Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫул лайӑххине кура аслӑ князь утне юртӑпа ячӗ, ун хыҫҫӑн тем кӑшкӑрашса Шигалей хӑйӗн тимӗр кӑвак утне хӑваларӗ.
8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Лӳперрӗн утакан ӗнине вӑл ҫул ҫинчен илнӗ пӗчӗк хулӑпа колхоз ферми еннелле хӑваларӗ.
VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Иван пичче, насус урапине кӳлсе, кӗске ураллӑ лашине вут тухнӑ ҫӗрелле хӑваларӗ.
Макаҫей ҫунни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫапла сӗмленсе ҫӳренӗ хушӑра Михапар хӑй сисмесӗрех кулленхи ӗҫе кӳлӗнчӗ: ӗне суса кӗчӗ (ӑна Михапар амӑшӗ вилсен вӗреннӗ пулнӑ); виҫӗ пуҫ сурӑхӗпе ӗнине кӗтӗве хӑваларӗ; сӗтне сӗрсе пӗр чашӑк ярса хӑварчӗ те ыттине нӳхрепе антарчӗ; икӗ ачапа икӗ мӑн ҫын валли яшка пӗҫерчӗ.
Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Паян та, ак, юман касма Вӑл хӑваларӗ вӑрмана».
XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Барон хӗр хыҫҫӑнах васкарӗ, Вӑл хӑваларӗ хӑй утне.
XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ҫапла каларӗ те Липа, челпӗрне карт туртса, утне юртӑпа малалла хӑваларӗ.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кайӑр! — хӑваларӗ вӗсене Марине.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл килне ҫитсен те пӳртре ларса тӑраймарӗ, ҫуркунне ӑна урамаллах хӑваларӗ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ятман урӑх ним те илтмерӗ, вӑл, машина ҫине ларса, ҫӗрле лайӑх каннӑ лашасене хирелле хӑваларӗ.
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ятман ҫав-ҫавах лашисене хӳме пек ҫӳлӗ ларакан ыраш хӗррипе хӑваларӗ.
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Пуҫлӑр, пуҫлӑр, — вӗсем ӗҫлессине шанман пек хӑваларӗ Михала пичче.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Карачӑм, вӑл мӗншӗн килнине сиссе, ӑна курсан та ӗҫлеме пӑрахмарӗ, куҫ хӳрипе айккинелле пӑхса, тракторне вӗҫӗмсӗр малалла хӑваларӗ.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Но-но, — хӑваларӗ лашине Кӗтерне.
III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Анчах хӗр именни куннинче те унӑн шухӑшӗпе ӗмӗтӗнчен вӑйлӑрах пулчӗ, вӑл хӗр чӑрсӑрлӑхне пӗтӗмпех ҫыхса тӑлларӗ, Укахвие Галимджансен пӳрчӗ ҫине пӑхтармасӑр урампа вӗҫӗмсӗр малалла хӑваларӗ.
I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кунта Ростовцев воевода Карамыш утлӑ ҫарне тӗл пулчӗ, ӑна Хусана ҫитиччен хӑваларӗ.
14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Кш-ша! — чӑхсене хӑваланӑ пек хӑваларӗ вӗсене ашшӗ.
6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Алхаснӑ хушӑра пӗррехинче хӗр ӑна хулӑпа хӑваларӗ.
3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑл лашине пӗтӗм вӑйпа хӑваланипе пӗрлех пуҫри усал шухӑшне те хӑваларӗ.
12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Урасмет, кӑнтӑр кунӗнче те хӑракаласа кӑна пыраканскер, тӗттӗм пуличчен ҫывӑхри яла ҫитсе ӳкес тесе утне юртӑпа хӑваларӗ.
22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.