере, взлетела, но не достигла орбиты.

3D-принтерпа пичетленӗ пӗрремӗш ракетӑна вӗҫтерсе янӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34571.html

Минюкпа ачасем, мӑйӗсенчен пӑявпа витре ҫакса, ҫӗмӗрт татма хӑпарнӑ.

Help to translate

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӗвел ҫӳле хӑпарнӑ, те ҫавӑ куҫа йӑмӑхтарать, Хветюк ашшӗ те курчӗ, чӑпӑркка аврипе тӑсса кӑтартать.

Help to translate

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed