Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурала (тĕпĕ: хурал) more information about the word form can be found here.
Кунашкал сӑтӑр тума мӗнле чарас?.. — шухӑша кайрӑмӑр халь эпир, хурала тухнӑ ачасем.

Help to translate

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Хурала тепӗр куннех эпир тӑваттӑн — Нестӗр, Микитта, Макҫӑм, эпӗ — кайрӑмӑр.

Help to translate

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Эп хурала вырнаҫатӑп, Аграфена Федоровна — ача яслинче ӗҫлеме пуҫлать.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Ҫавӑнпа та хурала пӑрахӑҫлама ыйтатӑп.

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Кам каять хурала?

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Хӑйпе пӗрле килнӗ икӗ ҫамрӑк, хӗрпе каччӑ-ши е арӑмӗпе упӑшки-ши, ун патне хурала юлатпӑр терӗҫ.

Пришедшие вместе с Ухтиваном парень и девушка остались караулить больного.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мана шанса хурала тӑратнӑ!

Коль я поставлен в караул.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Килӗшесси-качки, хурала кайма хушрӗ.

— Понравился, не понравился… В караул велел мне идти.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эс хурала каян.

Будешь стоять в карауле.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӳре-шарасемпе пупсем киремет картисене ҫине-ҫинех ватса е вараласа ҫӳренӗрен ял ҫыннисем кӗҫӗрлӗхе кунта хурала килнӗ-мӗн, темиҫен хирӗҫ тухса Михапарпа ун юлташӗсене палларӗҫ те пӗрле вут патне таврӑнчӗҫ.

Чтобы волостные чиновники и поповские прихвостни не прознали про место чюкления, выставили охрану из нескольких человек: они-то и встретили Михабара с товарищами и проводили к костру.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

…Лавҫӑсем, куланай пуҫтаракансемпе теҫетниксем, рассыльнӑйсем, Шахрун — картиш йӗри-тавра хурала тӑрса тухаҫҫӗ.

…Ездовые, сборщики податей, десятники, рассыльные, Шахрун — все встали в караул вокруг двора.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сиксе тӑчӗҫ вара тӗкӗрҫсем, Пӑвса тухрӗҫ мӗн пур хурала.

Help to translate

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Йӗкӗт чӗнсе илчӗ хурала, Калӑр терӗ хӑвӑр мӑрсана, Таварпа эп килтӗм Чалӑма, Ирӗк патӑр кӗрсе ҫӗр каҫма.

Help to translate

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗп тӑватпӑр мӗн пур хурала, Кӗҫӗрех илетпӗр Чалӑма.

Help to translate

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хурала хӑварнӑ ҫармӑссемпе чӑвашсем, тупӑран пенипе тата хуралтӑсене тар хурса сирпӗтнипе хӑраса ӳкнӗскерсем, аллисене ҫӳлелле йӑтса вырӑссене хирӗҫ чупа-чупа тухрӗҫ.

Help to translate

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑнах, эпир кунта хурала килмен, вӑрҫа килнӗ!

Help to translate

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗрлӗ вырӑна хурала тӑратнӑ ҫирӗм ҫынтан ирхине ҫуррине яхӑн таврӑнмарӗ.

Help to translate

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Йывӑҫ хӗҫ парса хурала ярсан ир енне виҫҫӗн-тӑваттӑн тапӑнса тӗрӗслетчӗҫ.

Help to translate

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫул ҫинче хурала тухнӑ тутарсен аллине лекме пултарать, никам та ҫӑлаймӗ.

Help to translate

Ултавлӑ ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хапхасене мӗнле питӗрнине тӗрӗслемелле, хурала пур ҫӗрте те вӑйлатмалла.

Help to translate

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed