Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуралса (тĕпĕ: хурал) more information about the word form can be found here.
Хумханнипе куҫсем хуралса килчӗҫ, алӑсем чӗтре пуҫларӗҫ.

Help to translate

21 млн тенкӗ выляса илнӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/lotereya-vylyav/ ... ln-3398010

«Ыратни ҫине малтан вӑхӑтра пӑхмарӑм, хӑйпе хӑех иртсе каясса кӗтрӗм пуль, кайран хуралса, шыҫӑнса кайрӗ.

Help to translate

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Эпӗ, кун пеккине кӗтменскер, пӗр хушӑ хама такам пуҫран пуртӑ тӑршшипе ҫапнӑ пекех анкӗ-минкӗ пулса тӑтӑм, куҫсем хуралса килчӗҫ.

Help to translate

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Ҫӳхе хӗрлӗ тута хӗрри, тӑм тивнӗ мӑкӑнь ҫеҫки евӗр, хуралса кӑвакарнӑ, кӑшт шыҫнӑ, мӑйӗ ҫинче те тӗксӗм вырӑнсем палӑраҫҫӗ.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫӗнӗ хваттере пырса кӗтӗмӗр те — пӗр пысӑк пӳлӗмре кӑмака тӗпӗ пулмалли шӑтӑк хуралса тӑрать, маччара та, пӳрт тӳпинче те мӑрье кӑлармалли шӑтӑксем.

Help to translate

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

«Халиччен ӑҫта ҫитнӗ пулӑттӑн-ши эсӗ, чӑрсӑр Ҫирӗклӗ, эхер сан ҫулна йывӑҫ лартса пӳлмерӗмӗр пулсан?» — аякра хуралса тӑракан ҫамрӑк вӑрман ҫинелле куҫне хӗссе пӑхать ватӑ тракторист.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Тути хуралса ҫуркаланнӑ, куҫӗ путса кӗнӗ.

Help to translate

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Чӗрӳ хуралса кайиччен ӑшра тытса ҫӳремеллеччӗ-и?..

Help to translate

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ырашӗ ҫулса пӑрахнӑ пек выртнӑ, чӑлханнӑ, хуралса кайнӑ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тарановӑн куҫӗ хуралса килчӗ.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫул леш енчи ҫулҫӑ тӑкса хуралса пыракан юманлӑх тӑван вӑрмана, ҫуралнӑ яла аса илтерчӗ.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Общежитие ҫитсен, вӑл ҫийӗнчи хуралса пӗтнӗ кӗпине хӑвӑрт хывса пӑрахрӗ те чылаях шӑртланса тӑракан сухалне хырма ларчӗ, унтан тула тухса лайӑх ҫӑвӑнчӗ.

Help to translate

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Ҫапла пӗр ҫур сехете яхӑн ларнӑ эпӗ, пит-куҫ хамӑн, паллах, хуп-хура хуралса пӗтнӗ ӗнтӗ, куҫсем те хӗп-хӗрлех хӗрелсе ларнӑ пуль, йӗре-йӗре, анаслакан пултӑм.

Help to translate

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Эпӗ вара, тусанланса, хуралса пӗтнӗскер, сан патна утса пытӑм.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Изамбаевӑн час-часах куҫӗ хуралса килчӗ, ӳкес мар тесе урисене саркаларӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫавӑнтах тата куҫӗ хуралса килчӗ, вӑл хӑй те ӑнланаймарӗ, темӗншӗн пӗр-ик утӑм малалла утрӗ те хырӑмӗ ҫине ӳкрӗ.

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хура куҫран хуралса тухса кайтӑр, чакӑр куҫран чарӑлса тухса кайтӑр, кӑвак куҫран кӑвакарса тухса кайтӑр.

Help to translate

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уйсенче ырашсем ҫатраланса ӳкрӗҫ, Тикӗс шӑтнӑ ҫуртри хуралса пӗтрӗ.

Help to translate

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Эх, тӑмса, вӑрӑм ҫӳҫ, тӑну-пуҫу пӗтнӗ, Хуралса кайнӑ та пуҫ мими те типнӗ!

Help to translate

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ак ӗнтӗ ҫак ҫӑмарта та майӗпен мучи хӑй ӗмӗтӗнче тытса пурӑннӑ пиншак тӗслӗн шупкаланса, тӗксӗмленсе пычӗ, унтан пачах хуралса ларчӗ, юлашкинчен, ункӑ хыҫҫӑн ункӑ туса, ҫаврӑнма пуҫларӗ.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed