Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хастар the word is in our database.
хастар (тĕпĕ: хастар) more information about the word form can be found here.
Ялти хастар хӗрарӑмсем ӑна музей тума сӗннӗ.

Help to translate

Ампара хӗрхеннипе музей уҫнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/38180.html

Округ хастар та пултаруллӑ ҫемьесемпе пуян.

Help to translate

Ентешлӗх пӗрлештерет, ҫӗнӗ вӑй-хӑват кӳрет // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %b5%d1%82/

Мероприятие хутшӑнакансем алӗҫ изделийӗсен куравне йӗркеленӗ, тренинга хастар хутшӑннӑ.

Help to translate

Пишпӳлекре Пӗтӗм Раҫҫейри "Бизнес хӗрарӑмӗсем" общество организацийӗн представительстви уҫӑлнӑ // Екатерина ЗАХАРОВА. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... ln-3781584

Анчах та каярахпа «хыпарсӑр ҫухалнӑ» ҫын пирки хыпар килнӗ: Сунтал Михали — Петӗр ашшӗ ӗнтӗ — хастар салтак пулнӑ, темиҫе медальпе ордена та тивӗҫнӗ, миллионшар салтак пекех, ҫуран танкӑшса та кӗрешсе тӑшмансене килне ҫитиех хӳтерсе кайнӑ.

Help to translate

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

Петӗр пирки халь ялта: «Ашшӗ пекех ҫитӗнчӗ, — теҫҫӗ. — Маттур. Хастар. Сӑмахпа вылянмасть. Ашшӗ ун ҫӗр тесен, тыр-пул тесен тем тума та хатӗрччӗ. Улма йывӑҫҫинчен аякка кусса каймасть ҫав».

Help to translate

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

— Малашне те ҫакӑн пек маттур та хастар пул.

Help to translate

Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Кӑкӑрӗ-ҫурӑмӗ ҫине те медальсем ҫакса тултарнӑ хастар разведчик хӑвӑрт шӑвӑнса ҫитет унта, хӗвел ҫаврӑнӑш тунине — элес-мелес хӑрушӑ гранатӑна — ывӑтать те тӑшмансен аманнӑ генералне, Варук Вали ятлӑскерне, хамӑрӑннисем патне вӑйпах ҫавӑтса каять.

Help to translate

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Каплах хастар ӗҫлесе ӳссен, Лукари инке, сирӗн Вихтӗре хам вырӑнах хӑвармалла пулать пуль, урӑх ун пек ӗҫченнине кураймарӑм-ха…

Help to translate

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Лешсем тата, мурсем, таҫтан пӗлнӗ ӗнтӗ Тӑванкасра турчӑкаллӑ харсӑр кинемипе унӑн хастар мӑнукӗ пурӑннине?..

Help to translate

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Вӑт ку хастар кӑмӑл, мана питӗ килӗшет.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӑл Чӑваш Республикинче пенсионерсем хушшинче ирттерекен «За активное долголетие» спартакиадине хастар хутшӑнать.

Help to translate

Пултаруллӑ вӗрентекенсем ӗҫлеҫҫӗ // Сергей Наумов. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d0%bf%d1%8 ... %ab%d3%97/

Шкулсем те, экологи акцийӗсене хастар хутшӑннӑ май, тӗрлӗ йывӑҫ хунавӗ кӑларса пама ыйтаҫҫӗ.

Help to translate

Тӑван ҫут ҫанталӑка упрар, пӗр-пӗрин ӗҫне хисеплер // Артемий Мясников. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82a%d ... %81%d0%b5/

Мероприяти вӑхӑтӗнчех, акӑ, пирӗн салтаксем патне округри халӑх пӗр пулса пухнӑ гуманитари пулӑшӑвӗпе хастар ҫамрӑксем ҫула тухрӗҫ.

Help to translate

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

Нина Яковлевна хастар ӗҫшӗн нумай наградӑна тивӗҫнӗ.

Help to translate

Юратнӑ ӗҫ хавхалантарнӑ, ҫемье хӑват панӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d1%8e%d1%8 ... 82-%d0%bf/

Эпир, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, ӗҫре Татьяна Николаевнӑран тӗслӗх илсе ун пек хастар та пултаруллӑ пулма тӑрӑшатпӑр.

Help to translate

Пултаруллӑ та хастар вӗрентекен // Ҫӗрпӳ районӗ. https://zivil.cap.ru/news/2021/05/12/pul ... verenteken

1974, 1976, 1977 ҫулсенче «Социализмла ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫи»,1975 ҫулта «Ӗҫри кӑтартусене ӳстерсе пынӑшӑн», «Сысна ӗрчетес ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем кӑтартнӑшӑн» хисеп грамотисене тивӗҫнӗ хастар хӗрарӑм.

Help to translate

Тӑван ялах юлас терӗм… // В. КУРАКОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/23/tv ... yulas-term

Хастар та ӗҫрен хӑраман чӑваш ҫамрӑкӗсем ку объекта хӑпартнӑ ҫӗрте нумай тӑрӑшнӑ.

Help to translate

Тӑван ялах юлас терӗм… // В. КУРАКОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/23/tv ... yulas-term

Ӗҫре хастар та пултаруллӑ пулнӑшӑн нумай наградӑсене тивӗҫнӗ вӑл: «Ӗҫ ветеранӗ», «Тыл ветеранӗ», «Вӑрҫӑ ачисем» удостоверенисене час-часах алла илет.

Help to translate

Ҫамрӑк пулнӑ, ывӑннине туйман // Р. МАРТЬЯНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/20/am ... ine-tujman

Акци малалла пырать, ыттисене те хастар хутшӑнма чӗнетпӗр.

Help to translate

«Обелиск» акци пуҫланчӗ // О. КИРИЛЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/ob ... ci-pulanch

Кунсӑр пуҫне библиотекарьсем хутлӑхсенче тата районта иртекен массӑллӑ мероприятисене хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Культура ӗҫченӗсем ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/ku ... ne-ptmletr

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed