Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаяр the word is in our database.
хаяр (тĕпĕ: хаяр) more information about the word form can be found here.
Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн хаяр ҫулӗсенче вӑл аслисемпе танах иртен пуҫласа каҫченех хирте тӑрӑшнӑ.

Help to translate

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

Хаяр вӑрҫӑ округри кашни килех, кашни йӑх-ратненех пырса тивнӗ.

Help to translate

Вӗсен ячӗсене манмалла мар // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Пирӗн округра хаяр вӑрҫӑ хирӗсенче ҫапӑҫнӑ ветерансем юлмарӗҫ те.

Help to translate

Вӗсен ячӗсене манмалла мар // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Ҫыртмасть, ахаль ҫапла хаяр пек курӑнать вӑл.

Help to translate

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Чӑпӑрт-чӑпӑрт тутарать ҫӑткӑн тута, ланкӑрт-ланкӑрт тӑвать хаяр шӗвек эрех сиккинелле.

Help to translate

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Егор Петровичӑн хӗҫ тытнӑ алли нимӗнле хаяр тӑшман умӗнче те чӗтремен, анчах хальхинче ҫак ирсӗр йӗрӗнчӗк умӗнче унӑн ҫутӑ хӗҫӗ йӑлтӑртатса чӗтренине пурте асӑрханӑ.

Help to translate

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пысӑк уяв ҫитес кунсенчех пулать: ку таранччен никама та парӑнман хаяр Ангарана штурмлама пуҫлаҫҫӗ, ӑна кӗҫех пӗвелесе лартаҫҫӗ…

Help to translate

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

1944 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗччен кунта хаяр ҫапӑҫусем пынӑ, ҫав ҫапӑҫусенче нимӗҫсем тӑшманӑн атакисене темиҫе хутчен те сирсе янӑ.

С января по май 1944 года здесь шли ожесточённые бои, в ходе которых немцы несколько раз отбивали атаки противника.

Монтекассино // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

Юрӑ хаяр ҫапӑҫусенче тӑшмана ҫӗнтерме пулӑшнӑ…

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Граждан вӑрҫин хаяр та йывӑр ҫулӗсенче те В. И. Ленин тата Коммунистсен партийӗ радио мӗнле аталанса пынине тимлӗ сӑнаса, ӑна пулӑшса, ҫав ӗҫе хутшӑннӑ ҫынсене хавхалантарса пынӑ.

Help to translate

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Пире хирӗҫле хаяртан та хаяр санкцисем йышӑннине, экономикӑра тата информаци тӗлӗшӗнчен пусарнине пӑхмасӑр, Чӑваш Ен пӗтӗм ҫӗршывпа пӗрле кашни ҫыншӑн шутсӑрах кирлӗ ӗҫсемпе проектсене пурнӑҫа кӗртет.

Несмотря на жесточайшие санкции, давление – экономическое и информационное, Чувашия вместе со всей страной продолжает реализовывать важные для каждого человека мероприятия, проекты.

Олег Николаев Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/12/30/ole ... ovim-godom

Пӗчӗк ачасен пуҫне минретсе ан сӳретӗр! — терӗ Уҫук кинемей хаяр сассипе.

Help to translate

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вӑл ҫав тери хаяр.

Help to translate

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хаяр наркӑмӑш ӗҫнӗн, кӑвакарса кайрӗ Хура Ҫимун, куҫӗсем вутланчӗҫ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мунча чулӗ тикӗс мар, Ашши-ташши пит хаяр.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мамӑк пальто витӗр кӗрсе хаяр хӗл сивви шӑм-шака ҫаплах ҫӳҫентерет.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫынпа пули-пулми сӑмахламасан та, хаяр кӑмӑллӑ ҫын мар, Иван пичче халиччен те урлӑ-пирлӗ калаҫса, ҫынпа усаллашса курман.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шартлама сивӗ хӗл ӳт-тире тумтир витӗр чӗпӗтекен, ҫырмасене витнӗ пӑра шатӑртаттарса ҫуракан хаяр хӑвачӗпе мӗнпур тавралӑха ыталаса пӑрса илчӗ.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Татах та кайрӗҫ арҫынсем хаяр тӑшмана хирӗҫ пӑшал тытса кӗрешме, — ҫамрӑксем те, ватӑраххисем те ушкӑнӑн-ушкӑнӑн кайрӗҫ.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малашне те Совет влаҫне хӳтӗле, хаяр тӑшманпа паттӑррӑн кӗреш!

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed