Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хыр йывӑҫҫисен хушшине пырса выртрӗ, хыр йӗппи хулӑн си тӑкӑнса тулнӑ, ҫӑра курӑк ашкӑрса ӳсет, пытанса тӑмашкӑн меллӗ.
IV. Ялав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Йӗкӗр хыр патӗнче, батюшка, йӗкӗр хыр патӗнче.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл юр ҫинчен тӑчӗ те шӑлне хыттӑн ҫыртса малалла хускалчӗ, пынӑ май вӑл хӑй умӗнчи уйрӑммӑн палӑракан япаласене тӗллерӗ — пӗр хыртан тепӗр хыр патне, тункатаран тепӗр тункатана ҫити, пӗр кӗрт купинчен тепӗр кӗрт патне мӗшӗлтетрӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл тӑпра сийне хырса пӑрахрӗ те, ҫӳхе хыр хӑма татӑкки курӑнса кайрӗ.
8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
1. Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, ҫивӗч ҫӗҫӗ тыт, сухал хыракансен ҫӗҫҫине тыт, ҫавӑнпа ҫӳҫӳпе сухална хыр, унтан виҫе ил, каснӑ ҫӳҫне виҫӗ пая пайла, терӗ.
Иез 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӳпере ҫап-ҫутӑ хӗвел ялкӑшать, ӑшӑ ҫил, вӑркӑшса, хыр тӑррисене хуллен суллантарать.
I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
2023 ҫулта, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн АПК аталанӑвӗпе экологи пайӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн округра 1300 тӗп ҫамрӑк хунав /чӑрӑш, хыр, ҫӑка, кӑвак чӑрӑш/ лартса хӑварнӑ.
Ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхӗ экологи лару-тӑрӑвӗнчен килет // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12056-cynsen ... chen-kilet
Ку вӑл тӳнсе кайнӑ хыр кӑна…
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Унти пӗлӗтсене пӗтӗмпех йӑрӑс хыр ҫулӑксем шӑлса тасатнӑ, пӗлӗчӗсем халь ура айӗнче сапаланса, юр пулса выртнӑн туйӑнать.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Лешӗ, темиҫе метр маларах чупаканскер, ывӑнса пынине туйрӗ, вара хыр лӑссине хуҫрӗ те хӑйӗн йӗрне шӑлса пычӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Кӑҫал ҫуркунне чӑрӑш, хыр тата лиственница акнӑ, лӑсӑллӑ йывӑҫсен вӑррисене вара ятарлӑ техникӑпа 25 сотӑй ҫинче варса хӑварнӑ.
Тӑван ҫут ҫанталӑка упрар, пӗр-пӗрин ӗҫне хисеплер // Артемий Мясников. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82a%d ... %81%d0%b5/
Тиеме хыр пӗренисем тиенӗччӗ.
«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ҫитет делянкӑн тепӗр енне: вӗр-ҫӗнӗ тункатасем, ҫырманалла пухса пӑрахнӑ хыр тӑррисем…
«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Хыр, тасат кӑштах…
Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Сухӑр юхтарма ӗлкӗреймен хыр пӗренисем тӗлнех килсе тухрӑн эс.
Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Кун пирки хыр йӗппин вӗҫӗ чухлӗ те ӳпкев ҫук Левен вӑрманҫӑн.
Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ҫавӑн пекех маларах ҫак ялсене пӗтернӗ пулнӑ: Александрово ял, Александрово-2 ял, Алёшино ял, Алифино ял, Бильково ял, Мӑн Двор ял, Борушкино хутор, Тури Карпово ял, Тури Стоговка ял, Верховье ял, Гари ял, Глядино ял, Гремячая ял, Григорово ял (Городищна ял канашӗ), Григорово ял (Космарево ял канашӗ), Денисов Лог ял, Доровица ял, Дресвянка ял, Дуброва ял, Дубровка ял, Дунай хутор, Ельник ял, Железняково ял, Жужгово ял, Закокуевка ял, Зарубино ял, Зяблуха ял, Иванково ял, Чул Пар ял, Чуллӑ Угор ял, Климово ялӗ, Ключи ял, Кокино ял, Комарово ял, Коробицыно ял, Косая ял, Красавино ял, Хӗрлӗ Бор ял, Кривошеино ял, Крутая ял, Крутенькӑй хутор, Чӑнкӑ Ҫырма ял, Кузеиха ял, Курилово ял, Лучьяново ял, Люблино ял, Максимовскӑй ял, Медведево ял, Мельница ял, Наволок ял, Непрети ял, Анатри Карпово ял, Анатри Стоговка ял, Николаевски Выставка ял, Ҫӗнӗ Сала ял, Кӳлӗ Борӗ ял, Олятовски ял, Орехово ял, Отраднӑй ял, Охотски ял, Павлово ял, Парки ял, Парыгино ял, Пахомиха ял, Петушиха ял, Пихта Сӑмсахӗ ял, Плесо ял, Погост ял, Подомарски ял, Полетаево ял, Поповски ял, Потеряха ял вырӑнӗ, Провальнӑй Лог ял, Семеново ял, Хыр Починокӗ ял, Кивӗ Дуброва ял, Студенец ял, Студенӑй ял, Сырощапово ял, Тонгуж ял, Тямшево ял, Холмовски ял, Цывелево ял, Чернецово ял, Чернецово-1 ял, Чернино ял, Чурилово ял, Шевелево ял, Шипичиха ял, Шохта ял, Шугински ял, Шулев Монастырёк ял.
Нюксеница районӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 0%BD%D3%97
Ял ҫывӑхӗнче Куеда ландшафт заказникӗ (1993 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗнче йӗркеленӗ) пур, ытларах енӗпе унта хурӑнпа ӑвӑс ӳсеҫҫӗ, ҫавӑн пекех вӗсем хушшинче ҫӑка, кӑштӑркка хурама, шӗвӗр ҫулҫӑллӑ вӗрене тата ытти ҫулҫӑллӑ йывӑҫсем тӗл пулаҫҫӗ, ҫавӑн пекех лӑсӑллӑ хыр тата чӑрӑш вӑрманӗсем пур.
Ошья // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9E%D1% ... 1%8C%D1%8F
Кӗске ҫанӑллӑ симӗс те хӗрлӗ тӗслӗ пысӑк чечеклӗ сатинран ҫӗленӗ кӗпе тӑхӑннӑ, пӗчӗк сумкине хулпуҫҫи ҫине ҫакнӑ, пысӑккине сылтӑм аллипе йӑтнӑ, вӑтам пӳллӗ, ҫаврака пит-куҫлӑ яштака хӗр пӗр хутлӑ, ҫурма хыр пӗренисенчен купаланӑ пилӗк стеналлӑ ҫурт патне ҫитрӗ.
I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Райӗҫтӑвкомӗн вӗрентӳ пайӗ хыр пӗренисенчен тунӑ икӗ хутлӑ ҫуртра вырнаҫнӑ.
I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.