Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑхӑт-вӑхӑтран вара Константиновсем велосипедпа шыва кӗме килеҫҫӗ, вӗсемпе пӗрле Барон та хыҫран пырать.А иногда на велосипедах приезжали Константиновы, чтобы искупаться, с ними прибегал и Барон.
Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632
Настьӑпа Надя пӗр пилӗк метр хыҫран юлса вӗсем хыҫҫӑн васкарӗҫ.
Килька // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/574
Унтан такам шуса анса пӑхрӗ, хыҫран ыттисем те.Потом кто-то решил скатиться, как с горки, а за ним и все остальные.
Пуш хир // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/562
— Саппас хыҫран тапмасть теҫҫӗ мар-и ваттисем? — йӑл кулчӗ Ульяна.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Вӑл вара, урӑхла шухаш турӗ, учӗсене ҫавӑрас та хыҫран килекенсем ҫине пырса кӗрес, вӗсен йӗркине тата-тата ха-мӑрӑннисем патне пырса тухас, терӗ.
Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Антив, салтаксем вӗсене хыҫран хӑвалаччӑр.
Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хыҫран йӗрлекенсенчен епле пытанма пултарайрӑн?
Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Хыҫран хӑвалакансем ҫук.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
«Савантер хыҫран хӑвалаттармасть пулӗ те?» — шухӑш пырса кӗчӗ Пинер пуҫне, вара вӑл утне сулахайра ӳсекен йӑмрасен хӳттинелле пӑрчӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хайхи пӗр тапхӑр шӑпланчӗ те ман хыҫран мӑшлатса пычӗ.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Унта кӗмӗл тӗслӗ ҫутӑ карпсемпе ҫупахсем, карассем выляса ҫӳреҫҫӗ, ҫӑрттансем сике-сике тухса, пулӑсене хыҫран хӑвалаҫҫӗ…
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
— Кӗрсе ҫӳре эс ман пата, — илтрӗм хыҫран сасӑ, — пурнӑҫ лайӑх, пурте пур ман.
Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.
Тӗттӗмленерех парсан, Никифор Ильич хыҫран такам хӑваланӑ пек хашкаса ҫитрӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.
«Хыҫран хӑвалаҫҫӗ, эсӗ ҫеҫ ман пурнӑҫа ҫӑлма пултаратӑн», — тет.
Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Андрей Ревлен Петровичпа юнашар утрӗ, ҫӳлли ыраттарнӑ аллине сывлӑшра выляткаларӗ те чӑмӑрӗпе ҫилӗллӗн юнаса илчӗ, анчах хыҫран чупма хӑюлӑхӗ ҫитмерӗ пулас.
7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Мана тытасшӑн хыҫран чупрӗ.
Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.
Хыҫран хӑйӑр юха пуҫларӗ, — терӗ старик, кулкаласа; унӑн шӑлӗсем халӗ те тӗрӗс-тӗкелех иккен.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Утах, эпӗ сан хыҫран пырӑп тесе, хам тӗллӗн калаҫма тытӑнтӑм.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
— Вӑрӑ хыҫран шыраса тупмалла илсе каймасть… —
XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ав, пыр хыҫран!
XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.