Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хистет (тĕпĕ: хисте) more information about the word form can be found here.
Ун ҫумӗнчех, каярах, Вӗҫсе пырать Еркиней, Чӑмӑрккапа пӗрмаях Хистет хӑйӗн ӑйрине.

Help to translate

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мартӑн 2-мӗшӗнче те, акӑ, ДНД кунӗнче, Тав хучӗсемпе чыслани, хисеп туни малашне маттуртарах тимлеме хистет, - халӑх дружинин ыйтӑвӗсене манманнишӗн тав тӑвать ушкӑн командирӗ.

Help to translate

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Унта та кунта сурӑхсем макӑрни, ӗнесем кахаллӑн ӗнӗрлени уйрӑмах темӗнле чӗрене ҫывӑх, ырӑ туйӑм ҫуратать, пурнӑҫ юхӑмне малалла тӑсма хистет.

Help to translate

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Мухаров, хӑй те тирпейлӗскер, юлташӗсене те тирпейлӗ пулма хистет.

Help to translate

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хӑйне тытма пӗлни, кашни сӑмаха шухӑшласа калаҫни, яланах пулӑшма хатӗрри ыттисене те ҫапла пулма хистет.

Help to translate

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

Тутӑ пурнӑҫ вӗсене иртӗхме хистет.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫапла вара, автор Микулана пуян усламҫӑ туса лартни ирӗксӗрех ӑна, чӑн-чӑн революционер пулма палӑртнӑ ҫынна, пуян ҫын рольнех выляттарма хистет.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Яра куна ӗҫлесе ывӑннӑ ӳт-пӳ выртса канма хистет.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ, пуҫтах хӗрарӑм, Хусанта ыр курса пурӑннине манаймасӑр каллех чапшӑн ҫунать, ашшӗне Хусан еннелле вӑрҫӑпа кайма хистет пулас.

Help to translate

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Раҫҫейри халӑхӑн культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнӑ май, пирӗн регионсене пӗр чӑмӑра пухӑнма хистет.

Help to translate

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

Сасартӑк ума халтӑр Семен Петрович тухать, вӑл ал ҫупсах халӑха киле пӑрахса кайма хистет.

Help to translate

VIII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

— Апата лар, — хистет Виктор Андреевич.

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

«Кӳрентертӗм-ши ӗнтӗ?» — хистет пуҫра шухӑш.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

— Тӑхта, — хистет тепӗр шухӑшӗ, ҫиеле тухса.

Help to translate

Тӳме // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85 с.

Вӑл хӑйӗн тӗслӗхӗпе пӗр юханшыва икӗ хут кӗме май пуррине ҫирӗплетрӗ, ҫав вӑхӑтрах ҫак тӗслӗх муниципалитетсене ертсе пырас кӑмӑллӑ тата, чи кирли, ку енӗпе пултаруллӑ ҫын нумай мар-тӑр тесе шутлама та хистет.

Help to translate

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Ҫак фильм шухӑша ярать, чи ҫывӑх ҫыннӑмӑрсем умӗнчи тивӗҫӗмӗре туллин пурнӑҫлама хистет.

Help to translate

Кинофестиваль: ниме пӑхмасӑр — малалла! // Надежда Смирнова. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Ӗҫ хучӗ комплекслӑ ӗҫлесе пыма пулӑшать, ҫирӗп йӗркесене те пӑхӑнса пыма хистет.

Help to translate

Чӑваш Енре шывпа тивӗҫтермелли инвестицисен калӑпӑшне ҫичӗ хут пысӑклатнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/11/chav ... icisen-kal

Кӗркунне ҫанталӑк сивӗтни, йӗпхӳ ҫумӑр ҫуни аграрисене уй-хирсенчи ӗҫсене васкарах пурнӑҫлама хистет.

Help to translate

Ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ, ҫӗртме тӑваҫҫӗ // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/09/09/ce%d1%80%d1 ... %d0%b0cce/

Вӗсене ӗҫленӗшӗн пӗлсе хавхалантарсан, хирте тӑрӑшма килӗшекенсем тупӑнаҫҫехӗ ҫанталӑк хуҫалӑхсен ертӳҫисене тӑхтаса тӑмасӑр кирлӗ мерӑсем йышӑнма хистет.

Help to translate

Халӑха явӑҫтарма тӑрӑшмалла // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b0/

Пӑшӑрханать Чечек пӗрмай, Теме суранлӑ чун сисет; Ун вырӑн ҫук ларма-тӑма — Чупма, вӗҫме чӗре хистет.

Help to translate

XXXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed